Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуркуннехилле (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӳрем ҫеҫенхирсенче хӑвӑрт ирӗлтерчӗ, юр кайнӑ вырӑнсенче хура тӑпраллӑ йӑлтӑркка ҫӗр ҫаралса юлчӗ, ҫурхи шыв ҫулӗсем кӗмӗл шӑнкӑрав сассипе шӑнкӑртатса калаҫма тытӑнчӗҫ, ҫул шӑтӑк-путӑклӑ ланкашкасемпе шатраланчӗ, унтан кӗҫех аякри кӑвак инҫет те ҫуркуннехилле йӑлтӑртатса ҫуталчӗ, Кубань тӗлӗнчи вышкайсӑр аслӑ тӳпе ӑшшӑнрах курӑнма пуҫларӗ.

В равнинных степях дружно таял снег, обнажались жирно блестевшие черноземом проталины, серебряными голосами возговорили вешние ручьи, дорога зарябила просовами, и уже по-весеннему засияли далекие голубые дали, и глубже, синее, теплее стало просторное кубанское небо.

XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кӑнтӑр енчен ӑшӑ та йӑваш ҫил вӗрет, хӗвелтухӑҫӗнче ҫӑра, ҫуркуннехилле шурӑ пӗлӗтсем капланнӑ.

С юга дул теплый, ласковый ветер, на западе кучились густые, по-весеннему белые облака.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Каллех, атака умӗнхи пекех, тӗнчене ҫутатакан хӗвеле, улӑм урисем патӗнче пытанса юлнӑ юра курчӗ, ҫерҫисем хуторта ҫуркуннехилле чӗриклетсе чӗвӗлтетнине илтрӗ, ҫывхарса ҫитнӗ эреветлӗ ҫурхи кунсен ытла та черченкӗ шӑршине туйрӗ.

Опять, как и перед атакой, увидел он светившее миру солнце, притаявший снег возле прикладков соломы, слышал весеннее чулюканье воробьев по хутору, ощущал тончайшие запахи ставшей на порог дней весны.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Утсем ҫуркуннехилле айкашса выляма тапратрӗҫ, вӗсем ҫинчен йӑптӑх ҫӑмӗ тӑкӑнчӗ, лаша тарӗн шӑрши сӑмсана хытӑрах пырса ҫапрӗ.

По-весеннему яровито взыгрывали кони, сыпался с них линючий волос, резче колол ноздри конский пот.

XXXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Автансем ҫуркуннехилле шарлаттарса авӑтаҫҫӗ, таҫта лере, кӑнтӑрлахи шӑрӑхри пек, пӗччен чӑх кӑтиклетни илтӗнет.

Голосили по-весеннему кочета, где-то, как в знойный полдень, одиноко кудахтала курица.

XXXIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех