Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуйӑхашса (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Альберт ҫакна урӑхла пулма та пултарайман япала вырӑнне йышӑнса, йӑпанусемпе йӗпхӗрсе ӳснӗ, вӑл мӗн те пулин ыйтнине тивӗҫтермесен, ун еккине ямасан, акӑш-макӑш ҫуйӑхашса, ӑшӗнчи мӗнпур чӑкӑртӑшне шӑртлантарса, суя куҫҫульпе чыхланнӑ, мӗн алла лекнӗ, ҫавна ватнӑ, ҫӗмӗрнӗ, ҫӗтнӗ…

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Эпӗ сывлӑшра ҫакӑнса тӑратӑп, хам нимӗн те тавҫӑраймастӑп, тусӑмсем манӑн аялта хӑранипе ҫуйӑхашса йӗнине ҫеҫ илтетӗп.

Болтаюсь я в воздухе, ничего не понимаю, только слышу, как подружки визжат и ревут со страху.

Туслӑх // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Тӗксӗм сӑн-питлӗ Кубань хӗрӗсем ҫуйӑхашса понтон ҫинчен чупса анчӗҫ.

Крикливые, возбужденные, сбежали с понтона смуглые кубанские девчата.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Ачасем ӑна ҫуйӑхашса кӗтсе илчӗҫ.

Дети встретили ее криком.

I // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.

Хӑйсен кил хапхи умӗнче пӗр хура куҫлӑ типшӗмкке илемлӗ хӗр Григорий патне ҫуйӑхашса чупса пычӗ те тӳрех ӑна мӑйран уртӑнчӗ, унӑн кӑкри ҫумне чӑмӑртанса ларчӗ.

У ворот своего база сухощавая черноглазая красавица-девка с разбегу с визгом кинулась ему на шею, забилась на груди.

24 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗрремӗш сотня хыттӑн кӑшкӑрса, ҫуйӑхашса пырать, кӑшкӑрашу тӑваттӑмӗш сотня ҫине те куҫрӗ.

Первая сотня взвыла трясучим колеблющимся криком, крик перенесло к четвертой сотне.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Йывӑр самантра макӑрни — ҫуллахи уяр ҫанталӑкри ҫумӑрпа пӗрех; амӑшӗ, хӑйӗн ухмах, яка мар, хӗрарӑм сӑмахӗсемпе ҫуйӑхашса, Натали пуҫне хӑйӗн путса кӗнӗ хырӑмӗ ҫумне чӑмӑртарӗ; Мирон Григорьевич, тарӑхса ӳксе, крыльца ҫине чупса тухрӗ.

Плач в тяжелую минуту — что дождь в майскую засуху; мать прижала к впалому животу Натальину голову, причитая нескладное, бабье, глупое; а Мирон Григорьевич, распалясь, — на крыльцо.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Йӗри-таврах шӑри-шари ҫуйӑхашса ӳлеҫҫӗ хӗрарӑмсем, канӑҫсӑррӑн хӑлхисене шӑмараҫҫӗ, лавсем ҫумнелле чӑмӑртанса, маклата-маклата илеҫҫӗ вӑкӑрсем…

Кругом взвизгивали и выли бабы, беспокойно стригли ушами лошади, взмыкивали, прижимаясь к возам, быки…

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Гетьки, пуҫне ҫӑл хӑвӑлӗнчен пӑхнӑ пек пӗшкӗртсе, ҫуйӑхашса кайнӑ ачасене пӑхса ҫаврӑнать, пӑкӑ-пӑкӑ вӑрӑм хырӑмне хыҫса илет, ачасене каҫарнӑ пек пулса кулкалать.

Тот, наклоняя голову, будто в колодец засматривая, оглядывал бесновавшихся ребят и чесал длинный тугой живот, снисходительно улыбался.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗлӗт айӗнче, ҫунаттисене сарса пӑрахса, хӑлат явӑнать, ун хыҫҫӑн хура кураксем ҫуйӑхашса хӑвалаҫҫӗ.

Под тучей, раскрылатившись, колесил коршун, его с криком преследовали вороны.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех