Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫула сăмах пирĕн базăра пур.
ҫула (тĕпĕ: ҫул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сакӑр теҫеткене ҫула яхӑн тапхӑрта тӑшмана парӑнтарма пултарнӑ паттӑрсене Элӗк муниципаллӑ округ территорийӗнче те пӳрне хуҫсах шутласа тухма пулать.

Куҫарса пулӑш

Мӑн аслашшӗн вӑрҫӑ ҫулне тӗпченӗ вӗренекен // Эльвира КУЗЬМИНА. http://alikovopress.ru/man-aslashshen-va ... neken.html

Пирӗн республикӑра паянхи куна Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ 65 ветеран, тӑлӑха юлнӑ 988 хӗрарӑм, ҫула ҫитмесӗр тӑшмансен пусмӑрӗнче пулнӑ 26 паттӑр, «Блокадӑри Ленинградра пурӑнакан» паллӑна тивӗҫнӗ 24 ҫын, ҫавӑн пекех 2 пин ытла тыл ӗҫченӗ пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнтерӳшӗн тавах, ветеран! // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/centeryshen-tavax ... eran!.html

Хӑ, ватсупнӑ, ҫак ҫула ҫитсе те хӗр шухӑшӗ пур-шим хӑяматӑн?

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Машина вырӑнтан тапранать, хӑйӑрлӑ ҫула урӑм-сурӑм хурласа, йывӑррӑн ӳхӗрме те мӗкӗрме тапратать.

Куҫарса пулӑш

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫула май тӑван министерствӑна та кӗрсе тухма юрать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмах ҫынни милицие ма васкать? // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Юрӗ, ку вӑл — ҫула май каланӑ шӳт сӑмах ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинче чи мӑнни — ҫын аллинчи кукӑль // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫула май шыраса тупни…»

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинче чи мӑнни — ҫын аллинчи кукӑль // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫӗр ҫинче утмӑл ҫула яхӑн пурӑнакан пуклак чӑваш, Терен ятлӑскер, кулкаласа калать: — Эсир кунта тымар ямах килтӗр пулас, — тет.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми рифмӑсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Проектпа килӗшӳллӗн картишӗнче тротуарсене, автомашинӑпа ҫӳремелли ҫула тунӑ, ларкӑчсем вырнаҫтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗрлӗ енлӗ ӗҫ пурнӑҫланать // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11927-t-rl-e ... urn-clanat

Фельдшерсем тапранса тухсанах пациент патне телефон ҫине бригада ҫула тухни ҫинчен СМС-пӗлтерӳ ҫитет, унта фельдшерӑн телефон номерӗ те пур.

Куҫарса пулӑш

Ҫак професси ҫыннисем пуртан эпир хамӑра шанчӑклӑрах туятпӑр // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11905-cak-pr ... h-tuyatp-r

Масар патне каякан ҫула юсамалла-ха тата пирӗн.

Куҫарса пулӑш

Кӗскен пулин те — чи кирли ҫинчен // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11813-k-sken ... li-cinchen

Ҫула туса пӗтермелле.

Куҫарса пулӑш

Кӗскен пулин те — чи кирли ҫинчен // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11813-k-sken ... li-cinchen

60 ҫула ҫитичченех Геннадий Ксенофонтович йывӑр чирпе асапланса ҫӗре кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

10 ача амӑшӗ // Зоя СТЕПАНОВА. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/05/0 ... ca%d1%88e/

Вӑрҫӑ ачисем те 80 ҫула ҫитнӗ, иртнӗ те.

Куҫарса пулӑш

Вӗсен ячӗсене манмалла мар // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/07/%d0%b2%d3%9 ... %b0%d1%80/

Регионти Сывлӑх сыхлав министерствинче пӗрремӗш кольпоскоп шухӑшласа кӑларнӑранпа 100 ҫула яхӑн иртнӗ, анчах прибор хӑй те, ун ҫинче диагностика та пӗрмаях лайӑхланса пыни ҫинчен каласа панӑ.

Куҫарса пулӑш

Краснокама районӗнчи ял поликлиникинче нацпроект енӗпе ҫӗнӗ кольпоскоп илнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... ln-3755482

Вӗсене салам. Кала, ҫырччӑр ҫыру. Вера, эпӗ татах ыйтатӑп, карттӑ ил те пирӗн ҫула сӑнаса пӑх-ха. Эпир Польша ҫывӑхӗнче, Варшава ҫывӑхӗнчех. Манӑн почта адресӗ: БССР, Белосток облаҫӗ, Родзилов местечки, п/я=100/2. Чернов С.Е. мана ҫакӑн пек адреспа ҫырмалла. Адресне кунта ҫырнӑ пек ҫыр. Сывӑ пулӑр. Апрелӗн 13-мӗшӗ, 1941 ҫул».

Куҫарса пулӑш

Парӑнманскер // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... er-3757134

Юлашки ҫырӑвӗнче Сергей ҫапла ҫырать: «Юлашки кунсенче пурте улшӑнчӗ, пире хӗвеланӑҫнелле куҫарчӗҫ, ҫавӑнпа ҫырма пултараймарӑм тата ирӗк те памарӗҫ. Тухса кайиччен виҫӗ каҫ тӑтӑмӑр. Ирпе виҫӗ сехетре вагона кӗрсе ларсан, поезд тапранса кайнине те сисмерӗмӗр, мӗншӗн тесен питӗ ывӑннӑччӗ. Ӑсатнӑ чух пире хамӑр ӑҫта кайнине каламарӗҫ, нимӗн пӗлмесӗрех кайрӑмӑр. Ҫула май Новосибирскра мунчара шыва кӗтӗмӗр. Тухса кайсан, эпӗ хамӑр ҫулпа кайӑпӑр тесе шутланӑччӗ, анчах тепӗр ҫулпа Омск, Свердловск, Хусан, Мускав урлӑ кайрӑмӑр. Мускавра каллех мунчара ҫӑвӑнтарчӗҫ, пире кӑлармарӗҫ. Эпир финсен ҫулӗпе каятпӑр тесе шутланӑччӗ, анчах Минск урлӑ Старая Польшӑна кайни палӑрчӗ. Мичук — пирӗн ял ҫынни, финсен вӑрҫине хутшӑннӑскер, вилнӗ вырӑнсенче пурӑнатпӑр. Варшава патне ҫитиччен поезд ҫинчен анса 50 километр кайрӑмӑр, питӗ ывӑнтӑмӑр. Килнӗ хыҫҫӑн виҫӗ кун хушши ҫӳреме пултараймарӑмӑр. Ҫитнӗ ҫӗре пирӗн нимӗн те ҫукчӗ, пире граждансен килӗсене вырнаҫтарчӗҫ. Ялта апат ҫимесӗрех ҫывӑрма вырттарчӗҫ. Поляксем вырӑсла пӗлмеҫҫӗ. Сивӗ пулин те, эпир хӳшӗре пурӑнтӑмӑр, анчах ку нимех те мар, нумаях юлмарӗ, сивӗпе вилместпӗр. Чи хӑрушши - кӳршӗри патшалӑх питӗ ҫывӑхра, Германипе юнашар - эпир Милюшпа (Милюш Байгореевич Аливанов, пӗр ялтан пӗрле чӗнсе илсе, пӗрле служит тунӑ). Манӑн 200 тенкӗ пурччӗ, анчах ҫул ҫинче ҫиме тӑкакларӑм. Унтан пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче тухса, кунта ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче килсе ҫитрӗмӗр. Ку ҫырӑва 1941 ҫулхи апрелӗн 13-мӗшӗнче ҫыратӑп, паян поляксен Мӑнкун. Манран стариксемпе ҫамрӑксене салам калӑр. Ҫыру илсен ял хыпарӗсем ҫинчен пӗлтерӗр. Тата Николай адресне ярса парӑр, вӑл ман пата ҫыру ҫыртӑр, мӗншӗн тесен эпӗ унӑн адресне ҫухатрӑм. Халӗ вӑхӑт ҫук, ҫавӑнпа сахал ҫыратӑп. Вӑхӑт ҫитсен татах ҫырӑп. Вера, хӗрсем качча тухман-и-ха?

Куҫарса пулӑш

Парӑнманскер // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... er-3757134

— Каҫа хирӗҫ ҫула тухма хушман: «Каҫхи ҫула кашкӑр картлать», — тенӗ…

Куҫарса пулӑш

10 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Кирек ӑҫталла кайсан та, ыльӑм, ҫула май пӗрер кунлӑха кӗрсе тух-ха ман пата.

Куҫарса пулӑш

9 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Аркадий Давыдович, ҫӗр ҫинче утмӑл ҫула яхӑн пурӑнса, суялӑха питрен те, куҫран та лайӑх уйӑрса илме хӑнӑхнӑ пулас та, куҫкӗрет шӗветсе тӑракана тытса чармалли эпитетсем нумайччӗ ун: «суя чӑпти, суя курланки, суя сӗреки, суя сулнӑкӗ, суя хутаҫҫи, суя лавӗ» тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех