Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫурма (тĕпĕ: ҫур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ташланӑ май хашкакан пулчӗ, куҫӗ тӗттӗмленнӗ пек пулчӗ, ҫурма уҫӑ тутипе вӑл аран-аран: «Тавтапуҫ сире», — тесе пӑшӑлтатрӗ.

Она запыхалась, глаза ее помутились, полураскрытые губки едва могли прошептать необходимое: «Merci, monsieur».

Майӑн 22-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Юлашки ҫурма пурнӑҫне вӑл Мускавра ирттернӗ те канлӗхре ытла хулӑнланса кайнӑ.

Последнюю половину своей жизни она провела в Москве и тут на покое растолстела.

Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Яла ҫитсен, вӑл хӗрринчи ҫурма ишӗлсе аннӑ пӗчӗк пӳрт патне пычӗ, чӳречерен шаккарӗ…

Добежав до деревни, он остановился у полуразвалившейся избушки, первой с края, и постучал в окошко.

XVII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӗллери карас татӑласран йывӑр рамӑсене кӑларса илмелле, ҫурма туллисене кӑна хӑвармалла.

Куҫарса пулӑш

Тухaҫа ӳстерме // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх, 2015.07.23, 29(826)№

Минераллӑ удобренисемпе, гербицидсемпе, пестицидсемпе пӗр вӗҫӗм усӑ курнӑран тӑпра ҫурма вилӗ, вӑл чир-чӗре хирӗҫ те кӗрешеймест.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр пулӑхлӑхне ӳстересчӗ, выльӑхран тупӑш кӗртесчӗ // О. ПАВЛОВА. http://avangard-21.ru/gazeta/11447-r-pul ... h-k-rtesch

Ыйхӑланӑ тавра ҫурма ӑшшӑн кулать.

Куҫарса пулӑш

«Мӗнешкел ӑссӑрла Питӗрти ҫурҫӗрсем...» // Марина Карягина. Хум пӑшӑлтатӑвӗ. Шупашкар, 1995. — 102 с.

Эпир ҫурма тӑлӑха юлтӑмӑр…

Мы остались полусиротками...

Сахӑр катӑкӗ // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7332.html

Ҫурма тӑлӑха юлнӑ вӑрҫӑ ачин ачалӑхран питӗ ир хӑпма тивнӗ-тӗр…

Куҫарса пулӑш

«Хамӑра сӳрӗкленме памалла мар» // Геннадий Дегтярев. «Хыпар», 2009.03.28, 58-59№№, 14 стр.

Пуҫӑнтӑм тӑк ҫурма ҫулта чарӑнмастӑп, тӗллеве пурнӑҫлатӑпах, - тет А.Бадиров.

Куҫарса пулӑш

Пуҫна ан ус, Азиз! // Валентин ГРИГОРЬЕВ. http://gov.cap.ru/Publication.aspx?gov_i ... id=2567024

Больницӑн пурлӑхпа техника никӗсне лайӑхлатассишӗн тӑрӑшса, 2013 ҫулта инфекци корпусне, пищеблока, баклабораторие тӗпре юсанӑ, ача-пӑча корпусӗнчи шыв пыракан тата канализаци пӑрӑхӗсене ҫӗнетнӗ, фетальнӑй монитор, дентальнӑй рентген аппарачӗ, автоматизациленӗ аудиометр, ҫурма автомат анализатор туянса вырнаҫтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Валерий Фадеев: «Аталанмалли майсем, ӗҫчен ҫынсем пур, тӑрӑшмалла кӑна» // И.САЛАНДАЕВ. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=75&ty ... id=2709271

Куҫӗсем ҫурма уҫӑ пулнине курса, сывлӑшӗ тухманнине туйса алӑпа ҫамкине сӗртӗнтӗм.

Куҫарса пулӑш

Анне, аннеҫӗм, сана малашне те юратӑп... // Элиза ВАЛАНС. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

«Ҫак фестиваль, чӗрӗк, ҫурма финал... хыҫҫӑн каятӑп» тесех ҫулталӑк иртнӗ.

"Уйду после... этого фестиваля, четверти, полуфинала", так прошел год.

Шӳт пурнӑҫра пулӑшать // Хыпар. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Вӗренме пуҫланӑ ҫулхинех ҫурма финал вӑййисене хутшӑнтӑмӑр, пирӗн команда Чӑваш Енри КВН Пӗрремӗш лигин чемпионӗ пулса тӑчӗ, — каласа кӑтартать Иван.

В первый год обучения участвовали в полуфинальные игры, наша команда стала чемпионом Первой лиги КВН в Чувашии, - рассказывает Иван.

Шӳт пурнӑҫра пулӑшать // Хыпар. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Сухана ҫурма ункӑсем ҫине тураса тип ҫу ҫинче 5 минут ӑшаламалла, унтан томат пасти хушса тата 5 минут ӑшаламалла.

Накрошить репчатый лук полукольцами и обжарить в течении 5 минут на подсолнечном масле, положив томатную пасту, жарить еще 5 минут.

Верук тӗпелӗ // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Ҫак вӑхӑтра мӑкӑнь ҫеҫке ҫурма хатӗрленнине шута илсен ку уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Ту Магомед патне каять // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Хурӑн ҫӗлен ыттисенчен пуҫӗн икӗ енче ҫурма уйӑх формӑллӑ сарӑрах е хӗрлӗ-сарӑрах тӗслӗ пӑнчӑсем пуррипе уйрӑлса тӑрать.

У ужа, в отличии от других, желтые или оранжевые пятна, по форме полумесяца, по бокам головы.

Ҫӗлен сӑхасран асарханӑр! // Елена ЕГОРОВА. «Сывлӑх», 2016.06.29. 25№

Каҫхи шӑплӑхра ҫурма сасӑпа мӗн ҫинчен калаҫнине, мӗн ҫинчен ӗмӗтленнине никам та илтмерӗ, иккӗшӗ ҫеҫ пӗлчӗҫ, туйрӗҫ.

О чем шептались, о чем мечтали в ночной тиши никто не слышал, только двое знали, чувствовали.

Аманнӑ чӗресем // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

«Сувар» хаҫат та хӑйӗн «Шурӑмпуҫ» литература кӑларӑмне конкурса тӑратнӑччӗ, шел, ҫӗнтереймерӗ, ҫапах 180 номинант хушшинче ҫурма финала тухни те пӗчӗк мар ҫитӗнӳ.

Куҫарса пулӑш

Нурлат хаҫачӗн чи нумай вулакан // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

Ашшӗ пур ҫӗртех хӑйсене ҫурма тӑлӑх туякан ачасен куҫҫулӗ ҫинче телей курӗ-ши вӑл?

Будет ли он счастлив на слезах детей, чувствующих себя полусиротами, при живом отце?

Пӗччен хӗрарӑм патне упӑшкуна ан яр ӗҫлеме // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

«Крым ҫурма утравӗ тӑрӑх курса ҫӳренипе пӗрлех эпӗ каннӑ «Тинӗс» лагерьте тем тӗрлӗ кӑсӑклӑ, хаваслӑ мероприятисем иртрӗҫ, - аса илет Стас. - Эпир ташларӑмӑр, юрларӑмӑр, спорт мероприятийӗсене хутшӑнтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

«Артекра» пулса курни асран тухмӗ // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех