Шырав
Шырав ĕçĕ:
Управляющи компание ҫулленех улӑштарма ирӗк пур — кун пек чухне укҫана тепӗр ҫулхи пӗрремӗш кварталта куҫараҫҫӗ.
Инвестици тупӑшне ҫухатасран // В.ИЛЬИНА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№
Ҫакна шута илсех, Трак енре ҫулленех ял старостисемпе ял тӑрӑхӗсен Пухӑвӗсен депутачӗсен форумне ирттересси йӑлана ҫирӗп кӗчӗ.
Ялти пурнӑҫ старостӑран нумай килет // Ял пурнӑҫӗ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2010.04.30
Пирӗн районта ҫулленех ҫак уява август пуҫламӑшӗнче анлӑн паллӑ тӑваҫҫӗ.В нашем районе этот праздник ежегодно отмечают в начале августа.
Мӗн пур ҫынсен уявӗ // Ял пурнӑҫӗ. «Ял пурнӑҫӗ», 2009.08.07
В. Шалтыков призӗшӗн велоспортпа ҫулленех ӑмӑртусем пулаҫҫӗ, ӑна Ильич яч. хис. хуҫалӑх йӗркелет.
Физкультурӑпа спорт ӗҫне - пурнӑҫ ыйтнӑ шая // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2002.08.13
Малашне те ҫулленех ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ашшӗн портретне йӑтса Хӗрлӗ тӳремре утма тӗв тӑвать.И впредь каждый год 9-го мая собирается выйти с портретом отца на Красную площадь.
Орден-медальне ҫакса ҫӳреместчӗ // Роза Скворцова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
Чӑваш Ен выльӑх-чӗрлӗх отраслӗнче ҫитӗнӳ тунин ҫӑлкуҫӗсенчен пӗри — апат никӗсне ҫулленех ытлӑ-ҫитлӗ хывни, хресчен ҫуркунне нумай ҫул ӳсекен курӑка сӳрелесе апатлантарнинчен пуҫласа хура кӗрчченех тӑрӑшса вӑй хуни.
Пӗрисен выльӑх апачӗ саппас юлать, теприсен... // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№
Ӑна вӗсем ҫулленех ҫӗртме уйӑхӗн виҫҫӗмӗш вырсарни кунӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.
Муркаш больницинче - тӗрлӗ конкурс ҫӗнтерӳҫисем // Никита АНДРЕЕВ. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№
Чи маттурри, пултарулли ҫулленех Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн парнине тивӗҫет.Каждый год самый лучший, умелый удостаивается приза Главы Чувашской Республики.
Туслӑх, пӗрлӗх ҫӑлкуҫӗсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№
Республикӑн Физкультурӑпа спорт министерстви ирттерекен смотр-конкурсра Патӑрьелсем ҫулленех малти вырӑнсене йышӑнаҫҫӗ.
Унӑн ӑсталӑхӗнчен Ардалион Игнатьев та тӗлӗннӗ // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ҫулленех Купӑрляра хӑнасем пулаҫҫӗ, аслӑ ӑсчаха пуҫ таяҫҫӗ.
Купӑрля ӑс-хакӑл управҫине пуҫ тайрӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
РФ Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пулӑшнипе ӑна ҫулленех ирттереҫҫӗ.
Шупашкарта - ача-пӑча хирургӗсем // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№
Волейбол выляссине сарас, вӗренекенсен сывлӑхне ҫирӗплетес, сывӑ пурнӑҫ йӗркине хӑнӑхса ӳсес тата пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулсенчи чи лайӑх командӑсене палӑртас тӗллевпе ҫулленех «Чӑваш Республикинчи шкулсен волейбол лиги» Чемпионатне ирттереҫҫӗ.
Тушкилсем - виҫҫӗмӗш // Е.ЕМЕЛЬЯНОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22
41. Унӑн ашшӗ-амӑшӗ ҫулленех Иерусалима Пасха уявне ҫӳренӗ.41. Каждый год родители Его ходили в Иерусалим на праздник Пасхи.
Лк 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вӑхӑт нумаях та иртмен, Лисий — патшанӑн пеккунӗ тата ҫывӑх тӑванӗ, патша лартнӑ ҫын — мӗн пулса иртнине питех те кулянса чӑтса ирттернӗ хыҫҫӑн 2. сакӑрвунӑ пин ҫынна ҫити ҫуран ҫар тата пӗтӗм утлӑ ҫарне пуҫтарнӑ та Иерусалим хулине ярса илсе ӑна эллинсем пурӑнакан вырӑн туса хурас тӗллевпе иудейсене хирӗҫ тухса кайнӑ, 3. суя тӗнлисене хӑйсен йӗрӗхӗсен ҫурчӗсемшӗн налук тӳлеттернӗ пек, вӑл Турӑ Ҫурчӗ тӗлӗшӗпе те ҫавӑн пек тума, аслӑ священникӑн вырӑнне вара ҫулленех тӳлевлӗ вырӑн туса хума шутланӑ.
2 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
52. Ҫав куна вара ҫулленех савӑнӑҫлӑн уявласа ирттерме йышӑннӑ, Симон керемрен инҫе мар Турӑ Ҫурчӗ ларакан сӑрта ҫирӗплетнӗ, вара хӑй те, хӑйӗн ҫывӑх ҫыннисем те ҫавӑнта пурӑнма вырӑнаҫнӑ.
1 Мак 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӗсем чӑнахах та хӑватлӑ та вӑйлӑ халӑх пулнине пӗлсе тӑма ӑна вӗсен вӑрҫисем ҫинчен каласа кӑтартнӑ; галатсемпе ҫапӑҫнӑ чухне мӗн тери хӑюлӑхпа паттӑрлӑх кӑтартни ҫинчен, вӗсене мӗнле парӑнтарса хырҫӑ тӳлесе тӑмалла туни ҫинчен, 3. ҫавӑн пекех Испани ҫӗрӗнче унти ылтӑн-кӗмӗл кӑларакан вырӑнсене хӑйсен аллине илес тесе вӗсем мӗн-мӗн туни ҫинчен каласа кӑтартнӑ: 4. хӑйсенчен темӗн чухлӗ аякра пулин те, ӑс тупса, ҫине тӑрса ҫав ҫӗре вӗсем пӗтӗмпех хӑйсен аллине илнӗ иккен, ҫавӑн пекех таҫти тӗнче хӗрринчи патшасем пыра-пыра тапӑнсассӑн та, вӗсем пурне те ҫӗмӗре-ҫӗмӗре тӑкса хӑватлӑн парӑнтарнӑ иккен, ыттисем вара вӗсене ҫулленех хырҫӑ тӳлесе тӑраҫҫӗ-мӗн; 5. вӗсем ҫавӑн пекех Филипа та, Китим патшине Персее те, хӑйсене хирӗҫ тухнӑ ытти патшана та вӑрҫӑра аркатса тӑкса парӑнтарнӑ, 6. темӗн тӗрлӗ вӑйлӑ Ази патшине Антиоха та — хӑйсене хирӗҫ ҫӗр ҫирӗм сӑланпа, утлӑ ҫарпа, вӑрҫӑ ураписемпе, питӗ йышлӑ ҫуран ҫарпа вӑрҫа тухнӑ Антиоха — ҫӗмӗрсе тӑкнӑ вӗсем; 7. ӑна вӗсем, чӗрӗллех тыткӑна илсе, ӑна хӑйне те, ун хыҫӗнчен ларакан патшасене те питӗ пысӑк хырҫӑ тӳлесе тӑмалла тунӑ, вӗсен ҫыннисене саклата илнӗ, вӗсен ҫӗрне валеҫтернӗ, 8. Инди ҫӗрне вара, Мидие те, Лидие те тата ытти лайӑх ҫӗрне те унран туртса илсе Евмений патшана панӑ; 9. вӗсене эллинсем пырса пӗтерме шухӑш тытнӑ иккен, 10. анчах Рим ҫыннисем, ҫавна пӗлсе, вӗсене хирӗҫ пӗр ҫарпуҫне янӑ, ҫапла вӗсене хирӗҫ вӑрҫӑ вӑрҫнӑ, вӗсене темӗн чухлӗ вӗлерсе тӑкнӑ, арӑмӗсене, ачисене тыткӑна илсе кайнӑ, вӗсене ҫаратса тухса ҫӗрне туртса илнӗ, керемӗсене ҫӗмӗре-ҫӗмӗре пӗтерсе, эллин халӑхне халичченех хӑйсене пӑхӑнса тӑмалла туса хӑварнӑ; 11. хӑҫан та пулин хӑйсене хирӗҫ тӑнӑ ытти патшалӑхсемпе утравсене те вӗсем ҫӗмӗрсе тӑкса парӑнтарнӑ.
1 Мак 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
48. Халӑх тем пекех хӗпӗртенӗ, ҫав куна аслӑ савӑнӑҫ кунне ирттернӗ пек ирттернӗ; 49. вара адар уйӑхӗн вунвиҫҫӗмӗш кунне ҫулленех уявласа ирттермелле тунӑ.
1 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
59. Иудӑпа унӑн тӑванӗсем тата пӗтӗм Израиль халӑхӗ вара ҫапла йышӑннӑ: парне вырӑнне ҫӗнетнӗ кунсене ҫулленех хӑй вӑхӑтӗнче — хаслев уйӑхӗн ҫирӗммӗшӗнчен пуҫласа сакӑр кун хушши — савӑнса-хӗпӗртесе уявламалла.
1 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
ЧР Культура министерствипе ҫулленех йӗркелекен «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурса хӑнӑхса ҫитрӗмӗр ӗнтӗ.
Савӑнӑҫ, киленӗҫ кӳрекенсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Куҫ курманнисене общество организацийӗн йышне илни ҫулленех ирттерекен смотр-конкурсӑн хаклавӗсенчен пӗри пулса тӑрать.
Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№