Шырав
Шырав ĕçĕ:
Капитан ӑна ҫине-ҫинех тултарать, перекетлӗн ӗме-ӗме ҫӑтать, кӑвакарма пуҫланӑ хура мӑйӑхне ҫулакалать.Капитан то и дело наполнял ее и бережно высасывал, облизывая черные седеющие усы.
I. Пӗри ҫук // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Эрехне пӗчӗккӗн ҫӑта-ҫӑта ӗҫет, тути хӗррисене ҫулакалать, тата, енчен енне сулланкаласа, Жукова ачашшӑн та сӗмсӗррӗн сӑнтан пӑхать.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Вара пирӗн еннелле ҫав тери тутлӑ шӑршӑ килчӗ те, манӑн сӗлеке юхма тытӑнчӗ, Гарик те тутисене ҫулакалать.
Вӑтӑр пӗрремӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Вӑл хӑйӗн типнӗ тутине чӗлхипе ҫулакалать, хыттӑн, хӑйӑлтатса сывлать.
Кивӗ венец урамӗнче // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Вӑл сулахай урипе аллине кӑна хускаткалать, ҫӑварӗнче пӗр тӗпренчӗк пулмасан та, хушӑран темӗн чӑмлать, типсе куштӑрканӑ тутине ҫулакалать, хӗсӗк куҫне мӑч-мӑч уҫса-хупса, хӑй умӗнче кам-кам тӑнине пӗлме тӑрӑшнӑ пек пӑхкалать.
Пролог // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
- 1