Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуртӑн (тĕпĕ: ҫурт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
- Паянхи кун ҫуртӑн мӗнпур хутӗнче те колоннӑсене тата монолит бетон конструкцисене ҫирӗплетессипе, ҫуртӑн 15 хутлӑ пайне тӑрӑ витессипе ҫыхӑннӑ ӗҫсем пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Андрей Назаров студентсен кампусне тӑвассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене тӗрӗсленӗ // Ирида Матниязова. https://ursassi.ru/news/novosti/2023-08- ... ar-3391031

Вӗренӳ йӗркипе пушар ҫуртӑн пӗрремӗш хутӗнче, ларусем ирттермелли залра тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Пушарта» виҫӗ ҫынна ҫӑлнӑ, пӗрне чӳречерен пусмапа антарнӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/07/28/%d0%bf%d1% ... bd-%d0%bf/

Вӑрахчен хускалмасӑр пӑхса тӑчӗ вӑл ҫул тепӗр енче ларакан ҫуртӑн тӗксӗм кантӑкӗсене.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ҫавӑн чухлех алӑк-чӳрече пулнӑ-ши «ҫухалнӑ» ҫуртӑн?

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Эпир Анатолий Семеновичсен картишӗнче, вӑрӑм ҫуртӑн пӗр вӗҫӗнчен тепӗр вӗҫне ҫитиччен каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳретпӗр.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Квартал вӗҫӗнче е ҫулталӑк пӗтнӗ чух комисси вӑл ҫуртӑн пӗр кӗтесси катӑк пулсан та йышӑнма хатӗр.

Куҫарса пулӑш

XXV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Тата леререх, котлованӑн леш пуҫӗнче, пулас ҫуртӑн пӗр пайӗ — икӗ хутлӑ каркас ҫӗкленнӗ.

Куҫарса пулӑш

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ишек авалхи чиркӗвне ҫӳрекенсем чей ӗҫме кӗрсе ҫӳрени, ҫуртӑн иккӗмӗш хутӗнче инҫетрен килекенсем ҫӗр каҫма юлни ҫинчен ҫырнисем пур та - икҫӗр ҫултан сахалах мар тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ладога кӳлли урлӑ хывнӑ Пурнӑҫ ҫулӗ вӗсене Ишеке илсе ҫитернӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 14 с.

Аслӑ класра вӗренекенӗн ашшӗ-амӑшӗ е аслӑ пӗлӳ паракан ҫуртӑн ӗҫченӗ.

Куҫарса пулӑш

Ярмӑркка пӗр тӗвве пухӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60699

Паллах, медицина пулӑшӑвӗ паракан ҫуртӑн сӑн-сӑпачӗ тултан та, шалтан та лайӑх енне улшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Кун йӗркинче — пӗлтерӗшлӗ ыйтусем // Любовь ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%ba%d1%8 ... %b5%d0%bc/

Ҫуртӑн никӗсне те чултан тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Ҫуртӑн кӑшкарнӗ ӑшӑ тытакан тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Муркаш поликлиники хута кайрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60880

Пир-авӑр комбиначӗ ҫывӑхӗнчи йывӑҫлӑ тӳлек урама ҫитсен Альбинӑпа Илюш пилӗк хутлӑ ҫуртӑн виҫҫӗмӗш хутне хӑпарчӗҫ, хӑйсене кирлӗ хваттере шыраса тупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Кӑҫал Тӑвайри нумай хваттерлӗ тепӗр икӗ ҫуртӑн картиш территорийӗсене хӑтлӑх кӗртессипе ӗҫлӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле - ҫӗнӗ тӗллевсем патне // Ял ӗҫченӗ. https://yantik-press.ru/press/publicatio ... sem-patne/

Тимӗр Кӗркури пурӑнакан йывӑҫ ҫуртӑн вырӑн-вырӑн хӑва пусма тытӑннӑ килхушшине ҫитрӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Пассажирсен кӗтмелли залӗ ҫӳлте асӑннӑ ҫуртӑн пӗрремӗш хутӗнче вырнаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Ҫуртӑн тул енчи стенисем чӑнах та шурӑ-мӗн.

Наружные стены домика были действительно белые.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хӑм шыранӑ клуба шыраса тупрӑм та ҫуртӑн тимӗр ҫийӗ витӗрех фашистсен сӗтелӗсем ҫине «хӑяр» тӑкма тытӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Яланах тимлӗ те сыхӑ пулма хӑнӑхнӑскер, Ленин урамӗнчи нумай хваттерлӗ ҫуртӑн пӗр чӳречинчен тӗтӗм мӑкӑрланнине вӑл тӳрех асӑрханӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫунакан хваттертен кӑларнӑ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11393-cu ... ten-k-larn

Ӑна ыттисем те ярса илчӗҫ, юлашкинчен уй хӗрринчи ҫуртӑн ӑшӑ витинчи хӗрлӗ ҫӗлӗклӗ кайӑк та, ҫуначӗсене сехет чанне ҫапнӑ пек шартлаттарса, вӑхӑт ҫинчен пӗлтерчӗ: «Ҫ-у-рр-ҫӗррр ҫи-трр-е-ӗ».

Куҫарса пулӑш

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех