Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫулсеренхи (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Музей ҫулсерен «Ҫулсеренхи отчёт» пичетлесе кӑларать, унта ҫӗнӗрен туяннӑ ӗҫсене асӑнса тухаҫҫӗ.

Каждый год музей публикует «Ежегодный отчёт», в котором перечисляются новые приобретения.

Метрополитен музейӗ (Нью-Йорк) // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D0%B5%D ... %80%D0%BA)

Ҫулсеренхи йӑлапа, ял халӑхӗ хире ҫурласемпе тухнӑ.

По вековому обычаю в поле вышли с серпами.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫулсеренхи пекех мероприятинче вӗрентӳпе воспитани ӗҫӗнче палӑрнӑ педагогсене тӗрлӗ шайри хисеп хучӗсемпе тата тав ҫырӑвӗсемпе чысларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чи хӑюллӑ тӗллевсем пурнӑҫланччӑр! // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9774-chi-kh- ... clanchch-r

Январӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне ҫулсеренхи Ҫырупа тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Элӗк район ҫыннисем Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Ҫырӑвне хаклаҫҫӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/elek-rajolaxen-cy ... lacce.html

Бульварта, ҫулсеренхи ҫурхи каҫри пекех, лӑках халӑх.

На бульварах, как и всегда в весеннюю пору, было людно.

20 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

2. Ун аслӑ вӑйӗн, ун хӑвачӗн ӗҫӗсене тата патша чапа кӑларнӑ Мардохей мухтавӗ ҫинчен Миди ҫӗрӗпе Перси ҫӗрӗн патшисен Ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса хӑварнӑ.

2. Впрочем, все дела силы его и могущества его и обстоятельное показание о величии Мардохея, которым возвеличил его царь, записаны в книге дневных записей царей Мидийских и Персидских,

Эсф 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Ҫав каҫ Ҫӳлхуҫа патшана ыйхӑ паман, патша вара [тарҫине] асра тытмалли ӗҫсем ҫинчен ҫырса пыракан кӗнекене, урӑхла каласан Ҫулсеренхи кӗнекене, илсе килме хушнӑ; ӗнтӗ ӑна патша умӗнче вуланӑ.

1. В ту ночь Господь отнял сон от царя, и он велел [слуге] принести памятную книгу дневных записей; и читали их пред царем,

Эсф 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Мардохейӗн пархатарлӑ ӗҫӗ ҫинчен патша куҫӗ умӗнчех ҫулсеренхи кӗнекене ҫырса хӑварнӑ.

И было вписано о благодеянии Мардохея в книгу дневных записей у царя.

Эсф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

22. Ҫулсеренхи кӗнекере эсӗ ҫавӑн ҫинчен ҫырнине тупӑн та ҫак хула сутӑнчӑк хула, патшасемпе хуласене пӑлхатса тӑнӑ хула пулнине, 23. иудейсем вара унта яланах кавар тӑвакан ҫылӑхлӑ ҫынсем пулнине, ҫак хулана шӑпах ҫавӑнпа аркатнине вуласа пӗлӗн. 24. Халӗ патша хуҫамӑра ҫакна пӗлтеретпӗр: ҫак хулана туса пӗтерсессӗн, ун хӳмисене юсаса ҫавӑрӑнсассӑн, санӑн Келе-Сирипе Финикийӑна ҫӳреме ҫул пулмӗ».

22. Ты найдешь запись о том в памятных книгах, и узнаешь, что этот город был изменник и смущал царей и города, 23. а Иудеи--отступники, вечно производившие в нем заговоры, по какой причине и был опустошен этот город. 24. Итак теперь извещаем тебя, господин царь, что если построится этот город и восстановятся стены его, то не будет для тебя прохода в Келе-Сирию и Финикию.

2 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

42. Иоаким ӗҫӗсем ҫинчен, вӑл епле асӑхса, йӗркесӗр пурӑнни ҫинчен патшасенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.

42. Сказания о нем, о его развращении и нечестии написаны в книге летописей царских.

2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

33. Ҫакна тата Иосия мӗн-мӗн туса хӑварни ҫинчен те, унӑн чапӗ ҫинчен те, вӑл Ҫӳлхуҫа саккунне епле пӗлни ҫинчен те Иудея патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса хӑварнӑ; унӑн малтанхи ӗҫӗсене тата халӗ асӑннӑ ӗҫӗсене Израильпе Иудея патшисенӗн кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.

33. Это написано в летописи царей Иудейских, и то, что сделано Иосиею, и слава его и его разумение закона Господня; прежние же дела его и ныне упоминаемые описаны в книге царей Израильских и Иудейских.

2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

24. Ун вӑхӑтӗнче мӗн пулса иртнине унчченхи ҫулсеренхи кӗнекесенче ҫырса кӑтартнӑ: Израиль халӑхӗ кирек хӑш халӑхран та, кирек хӑш патшалӑхран та ытларах ҫылӑха кӗрсе Ҫӳлхуҫана хирӗҫле усал ӗҫсем туни ҫинчен, пӗлсе тӑрсах Ҫӳлхуҫана хурлани ҫинчен, Унӑн сӑмахӗсем Израиле мӗншӗн хирӗҫле пулни ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ.

24. Бывшее же при нем описано в прежних летописях о согрешавших и нечествовавших против Господа больше всякого народа и царства, и чем они сознательно оскорбляли Его, и за что слова Господа восстали против Израиля.

2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Левий ывӑлӗсене, ӑру пуҫӗсене, ҫулсеренхи кӗнекене Елиашив ывӑлӗ Иоханан пурӑннӑ вӑхӑтран маларах кӗртнӗ.

23. Сыновья Левия, главы поколений, вписаны в летописи до дней Иоханана, сына Елиашивова.

Неем 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

12. «Патша пӗлсе тӑтӑрччӗ: сан патӑнтан тухса пирӗн патӑмӑра Иерусалима килнӗ иудейсем ҫакӑ пӑлхавлӑ та юрӑхсӑр хулана ҫӗнетме тытӑнчӗҫ: хӳме хӗвеҫҫӗ, унӑн никӗсне сиплерӗҫ те ӗнтӗ. 13. Патша пӗлсе тӑтӑрччӗ: ку хулана туса пӗтерсессӗн, унӑн хӳмине ҫӗнетсе тухсассӑн, хырҫӑ та, куланай та, ытти тӳлеве те пама пӑрахӗҫ, вара патша хыснине сиен пулӗ. 14. Эпир, патшамӑра ӗҫлесе тӑракан ҫынсем, патшашӑн сиенлӗ ӗҫе асӑрхамасӑр тӑма пултараймастпӑр, ҫавӑнпа ӗнтӗ патшана пӗлтеретпӗр: 15. аҫусенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче шыраччӑр — ҫулсеренхи кӗнекере эсӗ ҫакӑ хула пӑлхавлӑ та патшасемпе ҫӗрсемшӗн сиенлӗ хула пулни ҫинчен, ҫав хула ӗлӗкренпех уйрӑла-уйрӑла тухни ҫинчен, ӑна шӑпах ҫавӑншӑн аркатни ҫинчен вуласа пӗлӗн. 16. Ҫавӑнпа эпир патшана пӗлтеретпӗр: ку хулана туса ҫитерсессӗн, хӳмине хӳсе ҫаврӑнсассӑн, эсӗ юханшыв леш енчи пӗтӗм ҫӗрне ҫухатӑн».

12. Да будет известно царю, что Иудеи, которые вышли от тебя, пришли к нам в Иерусалим, строят этот мятежный и негодный город, и стены делают, и основания их уже исправили. 13. Да будет же известно царю, что если этот город будет построен и стены восстановлены, то ни подати, ни налога, ни пошлины не будут давать, и царской казне сделан будет ущерб. 14. Так как мы едим соль от дворца царского, и ущерб для царя не можем видеть, поэтому мы посылаем донесение к царю: 15. пусть поищут в памятной книге отцов твоих, - и найдешь в книге памятной, и узнаешь, что город сей - город мятежный и вредный для царей и областей, и что отпадения бывали в нем издавна, за что город сей и опустошен. 16. Посему мы уведомляем царя, что если город сей будет достроен и стены его доделаны, то после этого не будет у тебя владения за рекою.

1 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

26. Амасиян ытти ӗҫӗсене, малтанхисемпе кайранхисене те, Иудейӑпа Израиль патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.

26. Прочие дела Амасии, первые и последние, описаны в книге царей Иудейских и Израильских.

2 Ҫулс 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫакӑншӑн Ҫӳлхуҫа Израиле ҫилленнӗ, вара ҫав шутлав Давид патшанӑн ҫулсеренхи кӗнекине кӗреймен.

И был за это гнев Божий на Израиля, и не вошло то счисление в летопись царя Давида.

1 Ҫулс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Иоакимӑн ытти ӗҫӗсене, вӑл мӗн-мӗн тунине пурне те Иудея патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.

5. Прочее об Иоакиме и обо всем, что он сделал, написано в летописи царей Иудейских.

4 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

28. Иосиян ытти ӗҫӗсене, вӑл мӗн-мӗн тунине пурне те Иудея патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.

28. Прочее об Иосии и обо всем, что он сделал, написано в летописи царей Иудейских.

4 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Аммонӑн ытти ӗҫӗсене, вӑл мӗн-мӗн тунине Иудея патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.

25. Прочее об Аммоне, что он сделал, написано в летописи царей Иудейских.

4 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

17. Манассиян ытти ӗҫӗсене, вӑл мӗн-мӗн тунине пурне те, унӑн ҫылӑхӗсене, мӗнле ҫылӑхсем тунине Иудея патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.

17. Прочее о Манассии и обо всем, что он сделал, и о грехах его, в чем он согрешил, написано в летописи царей Иудейских.

4 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех