Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫыннисене (тĕпĕ: ҫынна) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» пуҫарнӑ активноҫсем Омск, Мурманск, Челябинск, Кострома, Мускав, Пермь, Ростов, Курск, Томск, Сахалин тата ытти регион ҫыннисене пӗрлештерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Кӑмӑлсене ҫӗкленӗшӗн тавах!»... // Светлана ЧИКМЯКОВА. https://putpobedy.ru/publikatsii/14251-k ... h-n-tavakh

Артиллери подразделенийӗ тӑшманӑн пилӗк танкне, вунӑ ытла артиллери орудийӗпе реактивлӑ артиллерин ҫар машинисене, ҫар ҫыннисене тӗп тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Катькасри паттӑр салтак ҫӗршыва хӳтӗлет // Евстолия СЕРОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... a-kh-t-let

Пире, пӗр ял ҫыннисене, апла-капла юрамасть.

Куҫарса пулӑш

«Ну, робот, тӳс тулӗк!..» // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пӳртри мӗнпур хӑнкӑлакассисене — пӗрене ҫурӑкӗсене — «Карболатпа» сӗрсе тухнӑ, пӳрте шал енчен шпалер ҫыпӑҫтарнӑ, ула-чӑла кӗрӗк тӑхӑнса янӑ евӗр курӑннӑ кӑмакана шуратнӑ, урайне ҫӗнӗрен сӑрланӑ, унччен хӑмпӑ пек тӗссӗр курӑннӑ чӳречесене ҫуса тасатнӑ — пурпӗр тем ҫитмест ҫирӗммӗш ӗмӗр ҫыннисене.

Куҫарса пулӑш

Чи хӑрушши — упа мар… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫавна май ытти ял ҫыннисене пекех сӗт хакӗ пӑшӑрхантарать ӑна.

Куҫарса пулӑш

Кӗскен пулин те — чи кирли ҫинчен // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11813-k-sken ... li-cinchen

«Ял территорийӗсене аталантарасси — пирӗн ӗҫри пӗлтерӗшлӗ направлени, мӗншӗн тесен ҫакӑ ял ҫыннисен пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатма пулӑшать. Ҫӗнетнӗ культура ҫурчӗсем — ял ҫыннисене илӗртекен, вӑхӑта усӑллӑ ирттерсе канма май паракан центрсем», - палӑртнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ О.Николаев.

Куҫарса пулӑш

Культура – ҫын пурнӑҫне хавхалану кӳрекенӗ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11751-kultur ... nu-k-reken

Ачасем Отечественнӑй Аслӑ вӑрҫӑн геройӗсене сӑвӑсемпе юрӑсем халалланӑ, администраци представителӗсем ял ҫыннисене хӑйсен мӑн аслашшӗсемпе ашшӗсен паттӑрла ӗҫӗсем ҫинчен манмалла мар тесе сӑмах каланӑ, пухӑннисем пуҫне хунисене чӗнмесӗр пӗр минут тӑрса чысланӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӑслӑкра Ҫӗнтерӳ кунне халалланӑ чаплӑ митинг иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... tn-3758609

Ку вӑл хула ҫыннисене сывлӑхшӑн тӑрӑшни ҫинчен пӗлтерекен пӗлтерӗшлӗ информаци хулари кирек хӑш вырӑнта та тенӗ пекех усӑ курма пултарнине, халӑхӑн сывӑ йӑлисене йӗркелеме тата пурнӑҫ пахалӑхне ӳстерме лайӑх майсем туса панине пӗлтерет.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстанра сывӑ пурнӑҫ йӗрки ҫинчен халӗ автобусра та пӗлме пулать // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... at-3756695

Тӑватӑ ҫултах аркатса пӑрахнӑ велосипеда пуҫтарса ҫывӑх ҫыннисене тӗлӗнтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Владимировсем – ӗҫчен те тӑрӑшуллӑ ҫемье // Вера ВАСТЕРОВА. https://kanashen.ru/2024/04/26/%d0%b2%d0 ... %8c%d0%b5/

Ҫӗнтерӳ хыпарӗ ял-ял ҫыннисене пуҫтарса пӗтӗҫтернӗрен ҫул ҫинче пӗр чун та курӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Анчах та укҫа-тенкӗне йӑнӑш хывнине пула йывӑрлӑхсем сиксе тухсан Эльканон малтан шалу тӳлеме кивҫен илме тивет, кайран вара вӑл пачах та караппа сывпуллашать — ҫапла май саккун пӑсса ют ҫӗршыв ҫыннисене хӗҫ-пӑшаллӑ карап сутса ярать.

Однако, неудачи в финансовом плане вынудили Элькано вначале взять заем на выплату жалованья, а потом и совсем расстаться с судном, совершив незаконную сделку по продаже вооруженного корабля иностранцам.

Хуан Себастьян Элькано // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A5%D1%83%D ... 0%BD%D0%BE

2018 ҫултанпа музея тӳлевсӗр кӗме Нью-Йорк ҫыннисене кӑна ирӗк панӑ, ыттисене вара 30$ тӳлеттереҫҫӗ.

С 2018 года право на свободное посещение музея было оставлено только жителям Нью-Йорка, для всех остальных была введена плата в 30$.

Метрополитен музейӗ (Нью-Йорк) // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D0%B5%D ... %80%D0%BA)

Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн 1941 — 1945 ҫулсенчи йывӑрлӑхсене ҫамрӑк ҫулсенче тӳссе ирттернӗ ватӑ ҫынсемшӗн, ҫитменнине тата тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисене фронтсенче ҫухатма тивнисене, паллах, Украинӑри паянхи событисем, икӗ ҫул хушши ятарлӑ ҫар операцийӗ тӑсӑлаканскерсем, чӗрине ыраттараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫпа савӑнма пӗлет // Владимир СМОЛОВ. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... et-3660742

Унта пире, ҫар ҫыннисене, икӗ вакуна вырнаҫтаркаларӗҫ, хӑвӑртрах хӗвелтухӑҫнелле кӑларса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Херш версийӗ тӑрӑх, бен Ладен чӑннипе 2006 ҫултанпа Абботтабад территоринче Пакистанӑн ведомствӑсен хушшинчи разведка аллинче тыткӑнра пулнӑ, Пакистанӑн ҫар ертӳлӗхӗ вара, Обама администрацийӗ урӑххи пирки каланӑ пулсан та, ЦРУ ҫыннисене ҫӗршывӑн сывлӑш уҫлӑхӗ урлӑ каҫма пулӑшнӑ.

По версии Херша, бен Ладен находился в плену у Пакистанской межведомственной разведки на территории Абботтабада с 2006 года, а военное руководство Пакистана, вопреки утверждениям администрации Обамы, помогло ЦРУ пересечь воздушное пространство страны.

Сеймур Херш // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B5%D ... 1%80%D1%88

Ҫавӑн пекех социаллӑ реформатор, Аслӑ Британинчи халӑхӑн чухӑн ҫыннисене, чи малтан кивҫене кӗнипе тӗрмене лекнисене, Ҫӗнӗ Тӗнчене куҫармалли плана хатӗрленӗ автор.

Известен также как социальный реформатор, автор плана переселения представителей бедных слоёв населения Великобритании, в первую очередь узников долговых тюрем, в Новый Свет.

Джеймс Оглторп // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%94%D0%B6%D ... 1%80%D0%BF

Тӑван ҫӗршыв тулашӗнче служба тивӗҫне пурнӑҫланӑ Раҫҫей ҫыннисене асӑннӑ кун февралӗн 15-мӗшӗнче Пишпӳлекри Ҫӗнтерӳ волонтерӗсем «Афган вӑрҫин геройӗсем» акци йӗркелесе ирттернӗ.

В День памяти о россиянах , исполнявших служебный долг за пределами Отечества, 15 февраля Волонтёры Победы с Бижбуляк организовали и провели акцию «Герои Афганской войны».

Пишпӳлекри Ҫӗнтерӳ волонтерӗсем "Афган вӑрҫин геройӗсем" акци ирттернӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/afgan-v-r-in ... rn-3646515

Ӑстаҫӑсен ҫак пархатарлӑ ӗҫӗ пирӗн ҫар ҫыннисене чӗререн тав тума, хисеплеме парать.

Эта благородная работа наших мастериц отражает нашу глубокую признательность и уважение к нашим военным.

Хушӑлкара ҫыхнӑ "нускисем" госпитальсене каяҫҫӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... ya-3645056

Ҫӗнетнӗ лаптӑксем тӗрлӗ ӑру ҫыннисене мероприятисем ирттерме, интернет уҫлӑхне, ҫав шутра патшалӑх пулӑшӑвӗ паракан пӗрлехи портала кӗмешкӗн илӗртеҫҫӗ.

Модернизированные пространства привлекают людей разных поколений для проведения мероприятий, доступа в интернет, в том числе к единому порталу государственных услуг.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Общество уҫлӑхӗ хула ҫыннисене ҫеҫ мар, хулан мӗнпур хӑнисене те туртӑнмалли вырӑн пулса тӑнӑ.

Общественное пространство стало местом притяжения не только жителей, но и всех гостей города.

Пушкӑрт тӗп хулинче Муса Гареев ячӗллӗ сквера хӑтлӑлатнӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... tn-3638719

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех