Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫурӑ сăмах пирĕн базăра пур.
ҫурӑ (тĕпĕ: ҫурӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ӗҫсене пурнӑҫлама хыснара миллиард ҫурӑ ытларах тенкӗ хывса хӑварнӑ.

Куҫарса пулӑш

Шкулсем ҫӗкленеҫҫӗ, тӗпрен юсанаҫҫӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60697

…Ҫур ҫулталӑк хушши — вӗренекен шутӗнче, тата ҫур ҫулталӑк — пиллӗкмӗш разрядлӑ токарь, тепӗр ҫулталӑкран — улттӑмӗш разряд, кӑткӑс детальсем тӑвассипе ӗҫлени, юлашки ҫул — иккӗ, иккӗ ҫурӑ, виҫӗ норма тултарма пуҫлани — акӑ ҫакӑн пек пулчӗ унӑн ҫулӗ.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Вӑл кӑвак пурҫӑн кӗпе ҫинчен иртнӗ эрнере кӑна пин ҫурӑ парса туяннӑ ҫӗнӗ ҫӳхе пиншакне тӑхӑнчӗ, сарӑ туфлийӗсене бархатпа шӑлса ҫутатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Ик сехет ҫурӑ хушшинче вӑрмантан тухмалла ӗнтӗ, эпир пур, темле шурлӑхсем тӑрӑх сылтӑмалла пӑрӑнмалла пуль тесе ҫӳретпӗр…

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Ҫул ҫинчен пӑрӑнса кӗнӗренпе икӗ сехет ҫурӑ иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Кашни ир, стена ҫинчи куккуклӑ кивӗ сехет саккӑр ҫурӑ ҫитнипе пӗлтерсе авӑтсан, эпир, иксӗмӗр те, хутпа чӗркенӗ кӑнтӑрлахи апат йӑтса, ӗҫе тухса каяттӑмӑр, пӳрте питӗрсе хӑвараттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Анчах ҫав хисеплӗ куна палӑртнӑранпа уйӑх ҫурӑ иртрӗ кӑна, профессор йывӑр чирпе чирлесе ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

«Сивӗсем пуҫланчӗҫ, юр ҫуман, ӑна тума ӗлкӗреймерӗмӗр, 2 метр ҫурӑ эпир ӑна ӗлкӗреймерӗмӗр шӑнса кайнипе».

Куҫарса пулӑш

Ӳкнӗ шыв пашнине кам йӗркене кӗртӗ? // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60970

Управӑша ҫулталӑкне пӗр пин ҫурӑ ҫын килсе курать.

Куҫарса пулӑш

Кӑнна Кушкинче - митинг // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60942

Плотина Урпаш ҫинче ларакан ӑвӑслӑх ялӗнчен анатарах пулӗ: сахалтан та ҫухрӑм ҫурӑ таран тавра утмалла.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑрман хыҫӗнчи хиртен тӑван яла икӗ ҫухрӑм ҫурӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫулталӑк ҫурӑ каялла вара упӑшкипе арӑмӗ иккӗшӗ те пӗр харӑсах сарӑмсӑр вилчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Виҫҫӗ ҫурӑ, — терӗ лешӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Унта вӑл пилӗк ҫул ҫурӑ ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Аялтисене систертӗм — сехет ҫурӑ хушши вӗсен унта погрузчик чӑхӑмлать.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Лариса Куславккари бухгалтерсен шкулне вӗренме кӗнӗ-мӗн, ӑна унтан: «Кӑҫал вӗренӳ занятийӗсем пирӗн патра октябрӗн 1-мӗшӗнче мар, ноябрӗн 1-мӗшӗнче пуҫланаҫҫӗ», — тесе пӗлтернӗ те, вӑл инҫе ҫула пуҫтарӑннӑ: уйӑх ҫурӑ пек ӗҫлесен те алла пӑртак укҫа лекет-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Ку юланутҫӑ аллинче метр ҫурӑ тӑршшӗ хурӑн хупписенчен ҫавӑрса тунӑ труба пекех.

Куҫарса пулӑш

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӗнтӗ хӗл те иртрӗ, ҫурӑ та ҫитрӗ, Ҫу уйӑхӗ те килчӗ ҫуттӑн ялкӑшса, Ешӗл курӑк ҫӗре илем йӑлт кӳртрӗ, Тӗнче савӑнӑҫпа тулчӗ янкӑшса.

Куҫарса пулӑш

XII. Элек // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Шыв ял витӗр виҫӗ ҫухрӑм ҫурӑ тӑршшӗ юхса иртет.

Куҫарса пулӑш

Ҫул сарнӑ ӑстасене чыс та мухтав! // Галина ТАЛЛЯ. http://kanashen.ru/2023/03/24/c%d1%83%d0 ... %b0%d0%b2/

«Тата ҫулталӑк ҫурӑ ҫеҫ-ха та, вӑтӑр саккӑрта пенсие тухӑн»,— терӗм те ман ҫине ҫиллӗн пӑхрӗ: «Ҫар операцийӗ вӗҫленмесен килте ларатӑп тесе шухӑшлатӑн-им?

Куҫарса пулӑш

«Хӗрес ҫакмасӑр ҫӳреместӗп» // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... cyremestp/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех