Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫапла туса пынӑ хӑй ӗҫне кунран-кун Вера Силина, никама систермесӗр-тумасӑр, тӑван халӑхшӑн хаклӑ сӑмахсем пӗлтерӗшне кашни вӗренекен чӗри патне ҫитерсе, унӑн шухӑш-туйӑмӗсене вӗри вут пек ҫулӑмлантарса.
Пире пулӑшакансем // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Кунта, ҫак вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫеҫенхир варринче, ют ҫӑлтӑрсем айӗнче, пушар вырӑнӗнчи кӗле вӗҫтерекен тискер ҫил хӗлхемсене ҫулӑмлантарса вӗрнӗ ҫӗрте, — кунта вӑл, Буг пулӑҫи, тен, хӑйӗн ӗмӗрне те вӗҫлӗ.
XXVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ленин ҫав тери ырӑ кӑмӑллӑ, ӑшӑ чунлӑ, делегатсемпе ӑшшӑн юлташла калаҫни, ҫав тери йывӑр ыйтусене кӗскен те уҫӑмлӑ сӑмахпа калама пӗлни, ҫын чӗринчи ӗмӗте ҫулӑмлантарса чи йывӑр ӗҫсене тума вӑй-хӑват пани, этемлӗхӗн малашлӑхне курма, уншӑн паян ҫапӑҫма, вӗренме кирлине ӗнентерме пӗлни Надя ашшӗн калавӗнче уҫҫӑн курӑнса тӑрать…
«Тӗттӗм ҫӗрсем, вут куҫӗсемпе ялкӑшӑр!» // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Лагутин — Букановски станица казакӗ, иккӗмӗш черетпе суйланӑ Пӗтӗм Российӑри Тӗпӗҫтӑвкомӑн казаксен енӗпе ӗҫлекен председателӗ — казаксен чӗрисене кӑвар пек хӗрӳ те кӑшт тӳрккесрех, анчах чуна пырса тивмелле ҫивӗч сӑмахсемпе ҫулӑмлантарса ячӗ.
VIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Атаман ӗҫсе хӗрӗнкӗленчӗ те чун-чӗрене ҫулӑмлантарса яракан сӑмах ҫавӑрттарчӗ.
11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Сӑмахӗсене кирлӗ пек йӗркелентерсе, наци мӑнаҫлӑхӗн сисӗмне ҫулӑмлантарса яма пикенчӗ.Расстанавливая в необходимом порядке слова, пытался подпалить чувство национальной гордости.
7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫак самантра ҫамрӑк ӑйӑр, такӑнкаласа, тайкаланкаласа, хура ана урлӑ чупса каҫнӑ хушӑра, Григорий чӗринче хӑйне халь кӑна ҫулӑмлантарса янӑ сунар кӑварӗ сивӗнсе кӗлленчӗ, йывӑррӑн хашлатса сывлакан ӑйӑрне мӗнле чупас килнӗ, ҫавӑн пек ҫеҫ хӑвалама тытӑнчӗ Григорий, пан ҫинелле сӑнаса пӑхса илчӗ — каялла ҫаврӑнса пӑхмасть-и-ха тенӗ пек, унтан кӗске пусӑмлӑ ашӑпа юрттарса кайрӗ.
17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
- 1