Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫулакаласа (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл тӳп-тӳрӗ ларса, вырӑнтан тапранмасӑр пӗр пек сасӑпа, типекен ҫӳхе тута хӗррисене чӗлхипе ҫулакаласа илсе калаҫать.

Он сидел, выпрямив спину, почти не шевелился и говорил, говорил ровным голосом, облизывая языком пересыхавшие тонкие губы.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Ҫӳлти типшӗрнӗ тутине вӑл чӗлхипе ҫулакаласа илчӗ.

Облизнув пересохшие губы, он продолжил расспрос.

XV. Ухмаха ури канӑҫ памасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страшник тутине ҫулакаласа илчӗ.

Стражник облизнул пересохшие губы.

XV. Ухмаха ури канӑҫ памасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Улпут пек, калатӑп-ҫке, улпут пек, — тутине ҫулакаласа илчӗ Шерккей.

— Как барин, истинно, как барин, — вытер сальные губы Шерккей.

V. Ӑшаланӑ ӑсан хака ларать // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ильяс тутине чӗлхипе ҫулакаласа илчӗ, суранӗ сахалтарах ыратнӑ пек туйӑнчӗ.

Ильяс облизнул пораненное место — и сразу боль утихла.

IV. «Харам пыр» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Ун виҫине астуса юлмарӑр-и? — ыйтрӗ вӑл тӑрӑхланӑ пекрех, чӗлхе вӗҫӗпе тутисене ҫулакаласа.

Не прикинули ее размер? — спрашивала то и дело иронически, облизывая губы кончиком языка.

Иккӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Тарталья ҫавӑнтах, хавассӑн сиккелесе, тутисене ҫулакаласа ларкӑч ҫине улӑхса ларчӗ: кун пеккине хӑнӑхнӑ пулас вӑл.

Тарталья немедленно, с радостными усилиями, вскарабкался на козлы и сел, облизываясь: видно, дело ему было привычное.

XIV // Николай Сандров. Тургенев И.С. Ҫурхи шывсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1952. — 142 с.

Унтан алӑран алла куҫса, такам аллине, питне ҫулакаласа, ҫӳлӗрен ҫӳле хӑпарса, ҫав галёркӑна ҫитрӗ.

Затем она переходила с рук на руки, лизала чьи-то руки и лица, подвигалась все выше и выше и наконец попала на галерку…

VII. Ӑнӑҫсӑр ӗҫ // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.

Ӑҫта пӑхсан та, сӑн-пичӗсенче пурин те праҫник палӑрать: голова, типӗ тытса пурӑннӑскер, халь ӗнтӗ умран юличченех: колбаса ҫиессе ӗмӗтленсе, тутисене ҫулакаласа тӑрать; хӗрсем йӗкӗтсемпе пӑр ҫине ярӑнма каясси ҫинчен шухӑшлаҫҫӗ; карчӑксем вара, нихҫанхинчен те ытлӑрах тӑрӑшса, пӑшӑлтатса кӗлтӑваҫҫӗ.

На всех лицах, куда ни взглянь, виден был праздник: голова облизывался, воображая, как он разговеется колбасою; дивчата помышляли о том, как они будут ковзаться с хлопцами на льду; старухи усерднее, нежели когда-либо, шептали молитвы.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Кӑштах пӗшкӗннӗ пек те ҫав куҫхаршисем, унӑн таса куҫӗсенчен пӑхаҫҫӗ пек; пӗчӗкҫеҫ тутине ӗнтӗ, вӑл вӑхӑтри ҫамрӑксем ун ҫине пӑхса тутисене ҫулакаласа илнӗ, юриех, шӑпчӑк юрри шӑрантарма тесех тунӑ тейӗн; ҫӳҫӗ вара ҫӑхан ҫунатти пек хура, ҫамрӑк йӗтӗн пек ҫемҫе (ун чух хӗрсем ҫӳҫӗсене тӗрлӗ тӗслӗ ҫинҫе хӑюсем яра-яра пӗчӗкҫӗ ҫивӗтсем туман-ха), илемлӗн кӑтраланса анать те вӑл ылтӑнпа тӗрлесе эрешленӗ кунтушӗ ҫине выртать.

Ровно нагнувшись, как будто гляделись в ясные очи; что ротик, на который глядя облизывалась тогдашняя молодежь, кажись, на то и создан был, чтобы выводить соловьиные песни; что волосы ее, черные, как крылья ворона, и мягкие, как молодой лен (тогда еще девушки наши не заплетали их в дрибушки, перевивая красивыми, ярких цветов синдячками), падали курчавыми кудрями на шитый золотом кунтуш.

Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Ӗҫес килнипе тутисене ҫулакаласа тӑракан ҫынсем ирӗксӗрех йӑл кулса янӑ.

И люди невольно улыбались, облизывая сухие, горящие от жажды губы.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

— Эпӗ паян ир сан патӑнта юбка мар, хӗр ҫураҫнӑ, — терӗ Давыдов, шӑрӑхпа ҫуркаланнӑ тутисене ҫулакаласа.

— А я у тебя нынче утром не юбку сватал, а дочь, — облизывая запекшиеся от жары губы, сказал Давыдов.

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Демка Ушаков, ахаль чухне калаҫма юратаканскер тата усал чӗлхеллӗскер, халь арӑмӗ хыҫӗнче, типшӗрекен тути хӗррисене ҫулакаласа, ним чӗнмесӗр, сывлӑшне ҫавӑрмасӑр тӑрать.

Демка Ушаков, обычно говорливый и злой на язык, стоял позади жены, молча облизывая сохнувшие губы, затаив дыхание.

18-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Акӑ пӗр карчӑк кӗлетрен пӗр чара ҫӑнӑхпа пӗр купа ҫӑмарта илсе тухать; авӑ сасартӑк повар чӳречерен шывпа сапса арапкӑна, хӳрине ачашшӑн выляткаласа, тутине ҫулакаласа, куҫ сиктермесӗр чӳрече ҫине пӑхса выртакан йытта, йӗп-йӗпе тӑвать.

А там старуха пронесет из амбара в кухню чашку с мукой да кучу яиц; там повар вдруг выплеснет воду из окошка и обольет Арапку, которая целое утро, не сводя глаз, смотрит в окно, ласково виляя хвостом и облизываясь.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Саша мачча ҫинелле пӑхса выртать, хутран-ситрен типсе кайнӑ тутисене ҫулакаласа илет, эпӗ калпакпа та халатпаччӗ, ҫавӑнпа-и, вӑл мана ҫинчех палласа та илеймерӗ.

Саша лежала, глядя в потолок, изредка облизывая пересохшие губы, и не сразу узнала меня, может быть, потому, что я была в колпаке и халате.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ, чӗлхене ҫулакаласа, вӗресе ҫаврӑнакан кӑпӑк ҫине пӑхса тӑратӑп.

Я, облизываясь, смотрел на кипучие пенки.

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех