Шырав
Шырав ĕçĕ:
…Тата икӗ кунтан больницӑра Алексей кӑкӑрӗ ҫине пичӗпе лӑпчӑнса ӗсӗклесе ярсан, Алексей ӑна хӑй ҫумӗнчен сирмерӗ.
Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.
— Ах, эпӗ кӑштах манса кайман, — Аня ҫине пӑхса, сасартӑк тем аса илчӗ Мосальский, унтан Аня ҫумӗнчен Григорие питӗ сӑпайлӑ сирчӗ те Аня ҫеҫ илтмелле тем пӑшӑлтатрӗ.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Эпӗ ҫав пӳрте халӗ те ас тӑватӑп: ҫулла маччаран шӑпӑртатса ҫумӑр каятчӗ, хӗлле чӳречесем тем хулӑнӑш шӑнса ларатчӗҫ, мӑрьерен ҫил улатчӗ, эпир кӑмака ҫумӗнчен хӑпма пӗлместӗмӗр.
Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.
Хӑй ытлашши персе янине туйса илнӗ Тамара карта ҫумӗнчен вӑштах аяккалла пӑрӑнчӗ те, вӑрӑм хӑмӑр ҫивӗтне авкалантарса урам урлӑ чупса каҫнӑскер, ватӑ йӑмрасем хыҫӗнче ҫухалчӗ.
14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Аслӑ ҫул хӗррине ҫӗкленнӗ вӗрҫӗнӗ вилтӑпри ҫумӗнчен темиҫе ҫын хӑпрӗҫ те чӑтӑмсӑррӑн пуҫ ухса тӑракан учӗсем патне пычӗҫ.
Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе ун ҫумӗнчен хӑпмӑп.
Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Тӗм-тӗм лутра йывӑҫсен ҫумӗнчен хуллен пилӗк юланут тухрӗҫ.
Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Кайрӗҫ Йӗршшӳ ҫумӗнчен Ҫавал ҫине вуник ял — Урапасем ҫул ҫинче — Суса тухма ҫитмест хал…
X. Ниме // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Унтан телефон катушки ҫине пушӑ консерва банкисене шӑтарса ҫыхатӑр, ӑна та пралук карта ҫине ҫӗр ҫумӗнчен кӑшт ҫӳлерех ҫыхса ҫакатӑр.
Фриц портречӗпе пулса иртнӗ мыскара // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 109–112 с.
— Айта хӑвӑртрах, хӑваласа ҫитер вӗсене, — каччӑ аллисене хӑйӗн ҫумӗнчен уйӑрчӗ Клава.
Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.
Тепӗр самантран, ютра нумайччен ларма юратман сӑпайлӑ хӑна евӗр, нӳрӗ, ҫӗр ҫумӗнчен ҫӗкленсе, ирхи тӗтре пек шуралса тӳпенелле хӑпарма та пуҫларӗ.
Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.
— Кала-ха, Ваня, — кӑшт тӑна кӗнӗ пек пулсан, каччӑна хӑй ҫумӗнчен сирчӗ вӑл, — Ревлен мана улталама пултарать-и?
11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Анне, мӗнле-ха апла, ҫынна чун-чӗререн юрататӑн пулсан, ӑна чӗре ҫумӗнчен хӑйпӑтса кӑларма ҫӑмӑл-ши вара?
XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Йӗри-таврах хупӑрласа илнӗ ҫӑра тӗтре ҫӗр ҫумӗнчен хӑпса майӗпен тӳпенелле улӑхать.
XI // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Вӑл каччӑ аллисене хӑй ҫумӗнчен вӗҫертрӗ те ҫемҫен тӗртсе ярса пӗтӗм вӑйран килӗ еннелле чупрӗ.
VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Пӗлтӗр илепер июнь пуҫламӑшӗнчех гектар пуҫне 178,3 центнер ешӗл курӑк панӑ, лешсем ҫӗр ҫумӗнчен ҫӗкленеймен те.
Биологи меслечӗн пӗлтерӗшӗ пысӑк // Владимир МУТИКОВ. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 4 с.
Хӳме ҫумӗнчен яштака пӳллӗ, сарлака хул-ҫурӑмлӑ ҫын уйрӑлчӗ те Виктора хулӗнчен тытрӗ.От забора отделился стройный широкоплечий человек и взял Виктора под руку.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Ӑшӑ та уҫӑ сывлӑшлӑ ҫӗр ҫумӗнчен каҫхи шӑплӑхра шурӑ тӗтре ҫӗкленет.
Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Пӗр-пӗр пуҫлӑх хӑнана килес-тӑвас пулсан, хӑма пек хытса кайнӑ пулла пӳрт ҫумӗнчен тат та кӗр, тат та кӗр.
Тиха пилӗкне хуҫакансем // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 29–32 с.
«Мӗнле-ха эпӗ капла, таракан пек, мачча ҫумӗнчен урайнелле пӑхса выртатӑп?
XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.