Шырав
Шырав ĕçĕ:
Палюков ҫине ҫулӑмлӑн тинкерчӗ Васса.
XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Арӑмӗн ҫилленӗвӗпе инкекне вӑл шалтан хирӗҫленине ун ҫинчен, Ван-Конет ҫинчен ҫапла ҫулӑмлӑн пере-пере каланӑ тӗрӗслӗх ҫапса хуҫрӗ, кунашкаллине никам та хирӗҫлеймест ахӑр.
XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Пӗчӗк ҫӗклемне пӑрахмасӑрах йӗкӗте мӑйӗнчен ыталаса тытрӗ те хӗр унӑн кушӑрханӑ тутине пӑшӑрханчӑк тутипе ҫулӑмлӑн, вӗрин ҫыпҫӑнчӗ:
9 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Унтан, хӑйӗн ку таранччен пуҫтарӑнса пынӑ савӑк кӑмӑлне хӗр ӗмӗрӗнче пӗрремӗш хут савнине уҫҫӑн та тараватлӑн пӗлтерес хӗпӗртӳпе, Виталие аллисемпе ҫулӑмлӑн ҫупӑрласа илчӗ.
5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Анчах та, тинӗс, хӑйӗн ҫавнашкал ӳкерчӗксемпе мар Данилова хавхалантарса унӑн чунне хӑй патнелле ҫулӑмлӑн туртать.Но не этой картиной море влекло душу Данилова, вызывало восторг и страсть к себе.
Америкӑна кайни // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Хӑйӗнпе паян мӗн пулса иртни ҫинчен малтан Воропаев такӑна-такӑна, унтан ҫулӑмлӑн хавхаланса калаҫма тытӑнчӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Пӗр-пӗринпе ҫирӗппӗн ыталашса, вӗсем самантлӑха хытнӑ пек пулса тӑчӗҫ — икӗ ӳт-пӳ туслӑх туйӑмӗпе ҫулӑмлӑн ҫунса тӑракан пӗр чуна ҫаврӑнчӗ.Крепко обнявшись, они на секунду замерли — два тела — одна душа, горячо горевшая чувством дружбы.
XXIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Пӗрисем тӗксӗм пӑнчӑ пек, теприсем — ҫулӑмлӑн ҫунакан вучах пек ялкӑшаҫҫӗ, хӑшпӗрисем — пысӑк кӗлте пек пӗлӗтелле ывтӑнаҫҫӗ — ку Усть-Невински тракчӗпе пыракан автоколоннӑн прожекторӗсем…
III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Радӑпа Бойчо енне ҫулӑмлӑн пӑха-пӑха илчӗ, лешсем те ӑна салтакланнӑ кӑмӑлпа тенӗ пек пӑхса хӗпӗртерӗҫ.
XIII. Брошюра // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫав таса шухӑшсем, ташӑри пек, пӗр-пӗрин ҫумне сӗртӗнеҫҫӗ те, самантлӑх ыталашса илнӗ хушӑра, ҫулӑмлӑн ҫиҫсе илсе, ҫӗнӗ вут-ҫулӑм, ҫӗнӗ шухӑшсем ҫуратаҫҫӗ.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Ахальтен Штольц ҫав тери ҫулӑмлӑн та чаплӑн кӗрешет-и?
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кисловодскран пӗр виҫӗ ҫухрӑмра, ту хушшинче, Подкумок юхса иртнӗ ҫӗрте Ҫӗрӗ текен чӑнкӑ сӑрт пур; вӑл — ҫутҫанталӑк тунӑ хапха; ку хапха ҫӳллӗ сӑртра ҫӗкленсе тӑрать, хӗвел вара анас умӗн ҫавӑн витӗр тӗнче ҫине юлашки хут ҫулӑмлӑн пӑхса илет.
Июнӗн 12-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
- 1