Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫурҫӗртен (тĕпĕ: ҫурҫӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Утрав территорийӗ ҫурҫӗртен кӑнтӑралла — 903,5 ҫх тӑсӑлать.

Протяжённость территории острова с севера на юг — 903,5 км.

Хонсю // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A5%D0%BE%D ... 1%81%D1%8E

Ҫурҫӗртен кӑнтӑралла штат урлӑ Токантинс юханшыв юхса иртет.

С севера на юг штат пересекает река Токантинс.

Токантинс // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A2%D0%BE%D ... 0%BD%D1%81

1642 ҫулта Кье Бумсӑн тӑхӑмне, Пунцог Намгьяла, Юксома ҫурҫӗртен, анӑҫран тата тухӑҫран килнӗ виҫӗ аслӑ лама Юксомра (Юксумра) Сиккимӑн пӗрремӗш патши тесе пӗлтернӗ, ҫакна вӗсем пӗр-пӗринпе калаҫса татӑлмасӑр тунӑ.

В 1642 году потомок Кье Бумса, Пунцог Намгьял, был в Юксоме (Юксуме) провозглашён первым королём Сиккима тремя великими ламами, независимо друг от друга пришедшими в Юксом с севера, запада и востока.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Тиста, час-часах ӑна «Сикким артерийӗ» теҫҫӗ, пӗтӗм штат урлӑ ҫурҫӗртен кӑнтӑралла юхса иртет.

Тиста, которую часто называют «артерией Сиккима», пересекает весь штат с севера на юг.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Сикким ҫурҫӗртен кӑнтӑралла 114 ҫухрӑма тӑсӑлать, анӑҫран тухӑҫалла — 64 ҫухрӑма.

Сикким вытянут с севера на юг на 114 км, а с запада на восток простирается на 64 км.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Ҫурҫӗртен кӑнтӑралла A1, А3, А43, А45, А59 ҫулсем пур.

С севера на юг пролегают A1, А 3, А 43, А 45, А 59.

Рур облаҫӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A0%D1%83%D ... 2%AB%D3%97

640-мӗш ҫулсенче ҫурҫӗртен, Египетран, арапсем хӑйсен витӗмне кӳме пуҫланӑ.

В 640-х годах с севера, из Египта, начало проникать арабское влияние.

Нуби // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B1%D0%B8

Ҫурҫӗртен пуҫласа кӑнтӑра, тухӑҫран пуҫласа анӑҫа ҫитичченех ҫӗр питне симӗс тумпа илемлетсе, ҫут тӗнчене сиплӗх кӳрсе этемлӗхе савӑнтарса кашлать вӑрман…

Куҫарса пулӑш

41 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫапла ӗнтӗ, ССР Союзӗн климачӗ ҫурҫӗртен кӑнтӑралла улшӑнса пынӑ май, тӑпра та, ӳсентӑрансемпе чӗрчун тӗнчи те улшӑнса пырать.

Таким образом, вместе с изменением с севера на юг климата СССР изменяются почва, растительный и животный мир.

Ҫутҫанталӑк зонисем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Крымӑн кӑнтӑрти хӗррине ҫурҫӗртен вӗрекен енне ҫилсенчен Крым тӑвӗсем хӳтӗлесе тӑраҫҫӗ.

Южный берег Крыма защищен от холодных северных ветров Крымскими горами.

Ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫав айлӑм тӳремлӗхӗн варри тӗлӗпе, ҫурҫӗртен кӑнтӑралла Средне-Русски тӳпем тӑсӑлса выртать.

Посредине, с севера на юг, проходит Средне-Русская возвышенность.

Хутӑш вӑрмансен зонинчи ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Канал тӑрӑх ҫурҫӗртен пирӗн Совет Союзӗнчи тӗрлӗ вырӑнсене ак ҫак япаласем каяҫҫӗ: вӑрман, пулӑ, ҫӗре ҫӗнетмелли удобренисем, строительство материалӗсем, ҫурҫӗрелле — тырӑ, нефть, тӑвар, пурӑнӑҫра тыткалама кирлӗ тӗрлӗ таварсем каяҫҫӗ.

По каналу идут с севера в различные места нашего Союза: лес, рыба, удобрительные вещества, строительные материалы, а на север: хлеб, нефть, соль, различные товары широкого потребления.

Сталин ячӗпе тӑракан Шурӑ тинӗс — Балтика каналӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Тундра ҫӗршывне ҫурҫӗртен сивӗ тинӗссем хупӑрласа тӑраҫҫӗ, вӑл тинӗссенче суллахи вӑхӑтра та пӑрсем юхса ҫӳреҫҫӗ.

Берега тундры омываются холодными морями, по которым и в летнюю пору плавают льды.

Тундрӑри ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫапла ҫурҫӗртен кӑнтӑралла кайнӑҫем ССР Союзӗн климачӗ улшӑнса пырать.

Так с севера на юг меняется климат СССР.

II. ССР Союзӗн ҫутҫанталӑкӗпе халӑх пурӑнӑҫӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

ССР Союзӗ ҫурҫӗртен кӑнтӑралла пит анлӑн сарӑлса выртнӑ пирки унта темӗн тӗрлӗ ҫутҫанталӑк та пур.

Так как СССР имеет большое протяжение с севера на юг, то природа его очень разнообразна.

II. ССР Союзӗн ҫутҫанталӑкӗпе халӑх пурӑнӑҫӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

ССР Союзӗ ҫурҫӗртен кӑнтӑралла 4 1/2 пин километр хушши сарӑлса выртать.

На 4 1/2 тысячи километров протянулся СССР с севера на юг.

II. ССР Союзӗн ҫутҫанталӑкӗпе халӑх пурӑнӑҫӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫурҫӗртен кӑнтӑралла шутласан, ССР Союзӗ 4 1/2 пин километр сарӑлса выртать.

С севера на юг СССР простирается на 4 1/2 тысячи километров.

I. ССР Союзӗн ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи вырӑнӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Полушарисен картти ҫинче те ҫурҫӗртен кӑнтӑралла, хӗвеланӑҫӗнчен хӗвелтухӑҫнелле линисем тунӑ.

На карте полушарий, как и на глобусе, проведены линии с севера на юг и с запада на восток.

Ҫӗр чӑмӑрӗн картти // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫав линисем пур ҫӗрте те кӑнтӑртан ҫурҫӗр енне, ҫурҫӗртен кӑнтӑр енне кӑтартса тӑраҫҫӗ.

Эти линии везде показывают направления с севера на юг или с юга на север.

Глобус ҫинче енсене епле пӗлмелле // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ҫурҫӗртен авӑкран авӑка вӗрекен вичкӗн ҫил тӑкӑрлӑкри Вӗренесем ҫулҫисене татса пӗтернӗпе пӗрех.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех