Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫур сăмах пирĕн базăра пур.
ҫур (тĕпĕ: ҫур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗтӗ теркӑпа хырнӑ 100 грамм хӗрен тымарне ҫур литр апат уксусне ямалла.

Куҫарса пулӑш

Хӗрен косметики // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Эппин, тӑван ялӑм пурӑнать-ха, — чунри хӗпӗртӗвне пытармарӗ ҫур ӗмӗре яхӑн ял хуҫалӑхне аталантарассишӑн тӑрӑшакан Л.Канясев.

Куҫарса пулӑш

Ҫуракинче - ҫур ӗмӗре яхӑн // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Ҫапла, ҫур ӗмӗр те иртрӗ унтанпа.

Таким образом, с тех пор прошло полжизни.

Аттепе анне пулсассӑн??? // Ольга ФЕДОРОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Ылтӑн туйра вӑл ҫур ӗмӗр каяллахине аса илчӗ, ваттисен йӑлипе аттепе аннене ҫӑкӑр-тӑварпа тепӗр хут пиллерӗ, ырӑ та ӑшӑ сӑмахсем каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Аттепе анне пулсассӑн??? // Ольга ФЕДОРОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Арӑмӗпе упӑшки ҫур сӑмахранах пӗр-пӗрне ӑнланаҫҫӗ, пур ӗҫе те пӗрле пурнӑҫлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ку ҫуртра ӗмӗт пурнӑҫланать // Марина ТУМАЛАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта коммуналлӑ пулӑшу тарифӗсем улшӑнмаҫҫӗ, пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнчи пекех юлаҫҫӗ.

В первом полугодии этого года тарифы на коммунальные услуги не изменятся и останутся такими же, как в декабре прошлого года.

Коммуналлӑ пулӑшу тарифӗсем ӳсеҫҫӗ-и? // Альбина ЕГОРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Ҫур ҫул хушшинче Екатерина Васильевна вӗренекенӗсем районти, республикӑри тата регионти конкурссене хутшӑнса малти вырӑнсене те йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртнӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Документсем палӑртнӑ тӑрӑх - ҫур ӗмӗр ытла Етӗрнере ӗҫлесе пурӑннӑ Таланцев купса йӑхӗ Царевококшайск /халӗ Йошкар-Ола/ тӑрӑхӗнчен тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Ленин /1965/, Сталин /1942, 1949, 1951/ премийӗсен лауреачӗ, СССР халӑх артисчӗ /1949/ ҫур ӗмӗр ытла каялла театр сцени ҫинче калӑпланӑ сӑнарсем, сенкер экрансем ҫине кӑларнӑ рольсем паян кун та манӑҫман.

Куҫарса пулӑш

Кашни сăнара чун витĕр шăратса кăларнă // Интернетри форумран. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Чун тӗпӗнче ҫур ӗмӗр ытла упранакан ҫак вӑрттӑн туйӑмсене вӑратма, ҫиеле кӑларма тӑваттӑмӗш класа ҫӳрекен Ольгӑпа виҫҫӗмӗшӗнчи Илюшка пулӑшрӗҫ...

Куҫарса пулӑш

Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4

Ҫавӑнпа та тӑтӑшах кӗлеткене сӑнаса, тӗрӗслесе тӑмалла, кӗлетке ҫинче нумай тур паллиллӗ ҫынсен ҫур ҫулта пӗрре дерматовенеролог патне ҫитсе килме вӑхӑт тупмаллах.

Куҫарса пулӑш

Ытлашши хĕвел те сиенлĕ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04

Экономика пулӑшӑвӗн планӗн мероприятийӗсене пурнӑҫа кӗртме укҫа-тенке тупӑша кура уйӑрасси паллӑ – ҫакӑн ҫӑлкуҫӗсем тупӑнсан тата пӗрремӗш ҫур ҫулти ӗҫ пӗтӗмлетӗвне кура – премьер ҫакӑн пирки те асӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Патшалӑх Думипе калаҫса татӑлнӑ тӑрӑх, вӑл Правительство пенси индексацийӗн ыйтӑвӗ патне ҫур ҫултан таврӑнасси пирки каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Чылай ҫул филармонире ҫур ставкӑпа ӗҫлерӗм.

Много лет в филармонии на пол ставки работал.

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Ҫур сехете тӑсӑлакан документлӑ телеочерк эфира тухнӑ хыҫҫӑн тӗп хуларан самаях аякра вырнаҫнӑ, унччен ытлашши палӑрсах кайман музей ҫулҫӳреве тухма юратакансемшӗн Мекка вырӑннех пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Çил арманĕ тырă авăртни туристсене тĕлĕнтерет // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Ҫӑкӑр пӗҫерес ӗҫре ҫур ӗмӗр ытла тӑрӑшнӑ вӑхӑтра Елена Игнатьевна хисеплӗ ятсене те пайтах тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр пӗҫерекене сума суса — кӗнеке // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11692.html

«Служение Хлебу: две судьбы. 1934-2014 годы» ятлӑскере вӑл ҫур ӗмӗр ытла Шупашкарти 1-мӗш ҫӑкӑр савутӗнче тӑрӑшакан, 1985 ҫултанпа савута ертсе пыракан Елена Бадаевӑна халалланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр пӗҫерекене сума суса — кӗнеке // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11692.html

Тритикале вара ҫур енне лайӑх вӑй илес шанӑҫ пысӑк.

Куҫарса пулӑш

Тĕшĕ тымара пăхать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25

Куҫаҫҫех теме иртерех-тӗр, анчах Патшалӑх Канашӗн депутачӗсемшӗн сасӑламалли кунччен вӑхӑт тата ҫур ҫул ытла пулин те ҫывхаракан суйлав сенсацисем кӳме пуҫларӗ теме юрать.

Куҫарса пулӑш

«Эсерсем» «ЕдРона» куçаççĕ // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№

Сывлӑха лайӑх шайра тытма уҫӑ сывлӑшра куллен ҫур сехет уҫӑлса ҫӳрени те ҫителӗклӗ.

Чтобы быть в хорошей физической форме, достаточно совершать ежедневные получасовые пешие прогулки.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех