Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫурҫӗререх (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Миангран ҫурҫӗререх вара ҫулсем пач ҫук.

Севернее Мианга вовсе нет дорог.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Манганран ҫурҫӗререх хытӑ ҫулсем ҫук.

Дорожная сеть с твёрдым покрытием севернее Мангана отсутствует.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Нуби (арап. النوبة, Эн-Нуба) — Нил айлӑмӗнче, пӗрремӗшпе улттӑмӗш шарлаксем хушшинче, урӑхла каласан, Судан тӗп хули шутланакан Хартумран ҫурҫӗререх, Египетри Асуанран кӑнтӑрарах вырнаҫнӑ историллӗ область.

Нубия (араб. النوبة, Эн-Нуба) — историческая область в долине Нила, между первым и шестым порогами, то есть севернее суданской столицы Хартума и южнее Асуана в Египте.

Нуби // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B1%D0%B8

Кубер-Педирен ҫурҫӗререх тепӗр опал вырӑнне тупнӑ текен сас-хура ҫӳрет.

Говорят, что севернее Кубер-Педи обнаружили очередное месторождение опалов.

Кубер-Педи — ҫӗр айӗнчи хула // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6392.html

Утлӑ ҫарӑн пӗр пысӑк отрячӗ ҫурҫӗререх Украина ҫӗрӗнчи хурал посчӗсене тустарса ҫӳрерӗ.

Куҫарса пулӑш

12. Чурук-су айлӑмӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Первомайскран кӑнтӑрарах, Вознесенскран ҫурҫӗререх, Южный Буг юхан шывӗн хӗвел анӑҫ ҫыранӗнче вырнаҫрӑмӑр».

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫне Тӑван ҫӗршыва халалланӑ // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/02/25/%d0%bf%d1% ... b0%d0%bda/

Ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче Уиджиджирен тухрӑм, Угухха еннелле, Угуххаран — ҫула май, суту-илӳ караванӗсемпе пӗрле, — Уруа ҫӗр-шывне ҫул тытрӑм; Луалабӑна ҫурҫӗр еннелле кӑнтӑр широтин 4° таран тӗпчерӗм; ҫул ҫинче пӗлтӗм: ҫурҫӗререх тепӗр кӳлӗ пур; Луалаба унта юхса кӗрет-мӗн, анчах унта каяймарӑм.

В конце июня я оставил Уиджиджи и направился в сторону Угухха, из Угухха с торговыми попутными караванами — в страну Уруа; исследовал в северном направлении Луалабу до 4° южной широты; по дороге я узнал, что севернее лежит еще озеро, в которое впадает Луалаба, но пришлось отказаться идти туда.

XV. Ливингстон // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Паян эпӗ Дейтон фермине ҫаратса аркатма каясшӑнччӗ, вӑл ҫурҫӗререх; манӑн, эппин, тӗллевӗме улӑштармалла — ку уҫӑмлӑ: ахӑртнех, вилӗм мана Дейтон патӗнче сыхласа тӑрать.

Сегодня я хотел направиться громить ферму Дейтона, что к северу, ясно, что мне следует изменить планы: по-видимому, смерть караулит меня у Дейтона.

V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 350–355 с.

Вӑрмантан ҫурҫӗререх ял ҫыннисем ӗмӗрлӗх канлӗх тупакан вырӑн — ҫӑва-масар.

К северу от леса находится место, где сельские жители находят вечный покой — кладбище.

Илтни, хам пӗлни... // Ӑсан Уҫӑпӗ. Алексеев, О. А. Савнӑ енӗм, тӑван ялӑм — Санькасси. — Кӳкеҫ: издательство ҫурчӗ, 1999. — 26 с.

Анчах та Эмиль ашшӗ каланӑ тӑрӑх, шуйттанпа ҫыхӑннӑ мӗнпур кӗлӗсене Альфред пӳрнине кастарнӑ хыҫҫӑнах каланӑ иккен, енчен те ҫурҫӗрте, ҫуртран ҫурҫӗререх вырӑнта мӗн те пулин касса чикмелле пулсан Крюсе-Майя ҫак ӗҫпе хӑй аппалантӑр.

Но папа Эмиля сказал, что все заклинания насчёт чёрта произнёс сам Альфред ещё тогда, когда поранил себе палец, и что если надо что-то закапывать в полночь к северу от дома, то пусть Крёсе-Майя сама этим и займётся.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ун шучӗпе, Альфреда халӗ пӗр меслет кӑна пулӑшма пултарать, унӑн ҫӳҫ пайӑркине касса илмелле, кӗпинчен пӗр татӑк пусма касса илмелле, вӗсене шӑп ҫурҫӗрте, ҫуртран ҫурҫӗререх вырӑнта, кӗлӗ вуласа ҫӗр айне чиксе хумалла.

Она считала, что помочь Альфреду можно только одним способом: состричь клок его волос, оторвать лоскуток от его рубашки и закопать всё это ровно в полночь к северу от дома, читая при этом заклинание.

Шӑматкун, декабрӗн 18-мӗшӗнче Эмиль пӗтӗм Ленниберга ялне тӗлӗнтерчӗ, ҫакӑншӑн унӑн мӗнпур ҫылӑхӗсене каҫарчӗҫ. Тӗрӗсрех каласан, вӗсем ҫинчен манса кайрӗҫ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ҫавӑнтан каҫнӑ пек кӑтартса Наполеон ӑшӑх вырӑн тупнӑ та, Борисовӑран ҫурҫӗререх, Студянка патӗнче каҫма пуҫланӑ.

Наполеон, сделав вид, что переправляется там, нашел брод и стал переправляться севернее Борисова, у Студянки.

VII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ пайне, Техас чикки Франципе АПШ Луизиана туянӑвне кӗртнӗ лаптӑкӑн чиккинчен ҫурҫӗререх иртет тесе, Испани ӑна хӑйӗн тесе шутланӑ.

На юго-западную часть её претендовала Испания, считавшая, что граница Техаса проходит севернее, нежели Франция и США включили в территорию Луизианской покупки.

Льюиспа Кларк экспедицийӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9B%D1% ... 0%B9%C4%95

Марыся панна каҫ пулас умӗн хуларан ҫурҫӗререх, ҫичӗ ҫухрӑмра ларакан Кросненко ятлӑ яла врача чӗнме кайнӑ пулнӑ.

И вот панна Марыся под вечер пошла в деревню Кросненку — это тут недалеко, километров семь севернее города, уже в горах, — пошла за врачом.

Пан Тюхинпа пан Телеев // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 230–248 с.

Тӑватӑ ҫул иртсен, Ливингстон бечуансен облаҫӗнчи Колобенга куҫса кайнӑ, вӑл Куруманран икҫӗр ҫирӗм пилӗк миля ҫурҫӗререх.

Через четыре года Ливингстон переселился в Колобенг, в области бечуанов, в двухстах двадцати пяти милях к северу от Курумана.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Карап кӑшт кӑнтӑрарах е кӑшт ҫурҫӗререх арканнӑ пулсан, вӗсем хула е ял, е плантаци тӗлне тухнӑ пулӗччӗҫ, вара Уэлдон миссиспа ун юлташӗсем тахҫанах хӑрушсӑрлӑхраччӗ.

Чуть южнее или чуть севернее им давно попался бы город, деревушка или плантация, и миссис Уэлдон и ее спутники давно уже были бы в безопасности.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

— Гаррис мистер сӗнӗвне эпӗ тав тусах йышӑнма хатӗр, анчах ҫапах та хамӑр ҫак вырӑнтан темиҫе градус ҫурҫӗререх е кӑнтӑрарах марришӗн кулянатӑп.

 — Я готов с благодарностью принять предложение мистера Гарриса, но все же сожалею, что мы не находимся несколькими градусами севернее или южнее.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Шутланӑ чухне астрономилле сӑнав ирттерменнипе эпӗ йӑнӑшма пултарнӑ, ҫавӑнпа эпир халь хамӑр шутланинчен ҫурҫӗререх е кӑнтӑрарах пулӗ.

Я мог ошибиться в счислении — ведь я не делал астрономических наблюдений, и не исключено, что мы находимся севернее или южнее, чем думаем.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

«Пилигрим» ҫӗмӗрӗлни ҫинчен ҫыран хӗрринчи ҫурҫӗререх е кӑнтӑрарах юнашарта пурӑнакан халӑхсен йӑхӗсем илтрӗҫ те пулӗ ӗнтӗ.

Весть о крушении «Пилигрима», возможно, уже облетела соседние туземные племена, которые могли бывать на побережье севернее или южнее.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

«Пилигрим» хӑй пыракан ҫултан вунпилӗк градус ҫурҫӗререх пӑрӑннӑ, — ку ӗнтӗ, паллах, тинӗсре кӗрлекен тӑвӑл ӑна ялан ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫнелле хӑваланӑ пирки пулчӗ.

Значит, «Пилигрим» оказался на пятнадцать градусов севернее, чем должен был бы находиться, — конечно, из-за бури, которая гнала корабль на северо-запад.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех