Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫулсен (тĕпĕ: ҫул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑтӑрмӗш ҫулсен вӗҫӗнчех ӗҫлеме пултаракан мӗн пур ҫынсем вулама-ҫырма вӗренсе ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Чӑваш Республикин Строительство министерствипе Шупашкар хула администрацине ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗччен «ҫулсен карттине» туса хатӗрлеме хушнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре ӗҫ укҫипе парӑмсен виҫи 26 млн ытла пухӑннӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/30/chva ... -itla-tenk

Пӗчӗк ачасене те, ҫитӗннӗ ҫынсене те ырра кӑна вӗрентнӗ вӑл, ҫапах та вӑтӑрмӗш ҫулсен вӗҫӗнче тӗрмене ҫакланнӑ.

Куҫарса пулӑш

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Кайран, аллӑмӗш ҫулсен варринче, ӑна тӳрре кӑларнӑ-ха, анчах вӑл тӑван ялне таврӑнман: кунта унӑн килӗ-ҫурчӗ те ҫук, лере вара — арӑмӗ, ачи-пӑчи.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Вӑтӑрмӗш ҫулсен вӗҫӗнчи пӑтӑрмахлӑ вӑхӑтра инкек тӳснӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

«Кӑвак ҫӗмрен» романне Юхма Мишши ҫамрӑк чухнех, утмӑлмӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнчех ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ Чӑвашстан сӑнарӗ // Роза Петрова-Ахтимирова. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с. — 3–6 с.

Пире, арҫын ачасене, уйрӑмах атлет пек тӗреклӗ, пиҫӗ кӗлеткеллӗ Тарзан (ҫулсен шучӗпе хӑй, ҫӗмӗрӗлсе ӳснӗскер, вуннӑра кӑна пулнӑ-ха) джунглире йывӑҫ ҫинчен йывӑҫ ҫине ҫӑмӑллӑн яр! та вашш! ярӑнса-вӑйкӑнса «вӗҫсе» ҫӳрени тыткӑнланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.

Вӑрнарсем ҫулсен тӑрӑмӗ япӑх, сывлӑх сыхлавӗнчи тивӗҫтерӳ пахалӑхӗ пӗчӗк пулнишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Малалла - кӑтартусене лайӑхлатса // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12361-kh ... t-l-nteret

Тинех вӑл паҫӑр вӑрманти ҫулсен пӗр юппи ҫинче тӗл пулнӑ шофера аса илчӗ те аванмарланса кайса пуҫне усрӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Мӗкӗте пиччепе Кӗтерне инке ҫулсен шучӗпе ватах мар-ха, хӗрӗх урлӑ каҫнӑскерсем ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

1990 ҫулсен пуҫламӑшӗнче ҫӗршывра ял хуҫалӑх предприятийӗсем ҫумӗнче хушма хуҫалӑхсем йӗркелес юхӑм сарӑлать.

Куҫарса пулӑш

Яланах яваплӑха туйса ӗҫленӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/01/20/%d1%8f%d0%b ... b5%d0%bde/

Ҫӗнетнӗ «ҫулсен карттинче» территорине тирпей-илем кӗртессипе те сахал мар мероприятисем пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр аталанӑвӗн "ҫул карттине" ҫӗнетӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/01/18/ulat ... ne-cenetne

Ҫулсен акапуҫӗ йӗрлет те йӗрлет сана.

Куҫарса пулӑш

Мучи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 105–108 с.

Сӑнӑма ҫулсен акапуҫӗ ҫапах та сӗртӗннӗ ӗнтӗ, шӑйӑрнӑ: ҫамка ҫинче виҫӗ карт палӑрать, куҫ айӗнче те йӗрсем ҫухалмиех выртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Мучи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 105–108 с.

Тата мӗне кирлӗ-ха ҫулсен иртсен ӑсран тухсах чӗре хыҫҫӑн кайни?

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Ҫулсен чуппи ӑна хулӑнлатайман, хӗр кӗлетки пекех сыхланса юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Ӑна, акӑ, вӑтӑрмӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче пит сӳтсе яватчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

«Хӑш шкулсенче ачасене вӗрентмеллине палӑртса хунӑ. Ашшӗ-амӑшӗсемпе те ыйтусене тӗплӗн сӳтсе явнӑ. Ҫулсен карттине хатӗрленӗ», – тенӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Палӑртса хунинчен чылай маларах юсаса ҫӗнетнӗ Чӑваш Енри виҫӗ шкула // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/01/09/palr ... cnetn-chva

1960-мӗш ҫулсен вӗҫӗнче республикӑра 1 миллион та 229 пин ҫын пурӑннӑ.

В конце 1960х годов в республике проживало 1 миллион 229 тысяч человек.

Пӗлтӗрхи ҫырав пӗтӗмлетӗвӗ: республикӑра халӑх йышӗ чакнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/33586.html

90-мӗш ҫулсен пуҫламӑшӗнче компьютер самани пуҫланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗрсен чиккинчи улшӑнусем // Г.ФЕДОТОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 5 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех