Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫукран (тĕпĕ: ҫук) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хула тӑрӑх татах нумай утма пулнӑран, йӗри-тавра никам та ҫукран пӑртакҫӑ хӗпӗртенӗ пек пултӑм.

Я даже рада, что мне надо долго идти по городу, что никого нет кругом.

21 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӗрисем — ку япала ухмахланни, ӗҫ ҫукран ӗҫ, ҫитменнине — тӗшмӗш те терӗҫ, теприсем — йӑлтах урӑхла: тумаллах, ку вӑл пуриншӗн те усӑллӑ, терӗҫ.

Одни говорили, что это глупости, пустяковая затея и даже суеверие; другие, наоборот, кричали, что сделать так непременно надо, это будет всем полезно.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Доктор пӳлӗмӗнче эпӗ халиччен пулманччӗ-ха, унта нимӗн йӗрки те ҫукран тӗлӗнтӗм кайрӑм.

Я в первый раз был у доктора и удивился, что в комнате такой беспорядок.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Фронтовиксем тылри хуласенче яланах ҫавӑн пек — хулари шӑплӑхран тата унӑн пурнӑҫӗнче тивӗҫлӗ йӗрке ҫукран тӗлӗнсе ҫӳреҫҫӗ.

Так обычно ходят фронтовики по улицам тылового города, удивляясь тишине и беспорядку его жизни.

27 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Халӗ, шыв ҫукран, ӑна «Тип ҫырма» теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чукалсем ҫапла калаҫҫӗ... // Н.НИКОЛАЕВА. Шӑмӑршӑ хыпарӗ, 2019.07.23

Тепӗр енчен пӑхсан, питӗ пултаруллӑ хӗрарӑм: ун пекки ним ҫукран тем туса хума пултарать.

С другой стороны, женщина молодец, такая из ничего может сделать всё.

Пӗрремӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Ҫаксем пурте ӗҫ ҫукран килсе кӗрекен ыйтусем вӗсем.

Не все ли равно, это всё вопросы возникающие от нечего делать.

33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Чӑн та чӑн тенӗрен, хай пуянӑн суя сӑмахне чисти чӑна кӑларсан кӑна, ку ҫӗнӗ пуянӗ, ҫукран пур пулнӑскер, каллех халӑхсем енне ҫавӑрӑнса ларсан: «Итлӗр-халӗ, ватӑсем, пуянсем, ӗлӗк, эпӗ ҫук ҫын чухне, сире темӗн тӗрлӗ тӗрӗсне кала-кала параттӑм, эсир уп чухне манӑн ӑслӑ сӑмахӑмсене сума сумасӑр, шанмасӑр, манах ухмах тесе вӑрҫаттӑр; халӗ эпӗ сирӗн пек пуян пулсан, сирӗнпе пӗрле сӗтел хушшинче калаҫса ларнӑ чухне, сире суя суйса каланӑ сӑмахсене те эсир: «Пулӗ те ҫав, ах вӑл епле пит вичкӗн шӑллӑ шӑши пулнӑ-ши?» – тесе, чӑна кӑларса тӗлӗнсе ларатӑр», – тет вӗсенчен кулса.

Куҫарса пулӑш

Иван Юркин // Вичкӗн шӑллӑ шӑши. https://vulacv.wordpress.com/2019/04/30/ ... %88%d0%b8/

Чӑвашсен пин-пин ваттисен сӑмахӗ ним ҫукран ҫуралман ӗнтӗ.

Слово тысяч чувашских стариков не родилось конечно из ничего.

Ҫынсем ухмахлана пуҫланӑ-ши? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/4757.html

Ун пек чухне вара, ман ПТК карточки ҫукран, ирӗксӗрех ҫул укҫишӗн 4 тенкӗ ытларах кӑларса хума тивет…

В этом же случае, от того что у меня нет карточки ПТК, без вариантов за проезд приходится выкладывать на 4 рубля больше...

Транспорт реформи — ырламалла е хурламалла? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/4736-%D0%A2% ... 0%BC%D0%B0

Хӑй пӗччен ӳснӗрен, никампа калаҫма ҫукран ачисене тӑван хыҫҫӑн тӑван парнеленӗ вӑл.

От того, что она росла одна, не с кем было поговорить, детям она дарила друг за другом родных.

Нушаллӑ-телейлӗ пурнӑҫ // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Укҫа-тенкӗ ҫукран унта каяйман.

Из-за отсутствия денег туда не смогла поехать.

Нушаллӑ-телейлӗ пурнӑҫ // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Ҫапах ҫамрӑксем ӗҫ ҫукран хулана куҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Сӑваплӑ ӗҫ ҫынсене ырӑ еннелле улӑштарать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Унсӑрӑн йӗркене пӑсакансем айӑплав ҫукран хӑйсене пушшех ирӗклӗ туйӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ту Магомед патне каять // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Вӑрҫӑн тертлӗ ҫулӗсем, икӗ йӑмӑкӗ сасартӑк чирлесе пурнӑҫран уйрӑлни, амӑшӗ татӑлса йӗни, ашшӗ вӑрҫӑра пуҫ хунине пӗлтерекен хура хут, 1944 ҫулхи выҫлӑх, апат ҫукран шыҫӑнса кайнӑ ҫынсем, таканлӑ ҫӑпатасемпе уйра крахмал пуҫтарни, вунулттӑри хӗрача саккӑрти тата улттӑри йӑмӑкӗсемпе пӗрле пуҫ ҫӗклемесӗр тырӑ вырни, Канаша вӑкӑрпа тырӑ леҫме кайса асап курни...

Тяжелые годы войны, внезапная болезнь двух сестер и их смерть, рыданья матери, черная весть о гибели отца на войне, голод 1944 года, опухшие люди от голода, собор крахмала в лаптях с колодками, совместная уборка зерновых шестнадцатилетней девушки сестренками с восьми и шести лет от роду, страдания при вывозе зерна в Канаш быками...

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

17. Ҫавӑн чухне Иеремия пророк урлӑ калани пурӑнӑҫа килнӗ, вӑл ҫапла каланӑ: 18. «Рама хулинче уласа, кӑшкӑрса макӑрнӑ сасӑ илтӗнет: Рахиль хӑйӗн ачисемшӗн йӗрет, вӗсем ҫукран чунне пусараймасть» тенӗ.

17. Тогда сбылось реченное через пророка Иеремию, который говорит: 18. глас в Раме слышен, плач и рыдание и вопль великий; Рахиль плачет о детях своих и не хочет утешиться, ибо их нет.

Мф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Ун патнелле пӗшкӗнсе, хаяррӑн асаплантараканран кулса, вӑл ашшӗсен чӗлхипе ҫапла каланӑ: «ывӑлӑм! хӗрхенсем мана, эпӗ сана тӑхӑр уйӑх варӑмра йӑтса ҫӳрерӗм, виҫӗ ҫул кӑкӑр сӗчӗпе тӑрантартӑм, сана тутӑ усрарӑм, ҫитӗнтертӗм, вӗрентрӗм. 28. Тархаслатӑп сана, ачамҫӑм, тӳпепе ҫӗр ҫине пӑхса ил, унта мӗн пуррине курса, ҫакна йӑлтах Турӑ нимӗн ҫукран пултарнине, этем йӑхӗ те ҫапла пулса кайнине пӗлсем эсӗ. 29. Ан хӑра ҫак ҫынвӗлеренрен, хӑвӑн пиччӳсене тивӗҫлӗ пул та йышӑн вилӗме, ҫапла эпӗ Турӑ ырӑлӑхӗпе сана пиччӳсемпе пӗрле ҫӗнӗрен тупам» тенӗ.

27. Наклонившись же к нему и посмеиваясь жестокому мучителю, она так говорила на отечественном языке: сын! сжалься надо мною, которая девять месяцев носила тебя во чреве, три года питала тебя молоком, вскормила и вырастила и воспитала тебя. 28. Умоляю тебя, дитя мое, посмотри на небо и землю и, видя все, что на них, познай, что все сотворил Бог из ничего и что так произошел и род человеческий. 29. Не страшись этого убийцы, но будь достойным братьев твоих и прими смерть, чтобы я по милости Божией опять приобрела тебя с братьями твоими.

2 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Прописка ҫукран ӗҫе илмеҫҫӗ.

От того что не было прописки, не брали на работу.

Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Ӗҫ ҫукран пропискӑна тӑратмаҫҫӗ.

Из-за отсутсвия работы не ставили в прописку.

Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Ӗҫ ҫукран пропискӑна тӑратмаҫҫӗ.

В прописку не ставят из-за отсутствия работы.

Хӑрасан та каялла чакман // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех