Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуркаланса (тĕпĕ: ҫуркалан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паганелӗн телей те пур ҫав, ӑна капитан помощникӗн сунтӑхӗнче кӑштах ҫуркаланса пӗтнӗ кӗнекесем тупма тӗл килчӗ, вӗсенчен пӗри испанилле, вӑл вара Испани чӗлхине вӗренме шухӑш тытрӗ.

Паганелю посчастливилось найти в сундуке у помощника капитана несколько разрозненных книг, в том числе одну испанскую, и он решил изучать испанский язык.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Павка ҫуркаланса пӗтнӗ урайӗнчи шӗлепки тухса тӑракан пӑта ҫине тинкерсе пӑхса тӑрать.

Павка уставился глазами в потрескавшуюся половицу, внимательно изучая высунувшуюся шляпку гвоздика.

Пӗрремӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Пирӗн пата платниксем, малярсем пычӗҫ; стена ҫинчен аттен саралса кайнӑ, хулпуҫҫи тӗлӗнчен ҫуркаланса пӗтнӗ ҫар тумтирӗ тӑхӑнса ӳкернӗ портречӗсене илсе пӑрахрӗҫ, утмӑлтурат чечекӗ тӗслӗ кивӗ обойсене сӳсе, пӗтӗмпех урӑхла, ҫӗнӗ хваттер туса хучӗҫ.

Пришли к нам плотники, маляры; сняли со стены порыжелый отцовский портрет с кривыми трещинами поперек плеча и шашки, ободрали старые васильковые обои и все перестроили, перекрасили по-новому.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Пуҫне ҫыхнӑ кӗпине салтрӗ, унтан аллисене малалла тӑсрӗ: унӑн ҫуркаланса пӗтнӗ пӳрнисенчен юн сӑрхӑнать.

Сорвав с головы повязку, он вытянул перед собой руки: из потрескавшихся пальцев сочилась кровь.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Алтупанӗсем, хуйӑр хуппи пек куштӑрканӑ, ҫуркаланса та юнланса пӗтнӗ.

Ладошки их были похожи на кору — потрескались в кровь.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Катя хӑйӗн ҫуркаланса пӗтнӗ аллисем ҫине шарламасӑр пӑхса ларчӗ.

Катя молчала, глядя на свои потрескавшиеся ладони.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Вӑл час-часах вӗри хӑйӑр ҫине пичӗпе ӳкрӗ, ҫӗтӗлсе пӗтнӗ пӳс кӗпин таса мар лӑстӑкӗсене ҫил тӑрмаларӗ, ҫавӑн чух вара конвоирсене унӑн ӳчӗ карӑнса туртӑннӑ сарлака шӑмӑллӑ ҫурӑмӗпе чармакласа хунӑ урисен ҫуркаланса пӗтнӗ хура тупанӗсем курӑнчӗҫ.

Он часто падал лицом в раскаленный песок, ветер трепал грязные лохмотья бязевой рубашки, и тогда конвоирам были видны его туго обтянутая кожей костистая спина и черные потрепавшиеся подошвы раскинутых ног.

III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл, хӑрах аллипе сӑрӗ хӑйпӑнса, ҫуркаланса пӗтнӗ сарлака чӳрече янаххи ҫине чавсаланса, тепӗр аллипе тусанлӑ кантӑк ҫинче эрешсем туса, нумайччен чӳрече патӗнче тӑчӗ, унтан ун тӑрук вӑхӑтлӑха ӑҫта та пулин каяс, хӑйӗн шухӑшӗсемпе пӗр-пӗччен юлас килчӗ.

Она долго стояла у окна, упираясь локтем одной руки в широкий облезлый, с потрескавшейся краской подоконник, выводя другой на пыльном стекле узоры, потом ей вдруг нестерпимо захотелось на время уйти куда-нибудь, остаться наедине со своими мыслями.

25 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче тӑшман пули тивесрен пулемет патӗнче мӗнле вырнаҫса выртмаллине те кӑтартать вӑл; хӑех симӗс сарри ҫуркаланса пӗтнӗ хӳтлӗх хыҫне выртать, майлӑ вырӑн суйласа илесси, лента ещӗкӗсене вырнаҫтарса лартасси ҫинчен каласа ӑнлантарать.

Учил, как располагаться во время боя, чтобы не подвергаться поражению под обстрелом противника; сам ложился под щит с обтрескавшейся защитной краской, говорил о преимущественном выборе места, о расположении ящиков с лентами.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Йӗмӗ унӑн ним майсӑр ҫуркаланса пӗтнӗ, юн хытса ларнипе кункрашкаланса кайнӑ.

На ягодицах у него топорщились безобразно изорванные, покоробленные от спекшейся крови штаны.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий унӑн лампасӗн хӗрлӗ ярӑмне тата чӗркуҫҫирен ҫӳлерехре чӑмакланса ҫапкаланса пыракан ҫуркаланса пӗтнӗ симӗс гимнастёркине кӑна курчӗ.

Григорий видел только красную струю лампаса да изорванную зеленую гимнастерку, сбившуюся комом выше головы.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ял ҫумӗнче ҫуркаланса пӗтнӗ чӑнкӑ тӑмлӑ ҫыран пур тата кантӑк пек ҫутӑ та сулхӑн шыв йӑлтӑртатать.

Возле деревушки изрезанный глинистый крутояр речки и стеклянная прохлада воды.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Наталья, ҫуркаланса кайнӑ тутисене пӗркелентерсе кулса, лашине косилка ҫумне илсе пырса тӑратрӗ, утланса ларма косилка ларкӑчӗ ҫине улӑхса тӑчӗ.

Наталья, ежа в улыбке растрескавшиеся губы, подвела коня к косилке, примащивалась сесть с косилочного стула.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑй вӑл ҫурма-уҫӑ ҫӑварӗпеле сывласа выртать, арӑмӗн кӑкӑрӗ ҫинех манса юлнӑ хура алли унӑн ӗҫре ҫуркаланса пӗтнӗ тимӗр пӳрнисене йӑшӑлтаттарать.

Он дышал полуоткрытым ртом, черная рука его, позабытая на жениной груди, шевелила растрескавшимися от работы железными пальцами.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Типсе ҫуркаланса кайнӑ тутисене уҫма та хӗн.

Обветренные, порепавшиеся губы трудно было разжимать.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья, ҫуркаланса кайнӑ ҫӗр ҫине витрисенчен чӑлт-чалт шыв сирпӗткелесе, тайкаланкаласа утса, крыльца патне ҫитрӗ.

Аксинья, плеская из ведер воду на растрескавшуюся землю, покачиваясь, подошла к крыльцу.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья ҫуркаланса пӗтнӗ пӗртен-пӗр аялти кӗпе вӗҫҫӗн ҫӗрле хутора чупса ҫитнӗ.

Ночью, в одной изорванной исподнице, прибежала Аксинья в хутор.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Дорофей кучер, леш йӗкел сӑмсаллӑ, ҫилпе ҫуркаланса пӗтнӗ сарлака пит-куҫлӑ ҫамрӑк каччӑ, тилхепине пуҫтарса хӑйӗн уринчен ҫыхса хучӗ те табак туртма пуҫларӗ.

Кучер Дорофей, тот самый юноша Дорофей, у которого шишкатый нос и широкое, всегда обветренное лицо, — подобрал вожжи, со знанием дела завязал их за ногу и начал закуривать.

XXI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Санӑн йӗмпӗҫҫи мӗншӗн ҫуркаланса пӗтнӗ? — ыйтрӗ Артамашов, ҫаплах хӗвелтухӑҫӗ ҫинелле пӑхса.

— А чего у тебя штанина болтается? — спросил Артамашов, продолжая глядеть на восход.

XI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Хупписем кӑтрашкаллӑ вӗсен, тымар патнерехре ҫуркаланса пӗтнӗ; вӑрӑм та лӑпсӑркка турачӗсем, ҫӳлтен шыв пӗрхӗнсе аннӑ пек, ҫӗре ҫитиех усӑнса тӑраҫҫӗ.

С шершавой, потрескавшейся на комлях корой; длинные ветви, точно струи, стекали с их покатых вершин почти до самой земли.

XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех