Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хыпарӗсем ҫук, — те ывӑлӗсене аса илнипе, те ҫуркаланчӑк тумлӑ салтаксене шеллесе, куҫҫульне шӑла-шӑла илчӗ.
«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хӗрарӑм, татах пӑтӑр-пӑтӑр пӑтӑртаткаласа, хӑр-хӑр хӑрлаткаласа, ҫурӑм ӑшши тӑхӑнчӗ, краҫҫынпа ҫунакан хунар ҫутрӗ, вара вӗсем виҫҫӗшӗ те килхушшине тухрӗҫ те мухтамаллах мар, тольпе витнӗ, кивӗ, ҫуркаланчӑк пӗренисем тӗллӗн-тӗллӗн аврӑҫнӑ, витепе сыпӑннӑ сарая кӗчӗҫ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Ҫак вӑхӑтра пусма картлашкисем сӗрмен урапа кустӑрмисем пек чӗриклетни-чӑкӑртатни илтӗнчӗ, хыҫҫӑнах пӳлӗме элес-мелес тапчам кӗлеткеллӗ, вар ӳтлӗ, ватӑ хурама хуппи пек ҫуркаланчӑк сӑн-питлӗ, лашман сӑмсаллӑ вӑтам ҫулсенчи арҫын йӑтӑнса кӗрсе тӑчӗ.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Ҫапла майлӑрах сӗмленсе, эпӗ ҫывӑхрах, шӗпӗр-шепӗр япаласем хушшинче выртакан, ҫуркаланчӑк, хӗррисемпе чӗлпӗкленсе пӗтнӗ, сӑрламан пӗчӗк хӑма таткине алла илтӗм те тӗкӗнмен шӑмӑ купи патнелле чӗрне вӗҫҫӗн утса ҫывхартӑм.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Хытса ларнӑ юнне шӑлса илсен, унта пӳрне кӗмелӗх ҫуркаланчӑк шӑтӑк курӑнчӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Яриех уҫӑ ҫурма ҫаврака кантӑкран тӳпе ҫиҫет, сад пахчин пӗтреке ешӗллӗхӗнче ҫуркаланчӑк чул стена хӗрри курӑнать.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.
Тӑпра типӗ, ҫуркаланчӑк.
Марс // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Ҫуркаланчӑк, сӗвек ахратран металл йӗрсем ҫиҫкӗнеҫҫӗ.
Хура тӳпере // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Пограничник ӑна хӑйӗн ал тупанне пӗлнӗ пекех пӗлсе тӑрать, ун ҫинчи кашни ҫуркаланчӑк палла ун ҫинчи кашни пӗчӗк тӗмескенех пограничник астӑвать.
6 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Анчах пуринчен ытларах Бурмистров хӑйӗн хӗрӗ патне хитрен тӑрмаланса пӗтнӗ сӑн-питпе, ҫуркаланчӑк кӗпепе, харсӑрлӑх, тунсӑх ҫутӑлса тӑракан куҫӗсене ҫиҫтерсе пырса кӗрет.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Сав ҫуркаланчӑк хӑрушла картинӑсенче Артамонов хӑйне ӗҫкӗпе ашкӑннипе урса кайнӑ ҫынсем хушшинче шыраса тупрӗ, хӑйӗншӗн хӑй вӑл халь пачах та палламан ҫын пекех пулчӗ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Вӑл вӑраннӑ чухне кухньӑри ҫуркаланчӑк циферблатлӑ сехет ҫиччӗ ҫурӑ ҫинче ҫеҫ пулнӑ.
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.
— Ав ҫав юмана куратӑн-и, Сергей? — терӗ вӑл, револьвер кӗпҫипе хӑйсенчен пӗр ҫирӗм пилӗк утӑмра ларакан ҫуркаланчӑк хупӑллӑ юман ҫине кӑтартса.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Ҫавӑн хыҫҫӑн чылайччен ҫеҫенхирте ҫунса-ӗнсе кайнӑ ҫуркаланчӑк ҫӗртен йӳҫӗ ӗнӗк шӑрши кӗрсе тӑрать.И после долго пахнет в степи горькой гарью от выжженной и потрескавшейся земли.
XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Кӑшт леререхре тирпейсӗррӗн пуҫтарса хунӑ ал-ура сыпписемпе ҫуркаланчӑк шинель татӑкӗсем купаланса выртаҫҫӗ; унта ҫын пуҫӗ вырӑнне хӑрушла лутӑрканса кӗмӗрчӗкленнӗ ура кӑна чармакланса тӑрать.
III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Анчах та ҫак ҫуркаланчӑк тумтире тата хӗҫпӑшала кирек кам та тума пултарайман пӗр паллӑ майпа ҫеҫ тӑхӑнса, ҫыхса тата ҫыпӑҫтарса лартаҫҫӗ; ҫак уйрӑмлӑх казакӑн е ту ҫыннин куҫне тӳрех курӑнать.
VI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Чӑн-чӑн джигит ҫинче яланах пурте шалпар, ҫуркаланчӑк, тирпейсӗр; хӗҫпӑшалӗ кӑна тирпейлӗ.На настоящем джигите все всегда широко, оборванно, небрежно; одно оружие богато.
VI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
- 1