Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫулне (тĕпĕ: ҫул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫичӗ ҫулне ҫеҫ пӗрле пурӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ассӑн сывласа ячӗ Хумкка, сак ҫинчи карттусне илсе, чӗлӗм туртма крыльца ҫине тухасшӑнччӗ вӑл, анчах кил хуҫи унӑн ҫулне пӳлчӗ:

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тепӗр тесен, Ҫтаппанне пуҫӗпех пӗтерсен те аванччӗ, урӑх ун ҫулне пӳлсе ан тӑтӑр.

Куҫарса пулӑш

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппансен ҫулне городовойпа ахаль тумлӑ ҫын пырса пӳлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ӗнтӗ ҫулне пӳлекен никам ҫуккипе кӑшкӑрашма та пӑрахрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан, хӑй хӑранине ҫӗнтерсе, чунакансен ҫулне пӳлчӗ те: — Чарӑнӑр! Ҫулӑм тулалла тухса ҫивиттине хыпса илнине курмастӑр-и-мӗн? Е ялӗпех ҫунтарса яма шутлатӑр-и?! — тесе кӑшкӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анука илсе пыракансен ҫулне пӳлчӗ:

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӑварне уҫса шӑлӗсене тӗрӗслерӗ, хуҫа лаша ҫулне суймасть иккен.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫӑварти чӗлхе вара лӗпӗс кайса сывлӑш ҫулне пӳлсе хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Ывӑлӗ яш-кӗрӗм ҫулне ҫитсен те унӑн амӑшӗнчен пытармалли вӑрттӑнлӑх пулман.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Ванифатий Ванифатьевич, ҫапла чӗнетчӗҫ пулмалла, ҫулне кура мар ҫиҫекен ҫутӑ куҫӗсемпе, Иринӑна хак панӑн сӑнанӑ хыҫҫӑн пукан ҫинчен йывӑррӑн тӑчӗ те ӑна сывлӑх сунчӗ, хӑй ятне каларӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Вӗсем хуҫине пурнӑҫри ҫулне уҫса параҫҫӗ те.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Пул ӑссӑр ывӑл-хӗр ҫулне, Кала ӑна: «Тӑна кӗр!»

Куҫарса пулӑш

Асаттесен шкулӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 61–62 с.

Вӗсен халӗ, пушар малалла ытлашши ан сарӑлтӑр тесе, йывӑҫ каса-каса тӳнтерсе пушар ҫулне пӳлмелле.

Куҫарса пулӑш

45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Палюкпа ун хӳрешки Сятра Кавӗрли — ҫӗнӗ пурнӑҫ ҫулне урлӑ тӑнӑ тӑшмансем.

Куҫарса пулӑш

12 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑрҫӑн пӗрремӗш ҫулне ӗҫлемесӗр ирттерсе ярса иккӗмӗш ҫулне шкулта каллех ачасене вӗрентме тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Патакӗпе вӑл, кӗсмен пек, кимӗ ҫулне тӳрлетме хӑтланать.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗр кӑкшӑм тап-таса шыв ӑсса илчӗ те юрлӑ сукмакпа ҫӳлелле улӑхма пуҫларӗ, анчах та ун ҫулне Кабаргас пӳлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хаҫатӑн кӑҫалхи октябрь — ноябрь уйӑхӗсенче «Ачасене ҫырма, вулама вӗрентнӗ, ырӑ ҫул пилленӗ» статьяна Раҫҫейри педагог тата наставник ҫулне халалланӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Никама та манӑҫа хӑварар мар // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d0%bd%d0%b ... %b0%d1%80/

Наталья Александровна вара шкул ҫулне ҫитмен ачасем хушшинче аннесене халалласа ирттернӗ ӳкерчӗксен конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене чысларӗ.

Куҫарса пулӑш

Уяв каҫӗ пурне те савӑнӑҫ парнелерӗ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d1%83%d1%8 ... %80%d3%97/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех