Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫурӑмӗ (тĕпĕ: ҫурӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫутӑ шакла пуҫӗ тӑрӑх та, сарлака ҫурӑмӗ тӑрӑх та мунчари пек шыв юхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кунта мӗн хӑтланнине курсан, ҫурӑмӗ ҫине сив тар тапса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан ҫурӑмӗ тӑрӑх сивӗ тар юха пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан крючникре ӗҫлеме пуҫланӑранпа туяннӑ ҫӗнӗ утӑмӗпе — кӑштах тармакланарах та урисене сӑтӑрттарарах, ҫурӑмӗ ҫинче выртакан йывӑр япалана тытса пынӑ чухнехи пек, чавсине хуҫса утать.

Куҫарса пулӑш

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Платун ҫурӑмӗ ҫине сивӗ тар тапса тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан ӳпне ҫаврӑнса ӳкни хура маска кӑмӑлне каймарӗ пулсан та, ӗнтӗ ҫӗнессе шаннипе, вӑр-вар ун ҫурӑмӗ ҫине хӑпарса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чеескер, икӗ ҫул маларах ҫеҫ ҫак крючниксемпе пӗрле ҫурӑмӗ ҫинче йывӑр ҫӑк йӑтнӑскер, халь вӗсен подрядчикӗ, Илья Никонорович Богданов ятлӑслер, вӑл паян та хӑйне ҫӗнтернине йышӑнасшӑн мар, крючниксене хӗтӗртме хӑтланчӗ:

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫумӑрӗ ҫакна ҫеҫ кӗтнӗ-и, тен, ӑна пур енчен те ислетме тытӑнчӗ, куҫ уҫма та памарӗ, сӑхман ҫухавинчен кӗрсе ҫурӑмӗ тӑрӑх юхрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӗҫҫине ҫурӑмӗ хыҫне пытарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Ҫакна курса тарлама тытӑннӑ ҫурӑмӗ сӑрлатса шӑнса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

Ҫурӑмӗ хыҫӗнче — пӑшал, аллинче тапӑ тата михӗ:

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Пирӗн умра каллех кашкӑр, ҫурӑмӗ ҫинче — хӑлхаран ҫыртнӑ самаях пысӑк путек.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Вӗсен кӑкӑрӗ умӗнче е ҫурӑмӗ хыҫӗнче — кантрапа ҫакнӑ йывӑҫ «автомат» е «винтовка».

Куҫарса пулӑш

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Тӗрӗллӗ кӗпине ҫурӑмӗ ҫине уртса ячӗ, ҫенӗкелле туртӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Лаши вара пушшех путса аннӑ, ҫурӑмӗ ҫеҫ курӑнать темелле.

Куҫарса пулӑш

20 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Витсе хума вӑйӗ ҫитмерӗ ӗнтӗ унӑн, пуҫӗ шанса кайрӗ, ҫурӑмӗ авӑнчӗ, ӑна хулӗнчен кинӗсем пырса тытрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Аллисене ҫурӑмӗ хыҫне тытса коридорпа пынӑ вӑхӑтра Ваҫиле илтрӗ колхоз председательне — Подоприхина аса илтерекен хӑйӑлти сасса.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кутамккине ҫурӑмӗ ҫинчен хывса уҫрӗ те кашкӑрсен еннелле пӗтӗм вӑйран сухари печӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Самантран вӗсемпе танлашрӗ те, сасартӑк ун ҫурӑмӗ ҫинче ҫунатсем сарӑлма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Чи хӑрушши вара — тухатмӑш карчӑк ӑмӑрткайӑк пулса лашапа ураран ӳкериччен ярӑнса ҫӳренине калаҫҫӗ, чӗлхесӗр янаварсен ҫурӑмӗ ҫине ларса, сарлака ҫуначӗсене сарса пӑрахса, чӑнкӑр-чӑнкӑр сасӑ кӑларса, кӑпӑка ӳкериччен, сывлайми пуличчен хӑвалать тет лашасене.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех