Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫурса (тĕпĕ: ҫур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хуралҫӑсем ҫав хута ҫурмалла ҫурса илчӗҫ те, стройкӑра асӑрхануллӑ пулмаллине аса илтерсе, ӑна малалла иртме ирӗк пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Тигр пек таткаласа ҫурса ывӑтма хатӗр вӑл ӑна.

Куҫарса пулӑш

Ыратман пуҫа — тимӗр тукмак // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 47–48 с.

Ҫав вӑхӑтрах, уйрӑмах ҫӗрле хӑйӗнчен килмен вӑйлӑ, кӑкӑра ҫурса чӗрине туртса кӑларма хатӗр хумсем кусса килме пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Йӑла тӑрӑх Ермолай чи малтан виҫӗ ҫулхи ҫӑкана касрӗ, унӑн пӗр енне вӗҫлетсе ҫӗре ҫапса лартрӗ, ҫӳл енне кӑштах ҫурса ҫав ҫурӑка укҫа хӗстерсе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чӗтрекен аллисемпе шкул тетрадӗнчен ҫурса илнӗ тӑваткаллӑ хута хӑйпӑтма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑрҫӑн пӗрремӗш хӗлӗ, халиччен пулман сивӗсемпе хӑратса, усал сивве чӑтайман хӑватлӑ юмансене шартлаттарса ҫурса, мӗн чухлӗ мекӗрленсен те юлашкинчен вӑйсӑрланчӗ, парӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫак кунсенче вӗсем икӗ ачана ҫурса пӑрахнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Часах хула ҫыннисем кунта персе ҫитӗҫ те сана ҫурса тӑкӗҫ, Пулӑ патшине парӗҫ…

Куҫарса пулӑш

Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.

Ҫав вӑхӑтрах шӑплӑха ҫурса тем шӑхӑрса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ту ҫинчи сукмака шыв пит ҫурса кайнӑ.

Горная тропа была сильно размыта.

Кавказ тӑвӗсем хушшинче // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫавӑн пек шывсем чулсӑртсем хушшипе ҫурса тухса пит тарӑн ту хушӑкӗсем тӑваҫҫӗ; ун пек тарӑн ту хушӑкӗсен айккисем пит чӑнкӑ пулаҫҫӗ.

Такие потоки прорывают в скалах глубокие ущелья с крутыми, отвесными склонами.

9. Тусем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Хура тӑпраллӑ ҫеҫенхир тӳремлӗхне тӗрле еннелле ҫырмасем ҫурса тухнӑ.

Черноземную степную равнину в разных направлениях пересекают овраги.

Хура тӑпраллӑ ҫеҫенхирти ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Европӑна тата Америкӑна ямалли йывӑҫа кунта виҫӗ завод ҫурса хатӗрлесе тӑрать.

Три лесозавода пилят здесь лес для вывоза в Европу и Америку.

Игарка — полярти порт // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Хутран-ситрен шыва ҫурса тинӗс ҫинче кит ҫурӑмӗ курӑнса кайнӑ.

Порой, рассекая воду, показывается на поверхности моря спина кита.

«Челюскин» похочӗ // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Ҫавӑнтах ӑна правур алӑсем ярса тытаҫҫӗ те ҫинче ҫӗҫӗпе хырӑмне ҫурса, ӑшчиккине тасатса кӑлараҫҫӗ.

Здесь ее подхватывают ловкие руки, взрезают острым ножом брюшную полость, вычищают внутренности.

Пулӑ промыслисем // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

Вӗсем пур еннелле те сарӑла-сарӑла каяҫҫӗ, уйсене ҫурса пӗтереҫҫӗ, ял ҫывӑхнех ҫитеҫҫӗ, урамсене ҫӗмӗреҫҫӗ, ҫулсене пӗтерсе лартаҫҫӗ, кил-ҫурт айне те алтса кӗреҫҫӗ.

Они ползут во все стороны, прорезают поля, подступают к селениям, размывают улицы, уничтожают дороги, подкапываются под дома.

Вар // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Гладышев вӗҫне ик еннелле ҫурса унта кашӑк хӗстерсе вырнаҫтарнӑ хулла тытса котелок ӑшӗнче пӑтратма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Завьялов хӑй ҫырнӑ йӗркесене тепӗр хут вулать, кулса илет, унтан хут листине ҫурса тӑкать те ҫӗнӗрен ҫырма тытӑнать:

Куҫарса пулӑш

13. Павликӑн вӗҫес килет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Унӑн ӑна ҫурса тӑкас, лутӑркаса пӑрахас, урӑх нихҫан та курмалла мар тӑвас килет.

Куҫарса пулӑш

9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Завьялов, блокнотран пӗр листине ҫурса илсе, телефон номерне ҫырчӗ те сӗтел ҫине хучӗ.

Куҫарса пулӑш

6. Шырама пуҫлама ыйтатӑп… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех