Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫурма (тĕпĕ: ҫур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапах та циркра шав ҫӗкленчӗ, тӗлӗре пуҫланӑ Ҫтаппан та куҫне уҫрӗ, арена ҫинче ҫурма ҫарамас арҫынсем тӑнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ахмет ҫурма ҫула ҫитсен, инкек сиксе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫурма ҫулта трактор тележки пӗр тарӑн мар ҫырмара тӳнчӗ те кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Кеша ахаль парасшӑн мар, ҫурма хакпа сутса каҫхине сӑра ӗҫсе киленесшӗн.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Атте каласа панӑ тӑрӑх, ҫулланнӑ арҫынсем те ҫурма тӑлӑх ачана ним мар ҫӗртех кӳрентерме пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Партизан // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 18–24 с.

Кӗске ҫанӑллӑ симӗс те хӗрлӗ тӗслӗ пысӑк чечеклӗ сатинран ҫӗленӗ кӗпе тӑхӑннӑ, пӗчӗк сумкине хулпуҫҫи ҫине ҫакнӑ, пысӑккине сылтӑм аллипе йӑтнӑ, вӑтам пӳллӗ, ҫаврака пит-куҫлӑ яштака хӗр пӗр хутлӑ, ҫурма хыр пӗренисенчен купаланӑ пилӗк стеналлӑ ҫурт патне ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Михаҫ, пӑр ҫинчи шыва пӑхмасӑр, машина айне шуса кӗрсе, вӑрӑм пӗренене, ҫурма каска вырӑнне усӑ кураканнине, меллӗн вырнаҫтарчӗ, тӑракансене тепӗр пуҫӗнчен пусма хушрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӑр ҫинче // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 116–118 с.

Малти автомашинӑран кӑкарнӑ трос ҫурма ҫырмара татӑлса каять.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Ҫурма вилӗ чӗрчунпа мӗн тумалла?

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Вӗҫелис баяниста ҫурма сасӑпа пулӑшса пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Вӑл кирпӗчрен купаланӑ ҫурма подваллӑ йывӑҫ ҫуртра — общежитире пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Утравс сӑртлӑ-туллӑ ландшафчӗ тӗрлӗ микроклимат йӗркелет: Мадейрӑн ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ пайӗ — архипелагӑн чи нӳрӗк те хӗвелсӗр вырӑнӗ; Фуншал таврашӗнче вӑтамран кӑштах типӗрех, Порту-Санту утравӗ ҫинче климатӑн ҫурма пушхир тӗсне (BSh) палӑртаҫҫӗ.

Гористый ландшафт островов создаёт разнообразие микроклиматов: северо-западная часть Мадейры — самое влажное и пасмурное место архипелага; немного суше в среднем в окрестностях Фуншала, а на острове Порту-Санту отмечается полупустынный тип климата (BSh).

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Юман каска ҫурма вӗрентнӗ эпӗ ӑна…

Куҫарса пулӑш

22 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Консерваторирен те вӗренсе тухаймарӑм, ҫурма ҫулта пӑрахма тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫак сӑмахсене хӗрарӑм ҫурма сасӑпа ҫеҫ каларӗ пулин те, уйрӑмах юлашки сӑмах чан ҫапнӑ пекех янӑраса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Кӳршӗ Хветюка ҫеҫ ҫав шутран ҫурма вилӗскере каялла илсе килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Эсӗ тӑлӑх, манӑн хӗрӗм, ӗмӗрлӗхе ҫурма тӑлӑх.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пайӑркин хӗррипе ҫурма ҫӗр хӑни хӗрарӑмӑн сӗт пек шурӑ питҫӑмартийӗсене сӗртӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тӑрантарма, пӑхма ӑна ансат — ешӗл курӑк, утӑ пулмасан, улӑм, ҫурма ҫӗрни, пӳрт тӑрри ҫине витти пулни те юрать.

Куҫарса пулӑш

Вилӗм йыхравӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хам вуласа паратӑп, — Елизавета Павловна хута ҫӗклерӗ те ҫурма саспа тӑсрӗ:

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех