Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫыннӑмсене (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Хам ҫыхнӑ япаласене ытларах тӑвансене, юлташсене валеҫсе паратӑп, ҫывӑх ҫыннӑмсене савӑнтарма юрататӑп.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлет те, ҫыхать те, ҫывӑх ҫыннисене савӑнтарать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/8873-t-rlet- ... sav-ntarat

Июлӗн вунулттӑмӗшӗнче ирхине эпӗ хамӑн чӗрешӗн чи хаклӑ та ҫывӑх ҫыннӑмсене инҫе ҫула пуҫтартӑм.

Утром 16 июля я собирала в далёкий путь самых дорогих и близких моему сердцу людей.

Ҫула тухма хатӗрленни // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Хӗвел тухасса кӗтсе тӑмасӑр, тӑван аннене, тӑлӑх йӑмӑкӑма, акнӑ ҫӗрӗм-шывӑма, ҫураҫса хунӑ хӗрӗме пӑрахса, ҫӑхансем тӑпӑлтарма ҫакса вӗлернӗ ҫывӑх ҫыннӑмсене те пытармасӑрах ялӑмран тарса каймалла иккен.

И должен я, не дожидаясь солнца, тикать из села, все на свете покинув — и мать родную, и сестричку-сиротку, и землю посеянную, и дивчину зарученную, и сватов своих, без погребенья повешенных на добычу воронам.

XXVI сыпӑк // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.

Хам ҫыннӑмсене ҫеҫ илӗп — депутатӑмсене.

мои депутаты.

Лайӑх // Стихван Шавли. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 17–24 с.

Тӗрӗсене ҫывӑх ҫыннӑмсене те парнелетӗп, — калаҫӑва тӑсать Елена Павлова.

Вышивки дарю и близким людям, - продолжает беседу Елена Павлова.

«Турӑш тӗрлесси - тӗлӗнтермӗш ӗҫ» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

56. Эсӗ Манӑн суйласа илнӗ ҫыннӑмсене мӗн кӑтартнӑ, Турӑ сана ҫавнах кӑтартӗ — сана инкек айне тӑвӗ: 57. ачу-пӑчу выҫӑпа вилсе пӗтӗ, ху хӗҫпе касӑлса ӳкӗн, сан хулусене аркатса тӑкӗҫ, сан ҫыннусем пурте хирте хӗҫ айне пулса тӑкӑнӗҫ, 58. ту ҫинче пурӑнакансем выҫӑпа вилсе пӗтӗҫ, ҫӑкӑр ҫитменнипе хӑйсен ӳтне ҫийӗҫ, шыв ҫуккипе юн ӗҫӗҫ.

56. Как поступала ты с избранными Моими, говорит Господь, так с тобою поступит Бог, и подвергнет тебя бедствиям. 57. Дети твои погибнут от голода, ты падешь от меча, города твои будут разрушены, и все твои падут в поле от меча. 58. А которые на горах, те погибнут от голода, и будут есть плоть свою по недостатку хлеба и пить кровь по недостатку воды.

3 Езд 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Вӗсем сахаллӑн, питӗ сахаллӑн пулнӑ чухнех, унта ютран пынӑ ҫынсем пулнӑ чухнех, 13. пӗр халӑх патӗнчен тепӗр халӑх патне, пӗр патшалӑхран урӑх ӑру хушшине куҫса ҫӳренӗ чухнех 14. вӗсене мӑшкӑллама никама та ирӗк паман, вӗсемшӗн патшасене те чарнӑ: 15. «Манӑн ҫу сӗрнӗ ҫыннӑмсене ан тӗкӗнӗр, Манӑн пророкӑмсене усал ан тӑвӑр» тенӗ.

12. Когда их было еще мало числом, очень мало, и они были пришельцами в ней 13. и переходили от народа к народу, из царства к иному племени, 14. никому не позволял обижать их и возбранял о них царям: 15. «не прикасайтесь к помазанным Моим, и пророкам Моим не делайте зла».

Пс 104 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Хӑйӗн халӑхне сут тумашкӑн Вӑл ҫӳлтен тӳпене, ҫӗре чӗнет: 5. «Ман патӑма Хамӑн сӑваплӑ ҫыннӑмсене — парне кӳрсе Манпа халал хывнӑ ҫыннӑмсене — пуҫтарӑр».

4. Он призывает свыше небо и землю, судить народ Свой: 5. «соберите ко Мне святых Моих, вступивших в завет со Мною при жертве».

Пс 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Вӗсем ун чухне сахаллӑн, питӗ сахаллӑн пулнӑ, унта ютран пынӑ ҫынсем пулса пурӑннӑ, 20. пӗр халӑх патӗнчен тепӗр халӑх патне, пӗр патшалӑхран тепӗр халӑх патне куҫса ҫӳренӗ; 21. анчах Вӑл вӗсене мӑшкӑллама никама та ирӗк паман, вӗсемшӗн патшасене те питленӗ: 22«Манӑн ҫу сӗрнӗ ҫыннӑмсене ан тӗкӗнӗр, Манӑн пророкӑмсене усал ан тӑвӑр» тенӗ.

19. Они были тогда малочисленны и ничтожны, и пришельцы в ней, 20. и переходили от народа к народу и из одного царства к другому народу; 21. но Он никому не позволил обижать их, и обличал за них царей: 22. «Не прикасайтеся к помазанным Моим, и пророкам Моим не делайте зла».

1 Ҫулс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. Давид тата каланӑ: Кеиль ҫыннисем мана тата манӑн ҫыннӑмсене Саул аллине тыттарса яраҫҫӗ-и? тенӗ.

12. И сказал Давид: предадут ли жители Кеиля меня и людей моих в руки Саула?

1 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

2. Давид Ахимелех священника каланӑ: патша мана пӗр ӗҫ хушса ячӗ, анчах та вӑл: «эпӗ сана мӗншӗн янине, мӗн хушнине никам та ан пӗлтӗр» терӗ, ҫавӑнпа та эпӗ хамӑн ҫыннӑмсене пӗр ҫӗрте хӑвартӑм; 3. апла аллу айӗнче мӗн пуррине — пӗр пилӗк ҫӑкӑр е мӗн те пулин — пар мана, тенӗ.

2. И сказал Давид Ахимелеху священнику: царь поручил мне дело и сказал мне: «пусть никто не знает, за чем я послал тебя и что поручил тебе»; поэтому людей я оставил на известном месте; 3. итак, что есть у тебя под рукою, дай мне, хлебов пять, или что найдется.

1 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех