Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫупкӑмӗсем (тĕпĕ: ҫупкӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсен хӗрлӗ ҫупкӑмӗсем кӗр ҫитнине систерсе вутлӑн-хӗмлӗн тӗлкӗшеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Тӗллӗн-тӗллӗн йывӑҫсен сайрарах тураттисемпе ҫулҫисен хушшипе хӗвел пайӑркисем чӗлкӗмленсе-хӑйпӑкланса кӗнӗ те ҫӗр ҫине чӳхенекен-чӗтренекен сӗвем курӑссӑн е пиҫсе ҫитнӗ тырӑ ҫупкӑмӗсем пек ӳкнӗ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

— Кӑмӑллӑн калаҫса канса ларар-ха пӑртак, паян урӑх никама та ан йышӑн, Сафа, — терӗ вӑл пурин умне те ахах шӑрҫи пек йӑлтӑртатса тӑракан иҫӗм ҫырли ҫупкӑмӗсем хурса тухса.

Куҫарса пулӑш

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Вӗсем ахаль те нумай шӗкӗлченӗ кунта, ҫавӑнпа ҫупкӑмӗсем пӗчӗк, — терӗ Левентей, ҫӗрелле анса.

Куҫарса пулӑш

XXXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ун тӑррине ачасем сахал мар хӑпарса аннӑ курӑнать, аялта унта та кунта шаннӑ ҫулҫӑллӑ туратсем выртаҫҫӗ, ҫапах та ҫӳлте хуп-хура: ҫӗмӗрт ҫупкӑмӗсем йышлӑн усӑнса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Хайхискер ҫынсем ҫакна, хӑй эшкерӗнчен татӑлса юлнӑ кашкӑра, пырса тапӑннӑ йытӑсем пекех, усаллӑн турткалама, таткалама, хӗнеме тапратрӗҫ, ӳлешеҫҫӗ, ҫухӑрашаҫҫӗ, ҫыхланса ӳксе, хура купа евӗр, ҫӗр ҫинче йӑшаланаҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах вӗсем ҫине ҫӑра юр ҫупкӑмӗсем лӑпӑстатса ҫуса тӑраҫҫӗ, пӗтӗм хулана вӑрӑм та кичем хӗлӗн шурӑ чаршавӗпе витӗнтереҫҫӗ.

Они начали злобно дёргать, рвать, бить его, точно псы отсталого волка, выли, кричали, катались по земле тёмною кучею, а на них густо падали хлопья снега, покрывая весь город белым покровом долгой и скучной зимы.

Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.

Пысӑк вазӑсенче пирӗн ҫӗршыври чи лайӑх та сӗтеклӗ «шаны» текен виноград ҫупкӑмӗсем куҫа илӗртсе выртаҫҫӗ.

В огромных вазах — гроздья лучшего в нашей стране янтарного винограда «шаны».

Улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.

Пӗр тилӗ иҫӗм ҫырли ҫупкӑмӗсем ярӑмӑн-ярӑмӑн ҫакӑнса тӑнине курнӑ та вӗсене татса ҫиесшӗн кармаша пуҫланӑ.

Лисица увидала — висят спелые кисти винограда, и стала прилаживаться, как бы их съесть.

Тилӗ тус // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Ҫырла ҫупкӑмӗсем хӗвелӗн тӗксӗм тумламӗсемпе ҫутӑлнӑ.

Тусклыми каплями солнца светились гроздья ягод.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Акӑ унӑн сасартӑк тӗлӗнсе кайнӑ куҫӗсем умӗнче чӑн-чӑн иҫӗм ҫырли ҫупкӑмӗсем сывлӑм тумламӗсемпе йӑлтӑртатаҫҫӗ.

И перед удивленными на какой-то миг очами Ивана качаются, посверкивая капельками росы, настоящие виноградные гроздья.

Хирӗҫлӗхсен пӗрлӗхӗ // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Ҫӑка айӗнче уҫӑ та лӑпкӑ; сулхӑна вӗҫсе кӗрекен шӑнасемпе пыл хурчӗсем те майӗпен сӗрленӗн туйӑнать; ӗнчӗ тӗслӗ вӗтӗ те таса, ем-ешӗл курӑк чӳхенмест; вӗсен ҫӳлӗ тунисем, тӗлӗнсе хытса кайнӑ пек, ним хускалмасӑр лараҫҫӗ; ҫӑкан аялти турачӗсем ҫинчи сарӑ ҫеҫкесен пӗчӗк ҫупкӑмӗсем чӗтренмесӗр ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

Под липой было прохладно и спокойно; залетавшие в круг ее тени мухи и пчелы, казалось, жужжали тише; чистая мелкая трава изумрудного цвета, без золотых отливов, не колыхалась; высокие стебельки стояли неподвижно, как очарованные; как очарованные, как мертвые, висели маленькие гроздья желтых цветов на нижних ветках липы.

I // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Хӑрӑм пек хура тӳперен симӗсрех сарӑ ҫӑлтӑрсен пиҫсе ҫитеймен ҫупкӑмӗсем усӑнса тӑраҫҫӗ.

С черного неба глядели желто-зеленые невызревшие черешни звезд.

XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Хыҫалта тӑраканнисем, пуҫӗсене ҫырла ҫупкӑмӗсем пек малалла кӑнтарса, малтисен ҫурӑмӗсем урлӑ кармашса пӑхаҫҫӗ.

Гроздьями висели над ним, опираясь на спины передних, следили жадно-любопытствующими глазами.

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫакса тухнӑ иҫӗм ҫырли ҫупкӑмӗсем пӗтӗмпех типсе кайнине эпӗ августӑн 3-мӗшӗнче асӑрхарӑм.

3 августа я увидел, что развешанные мною гроздья винограда совершенно высохли и превратились в превосходный изюм.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Йывӑҫсем тавра иҫӗм ҫырли йывӑҫҫисем явӑнса ӳсеҫҫӗ, ҫӳлте пиҫсе ҫитнӗ ҫырла ҫупкӑмӗсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.

А по стволам деревьев вились виноградные лозы, и над головой висели роскошные спелые гроздья.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫутнӑ хунарне сӗрен тӗми туратӗнчен ҫакса янӑ та, чечекӗн ырӑ шӑршлӑ ҫупкӑмӗсем сӗтел хушшинчи ҫынсем тӗлӗнче кашнине ыр сунас пек усӑна-усӑна анаҫҫӗ.

Зажженный фонарь висел на ветке сирени, и пахучие кисти дружески клонились над головами сотрапезников.

I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл ӳсет, сарӑлать, ҫур тӳпене йышӑнать, — унӑн тӗксӗм ҫунат айӗсем, усала систерсе, шурала-шурала каяҫҫӗ, — унтан вӑл аннӑҫем анать, унӑн аялти шӑла пир пек витер курӑнакан лапка-лапка ҫупкӑмӗсем ҫеҫен хирти тӗме ҫинче ларакан ҫил арманӗ тӑррине лекеҫҫӗ; таҫта ҫӳлте илтӗни-илтӗнми лӑпкӑ аслати хӑлтӑртатса иртет те ырӑ, сиплӗ ҫумӑр ҫума пуҫлать.

Она росла, ширилась, занимая полнеба, — зловеще белели ее темные подкрылки, — а потом снижалась так, что прозрачные, как кисея, нижние хлопья ее цеплялись за крышу стоявшей в степи, на кургане, ветряной мельницы; где-то высоко и добродушно, еле слышной октавой разговаривал гром и спускался благодатный дождь.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

32. Вӗсенӗн иҫӗмӗ — Содом иҫӗм йывӑҫӗ, вӗсен иҫӗмӗ — Гоморра хирӗнчен килнӗскер; ҫырлисем вӗсен — наркӑмӑшлӑ ҫырласем, ҫупкӑмӗсем вӗсен йӳҫӗскерсем; 33. вӗсенӗн эрехӗ — аҫтаха наркӑмӑшӗ, аспид ҫӗленӗн вӗлерекен сӗлеки.

32. Ибо виноград их от виноградной лозы Содомской и с полей Гоморрских; ягоды их ягоды ядовитые, грозды их горькие; 33. вино их яд драконов и гибельная отрава аспидов.

Аст 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех