Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫупӑрлакаласа (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗҫех вашмӑк уйпа (кунта ӗнтӗ парках мар ешӗл калчана кас-кас хӗвел те хӑйӗн ылтӑн ука пек пайӑркисемпе ҫупӑрлакаласа, вӑштӑр-вӑштӑр ҫилӗ те ачаш тукаласа илет) кӑлтти-калти, хӑлт-халт, мӑрт-март туса шӑвакан тӑрантас катари ҫырма урлӑ хывнӑ кӗпер патнелле анса, пирӗн куҫран ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Ҫук-ха, хушшӑн-хушшӑн ӑшӑ ҫил, ҫамрӑк та шухӑскер, ҫан-ҫурӑма ачашшӑн ҫупӑрлакаласа, чун-чӗрене канӑҫ хумӗ ҫинче ярӑнтарса йӑпатса, йывӑҫ ҫулҫисем ҫине вакланса сапӑннӑ хӗвел пайӑркисене йӑлтӑр-йӑлтӑр ҫиҫкӗнлентерсе, пуса каччи ташшине тӑпӑр-тӑпӑр ташлаттаркаласа иртет.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех