Шырав
Шырав ĕçĕ:
14. Ҫакна сире намӑслантарасшӑн ҫырмастӑп, юратнӑ ачамсем вырӑнне хурса сире ӑса вӗрентетӗп: 15. Христос ячӗпе вӗрентекен сирӗн темиҫе пин пулсан та, аҫӑрсем нумай мар; Ырӑ Хыпар пӗлтерсе Христос Иисус урлӑ эпӗ сире ҫӗнӗрен ҫуратрӑм.
1 Кор 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Эпир сире Ырӑ Хыпар пӗлтеретпӗр: Иисуса вилӗмрен чӗртсе тӑратса, Турӑ аттемӗрсене пама пулнине халӗ пире — вӗсенӗн ачисене — пачӗ, 33. ҫакӑн ҫинчен иккӗмӗш псаломра та ҫырнӑ: «Эсӗ — Манӑн Ывӑлӑм, Эпӗ Сана паян ҫуратрӑм» тенӗ.
Ап ӗҫс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Хӑватлӑхун кунӗнче Санӑн халӑху таса илем тӑхӑнса хатӗр тӑрӗ; Эпӗ Сана ӑшӑмран шурӑмпуҫ киличченех ҫуратрӑм.
Пс 109 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ун чухне вӗсене ҫиллипе каласа, вӗсене хаярлӑхӗпе шуйхатса ӳкерӗ: 6. «Хамӑн Патшама Хамӑн сӑваплӑ Сион тӑвӗн патшине Эпӗ лартрӑм#; 7. Турӑ ирӗкне пӗлтеретӗп: Ҫӳлхуҫа Мана каларӗ: Эсӗ — Манӑн Ывӑлӑм; Эпӗ Сана паян ҫуратрӑм; 8. ыйт Манран — Сана халӑхсене еткерлӗхе парӑп, ҫӗре вӗҫӗ-хӗррипех Сан аллуна парӑп. 9. Эсӗ вӗсене тимӗр туюпа парӑнтарӑн; вӗсене тӑм савӑт-сапа пек ҫапса салатӑн» терӗ.
Пс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Амӑшӗ: «эпӗ ӑна чирлӗ ҫуратрӑм» тесе, ӑна Иавис ят панӑ.
1 Ҫулс 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Пӗр хӗрарӑмӗ каланӑ: ах хуҫамӑм! эпир ҫак хӗрарӑмпа иксӗмӗр пӗр ҫуртра пурӑнатпӑр; эпӗ вӑл курса тӑнӑ ҫӗрте ҫав ҫуртра ача ҫуратрӑм; 18. эпӗ ҫуратсассӑн виҫҫӗмӗш кунне ҫак хӗрарӑм та ача ҫуратрӗ; пӗрле пулнӑ эпир, ҫуртра пирӗнпе пӗрле пӗр ют ҫын та пулман; ҫуртра эпир иксӗмӗр анчах пулнӑ; 19. вара ҫӗрле ҫак хӗрарӑмӑн ывӑлӗ вилнӗ: вӑл ӑна ыйхӑ тӗлӗшшӗн хӑй айне туса вӗлернӗ; 20. хайхискер тӑнӑ та ҫӗрле, эпӗ, санӑн чуру, ҫывӑрнӑ чухне, ман ывӑлӑма манран илсе ӑна хӑй кӑкӑрӗ ҫумне хунӑ, хӑйӗн вилнӗ ывӑлне вара ман кӑкӑрӑм ҫумне хунӑ; 21. ирхине ывӑлӑма ӗмӗртес тесе тӑтӑм та, ак хайхи, вӑл вилнӗ-мӗн; ҫутӑларахпа тинкеререх пӑхатӑп та — ку вӑл хам ҫуратнӑ ывӑл мар, тенӗ.
3 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- Чылайӑшӗшӗн «качча тухрӑм та ача ҫуратрӑм» тени ҫеҫ телейлӗ пулма ҫителӗксӗр пек туйӑнать.— Для большинства «выйти замуж и родить ребенка» не предел счастья.
Юрату та, курайманлӑх та - ташӑра // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№
Страницăсем:
- 1
- 2