Шырав
Шырав ĕçĕ:
19. Вӑл мана хапха айккинчи ҫулпа священниксен ҫурҫӗрелле пӑхакан таса пӳлӗмӗсем патне илсе тухрӗ, акӑ ҫакӑнта, анӑҫ енче, хӗрринче, пӗр вырӑн.
Иез 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вӑл мана каларӗ: уҫӑ лаптӑк умӗнчи пӳлӗмсем, ҫурҫӗрелле тата кӑнтӑралла пӑхакан пӳлӗмсем, сӑваплӑ пӳлӗмсем пулаҫҫӗ, унта Ҫӳлхуҫа патне ҫывӑхаракан священниксем тасаран та таса парне ҫиеҫҫӗ; вӗсем ҫакӑнта тасаран та таса парне, тырӑ-пулӑ парса кӳрекен парне, ҫылӑхшӑн кӳрекен парне тата усал ӗҫшӗн кӳрекен парне тытаҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн ку — сӑваплӑ вырӑн.
Иез 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Пӳлӗмӗсем умӗнче — кӗмелли-тухмалли вырӑн: вӑл вунӑ чике сарлакӑш, шалалла пӗр чике чухлӗ кӗрет; пӳлӗмсен алӑкӗсем ҫурҫӗрелле пӑхаҫҫӗ.4. А перед комнатами ход в десять локтей ширины, а внутрь в один локоть; двери их лицом к северу.
Иез 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Вӑл мана каларӗ: ҫак пӳлӗм, кӑнтӑралла пӑхаканни, Турӑ Ҫуртне ҫывӑрмасӑр хураллакан священниксем валли; 46. ҫурҫӗрелле пӑхакан пӳлӗмӗ — парне сӗтелне ҫывӑрмасӑр хураллакан священниксем валли: кусем — Садок ывӑлӗсем, Левий ывӑлӗсенчен пӗр вӗсем ҫеҫ Ҫӳлхуҫана ӗҫлесе тӑма Ун патне ҫывӑхараҫҫӗ, терӗ.
Иез 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Шалти картишӗн хапхисем тулаш картишӗн ҫурҫӗрелле тата тухӑҫалла тухакан хапхисемпе тӗлме-тӗл; вӑл хапхапа хапха хушшине виҫрӗ те, ҫӗр чике пулчӗ.
Иез 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ вара пуҫӑма ҫӗклесе ҫурҫӗрелле пӑхрӑм та, акӑ парне вырӑнӗн хапхи умӗнче ҫурҫӗр енче — леш тарӑхтармӑш йӗрӗх, кӗмелли вырӑнтах лараканскер.
Иез 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Каларӗ мана: этем ывӑлӗ! пуҫна ҫӗклесе ҫурҫӗрелле пӑх-ха, терӗ.5. И сказал мне: сын человеческий! подними глаза твои к северу.
Иез 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Тинӗс вуникӗ вӑкӑр кӗлетки ҫинче тытӑнса тӑнӑ: виҫҫӗшӗ ҫурҫӗрелле пӑхнӑ, виҫҫӗшӗ анӑҫалла пӑхнӑ, виҫҫӗшӗ кӑнтӑралла пӑхнӑ, виҫҫӗшӗ тухӑҫалла пӑхнӑ, вӗсем ҫинче ҫӳлте — тинӗс; вӑкӑрсен хыҫӗ шалалла, тинӗс варринелле, пулнӑ.
2 Ҫулс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Тинӗс вуникӗ вӑкӑр кӗлетки ҫинче тытӑнса тӑнӑ: виҫҫӗшӗ ҫурҫӗрелле пӑхнӑ, виҫҫӗшӗ анӑҫалла пӑхнӑ, виҫҫӗшӗ кӑнтӑралла пӑхнӑ, виҫҫӗшӗ тухӑҫалла пӑхнӑ; тинӗс вӗсем ҫинче выртнӑ, вӑкӑрсен хыҫӗ шалалла, тинӗс варринелле, пулнӑ.
3 Пат 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Кӑнтӑр чикки Кириаф-Иарим патӗнчен пуҫланать, кӑнтӑр енӗпе тинӗс еннелле пырса Нефтоах ҫӑлӗ патне ҫитет; 16. унтан чикӗ ту енне — Енном ывӑлӗн айлӑмӗпе юнашар, рефаимсен айлӑмӗнчен ҫурҫӗр енче ларакан ту енне — анать, вара Енном айлӑмӗпелен Иевусӑн кӑнтӑр енне анса Ен-Рогел патнелле каять; 17. вара ҫурҫӗр еннелле пӑрӑнать те Ен-Шемеш патнелле пырать, унтан Адуммим сӑртне хирӗҫех вырӑнаҫнӑ Гелилоф патне ҫитет, ҫакӑнтан вара Боганӑн — Рувим ывӑлӗн — чулӗ патне анать; 18. унтан тӳремлӗх ҫывӑхӗпе ҫурҫӗрелле иртсе тӳремлӗхе анать; 19. кунтан чикӗ Беф-Хогла ҫумӗпе ҫурҫӗрелле кайса Тӑварлӑ тинӗсӗн ҫурҫӗр енчи авӑрне, Иорданӑн кӑнтӑр енчи вӗҫне, ҫитсе тухать.
Нав 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Манассия ҫӗрӗн чикки юхӑм шывран ҫурҫӗрелле кайса тинӗс хӗррине пырса тухать.Предел Манассии - на северной стороне потока и оканчивается морем.
Нав 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Тухӑҫ енчи чикӗ [тӑршшӗпех] Тӑварлӑ тинӗс хӗррипе пырса Иордан вӑррине ҫитиччен тӑсӑлать; ҫурҫӗр енчи чикӗ вара тинӗс авринчен, Иордан вӑрринчен пуҫланать; 6. ҫакӑнтан чикӗ Беф-Хогла патнелле улӑхать, ҫурҫӗр енчен Беф-Арава патнелле кайса тӑвалла Рувим ывӑлӗн Боганӑн чулӗ тӗлне ҫитичченех пырать; 7. унтан Ахор айлӑмӗнчен пуҫласа Давир патнелле улӑхса каять, ҫурҫӗр енче Галгал еннелле — юхӑм шывӑн кӑнтӑр енче вырӑнаҫнӑ Адуммим тӳпемӗ тӗлне — пӑрӑнать; унтан чикӗ Ен-Шемеш шывӗнчен иртсе Ен-Рогел патне ҫитет; 8. унтан чикӗ, Иевус теекен Иерусалимӑн кӑнтӑр енӗпе иртсе кайса, Енном ывӑлӗн айлӑмне улӑхать, вара сӑрт тӳпине — Енном айлӑмӗнчен анӑҫалла, Рефаим айлӑмӗ хӗрринчен ҫурҫӗрелле вырӑнаҫнӑ сӑрт тӳпине — хӑпарать; 9. сӑрт тӳпинчен чикӗ Нефтоах ҫӑлкуҫӗ патнелле пӑрӑнать, Ефрон тӑвӗ ҫинчи хуласем патне ҫитсе Ваал еннелле пӑрӑнать, вӑл ӗнтӗ Кириаф-Иарим хули пулать те; 10. вара чикӗ Ваал патӗнчен тинӗс патнелле пӑрӑнать [те] Сеир тӑвӗ енне [каять], Кесалон теекен Иеарим тӑвӗн ҫурҫӗр енӗпе иртсе Вефсамис патнелле анать, Фимна витӗр тухать; 11. унтан чикӗ Екронӑн ҫурҫӗр енӗпе кайса Шикарон патнелле пӑрӑнать, Ваал [ҫӗрӗнчи] ту урлӑ каҫса Иавнеила ҫитет, вара чикӗ вӗҫӗ тинӗс хӗррине пырса тухать.
Нав 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫа мана ҫапла тесе каларӗ: 3. ҫак ту тавра ҫӳресе ҫитӗ сире, ҫурҫӗрелле ҫаврӑнӑр; 4. халӑха хуш, кала: эсир хӑвӑр тӑванӑрсен, Сеир ҫинче пурӑнакан Исав ывӑлӗсен, ҫӗрӗсем урлӑ иртӗр, вӗсем сирӗнтен хӑраса ӳкӗҫ; 5. анчах вӗсемпе вӑрҫӑ пуҫарасран сыхланӑр, Эпӗ сире вӗсен ҫӗрне ура лаппи пусмалӑх та памастӑп, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ Сеир тӑвне Исав аллине панӑ; 6. апат-ҫимӗҫе вӗсенчен кӗмӗлле туянса ҫийӗр, шывне те вӗсенчен кӗмӗлле туянса ӗҫӗр; 7. мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, эсӗ тӑвакан пур ӗҫе те пилленӗ, эсӗ ҫак аслӑ [та хӑрушӑ] пушхирте ҫӳренӗ чухне сан хутна кӗрсе тӑнӑ; акӑ ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, хӗрӗх ҫул санпала пӗрле; эсӗ ҫитменлӗх мӗнне пӗлмерӗн, терӗ.
Аст 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иордан шывӗ хӗрринчи Моав тӳремлӗхӗнче, Иерихон тӗлӗнче, Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. Израиль ывӑлӗсене ҫапла хуш: вӗсем хӑйсен еткер ҫӗрӗнчен левитсене пурӑнма хуласем уйӑрса паччӑр, левитсене хуласем таврашӗнчи уй-хирсене те парӑр: 3. хулисем вӗсене пурӑнма пулччӑр, уйӗ-хирӗсем вӗсене выльӑх-чӗрлӗх ҫӳретме, хуҫалӑх тытма, хуҫалӑхра мӗн кирлине тивӗҫтерсе тӑма пулччӑр; 4. хула таврашӗнчи хирсем — левитсене памалли хирсем — хула хӳми патӗнчен пуҫланса пур еннелле те [икӗ] пин чике сарлакӑш сарӑлса выртмалла; 5. хула хӗрринчен тухӑҫалла икӗ пин чике виҫсе парӑр, кӑнтӑралла та икӗ пин чике, анӑҫалла та икӗ пин чике, ҫурҫӗрелле те икӗ пин чике виҫсе парӑр, хули вара варринче пулӗ: хула ҫумӗнчи уйӗ-хирӗсем вӗсен ҫакӑн пек пулмалла.
Йыш 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.