Шырав
Шырав ĕçĕ:
Амӑшӗ — пултаруллӑ музыкант; литератор, тӑлмач пулма ҫуралнӑскер, анчах ҫакна пӗтӗмпех кил-йышри ҫынсем ҫеҫ курчӗҫ, хакларӗҫ.
Оля // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Юхӑнса ҫитнӗ помещик ҫемйинче ҫуралнӑскер, вӑл пысӑк тертпе ҫеҫ капитан чинне ҫитнӗ.С трудом дослужился до чина капитана, он происходил из разорившейся помещичьей семьи.
Улттӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Джиованни Баттиста, Виченцӑра ҫуралнӑскер, кӑштах вӗриленме, чӗрре кӗме юратнӑ, тата ҫитменнине республиканец пулнӑ пулсан та, лайӑх ҫын пулнӑ.
IV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.
Тепӗр тесен тата, вӑл ахаль шкул ачи кӑна, тискер кайӑксем тытакан сунарҫӑ ачи, тир карса тунӑ хӳшӗре ҫуралнӑскер.
II // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Калавҫӑ пулса ҫуралнӑскер, халӗ вӑл сӑмахӗсене аран ҫеҫ кӑларать, юлташӗсем аптӑратнипе пӑркаланса ҫеҫ каласа парать.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Иртнӗ ҫулхине паллӑ ботаник, доктор Мюллер, Мельбурн хулинче ҫуралнӑскер, Лейхарда шырама тухас тесе укҫа пуҫтарма пикеннӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Унӑн ашшӗ хӑй пурнӑҫӗнче нумай професси улӑштарнӑ, ялан ҫынсем патӗнче ӗҫлесе пурӑннӑ; амӑшӗ, крепостной ҫын ҫемйинче ҫуралнӑскер, ҫамрӑклах прислуга пулса ӗҫленӗ.
М.А. Шолохов // Леонид Агаков. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 428–431 с.
Лечебницӑра ахаль ҫынсем ытларах пулнӑ, вӑрҫӑра аманнисене пӗр палатӑра тытнӑ; вӗсем пиллӗкӗн пулнӑ: Ян Варейкис — сарӑ вӑрӑм латыш, касса якатнӑ сарлака сухаллӑ та кӑвак куҫлӑскер; Иван Врублевский — ҫирӗм сакӑр ҫулхи илемлӗ драгун, Владимир кӗпӗрнинче ҫуралнӑскер; Ҫӗпӗр стрелокӗ Косых, пӗр вырӑнта ларма-тӑма пӗлми сарамак пӗчӗк салтак Бурдин тата Мелехов Григорий.
23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
А вӑл мана калать: «Эсӗ, станишник, ан шиклен, эпӗ хам та Каменский станицинче ҫуралнӑскер, кунта вӗренсе пурӑнатӑп, ниверҫи… ниворҫитутра», терӗ-и ҫак, е урӑхларах-и, ҫавӑрса калама пӗлеймӗн.
9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Алӑк уҫӑлчӗ те, Цанко арӑмӗ пырса кӗчӗ, вӑл та, Клисурӑра ҫуралнӑскер, элекҫӗ те сӳпӗлти хӗрарӑм.Дверь открылась, и вошла Цанковица — жена Цанко, тоже уроженка Клисуры, сплетница и болтушка.
ХХХI. Алтӑнӑври улах // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Иван Кралич, Дунай облаҫӗнчи Видинра ҫуралнӑскер, 28 ҫулта, пӗвӗ ҫӳллӗ, хура куҫлӑ, ҫӳҫӗ кӑтра, санӗ хурарах, ӑна, 1868 ҫулхи пӑлхавра пулнӑшӑн суд туса, ӗмӗрлӗхе Диарбекир крепоҫӗнче хупса усрамалла тунӑ, ҫавӑнтан вӑл кӑҫалхи март уйӑхӗнче тухса тарнӑ, халь каллех аслӑ император ҫӗршывӗнче пурӑнать, ӑна тытса каллех хупас пирки влаҫсене кирлӗ кӑтартусем панӑ.
XX. Пӑшӑрхану // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Тамбов кӗпӗрнинче ҫуралнӑскер, пӗртен-пӗр американецпа е акӑлчанпа — яра куна заводра пулакан ашшӗпе кӑна пурӑннӑскер (акӑлчансем таврара ҫирӗм, аллӑ е ҫӗр ҫухрӑмра та пулман), Бьюмонт вырӑсла чӑн-чӑн вырӑс пекех калаҫнӑ, акӑлчанла вара — хӑвӑрт, лайӑх, анчах та, акӑлчан чӗлхипе калаҫакан ҫӗршыва ӳссен кӑна пырса лексе темиҫе ҫул пурӑннӑ ҫынсем пек, ытла тасах мар.
X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
«Чунҫӳрев», чӑвашлӑх юхӑмӗ пек 1989 ҫулта ҫуралнӑскер, чӑвашсен тӗнчекурӑмне чылай анлӑлатрӗ, чӑвашлӑх туйӑмне ӳстерчӗ.
«Чунҫӳрев»: ҫулсем такӑр пулччӑр // Евгений Турхан. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... -pulchchar
— Ӑслӑ ача, пӗр сӑмахпа каласан — вӑл салтак пулма ҫуралнӑскер.– Самостоятельный мальчик, и уж одно слово – прирождённый солдат.
11 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Ут утланса малалла вирхӗнме ҫуралнӑскер ҫӗр ҫинче шуса ҫӳреймест!
Шаймиев - Тутарстан бренчӗ пирки: Юланутҫӑ ҫӗр ҫинче шуса ҫӳреймест! // Хыпар. «Хыпар», 2015.03.11, 40-41№
Унӑн ашшӗ – Павел Федотович Федотов – 1881 ҫулта ҫуралнӑскер тӑрӑшуллӑ та пултаруллӑ хресчен пулнӑ, амӑшӗ – Мария Ивановна – Ҫатра Марка ялӗнчен тухнӑскер 1918 ҫулта ача ҫуратнӑ чухне вӑхӑтсӑр вилет.
Аппӑшне качча илсе йӑмӑкӗпе ӗмӗрне ирттернӗ // ФАДЕЙ КОНСТАНТИНОВ. «Тӑван Ен», 51-52№, 2016.07.08-17
1918 ҫулхи октябрӗн 18-мӗшӗнче ҫуралнӑскер, 7 класс вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн чукун ҫул ҫинче Канаш хулинче ӗҫленӗ, бухгалтерсен шкулне пӗтернӗ, 1939 ҫулта Хӗрлӗ Ҫар ретне тӑрать.
Фронтра паттӑррӑн ҫапӑҫнӑ, ҫӗнтерӗве ҫывхартнӑ // В.ИВАНОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.07
Чи кӗҫӗнни 2015 ҫулта ҫуралнӑскер пулнӑ.
Элӗк районӗнче 7 ҫын ҫунса вилнӗ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12303.html
24. Эфеса пӗр иудей — Аполлос ятлӑскер, Александрийӑра ҫуралнӑскер — пынӑ; вӑл питех те ӑста калаҫакан, Турӑ Ҫырӑвне тӗплӗ пӗлекен ҫын пулнӑ.
Ап ӗҫс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Листрӑра ури утайман пӗр ҫын пулнӑ; ҫуралассах утайми ҫуралнӑскер, вӑл ларма ҫеҫ пултарнӑ, нихӑҫан та утса курман.
Ап ӗҫс 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.