Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуйкӑнланса (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӳрех илтрӗ: умра, таҫта катара, такамсем, чунтан ҫуйкӑнланса, шӑв-шавлӑ, кӗрӗс-мерӗс калаҫаҫҫӗ, кӑшкӑрашкалаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Ула Тимӗр хурава ҫуйкӑнланса, чӑтӑмсӑррӑн кӗтрӗ, анчах эрне, ик эрне, уйӑх иртрӗ — ҫыру пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Анчах ун ахрӑмӗ иксӗлсе-ейӗлсе ҫухалма та ӗлкӗреймерӗ — каллех леш сасӑ (арҫын сасси!) ҫӗнӗ халлӗн, харсӑррӑн илчӗ ҫуйкӑнланса:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Мӑрса хӑй те туйрӗ, ӗмӗтсемпе аташнӑран вӑл чунтан ҫуйкӑнланса кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

14. Ӗмӗтсем, ӗмӗтсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Чӑнах, ҫав крепь хучӗ тени ӑҫта вӑл пирӗн, Ятламас? — кун ҫинчен пӗрремӗш хут илтнӗ пек ҫуйкӑнланса ыйтрӗ Ахтупай.

Куҫарса пулӑш

10. Ҫухалнӑ ҫынсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эс, мӑрса, йӑлт ман сӑмахсене калатӑн, — чунтан ҫуйкӑнланса Элӗке чавсинчен чӑмӑртарӗ Сарри мӑрса.

Куҫарса пулӑш

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑмӑлтан ҫуйкӑнланса ашкӑнчӑк ача пек кӑшкӑрса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗтӗм чунпа ҫуйкӑнланса ҫитнӗ воинсем ниепле те лӑпланса ҫывӑрса кайма пултараймарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Иван Васильевич чунран ҫуйкӑнланса каллех сӑмах калама тапратрӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫакӑн пек чунпа-чӗрепе ҫуйкӑнланса ҫитнӗ, канӑҫа йӑлтах ҫухатнӑ кунсенчен пӗринче Тукай патне ҫӑви-ҫуми пӗрӗхсе йӗкӗлтесе тӑракан ҫумӑр витӗр икӗ юлан ут пырса ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫаксене мӗн пурне курса тӗкӗрҫӗсем хӑйсен килӗсем ҫинчен ытларах ҫуйкӑнланса шутлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ан палкаса тӑр, тасал кунтан! — терӗ ратник чунтан ҫуйкӑнланса.

Куҫарса пулӑш

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫапла тулашса, чунтан ҫуйкӑнланса нумайччен мӑкартатрӗ Пикпав.

Куҫарса пулӑш

18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пикпав шухӑшӗсене пуҫтарма ӗлкӗрчӗ пулас, Ятламас ҫине тӗмсӗлсе пӑхса илчӗ те вӑл ҫуйкӑнланса калаҫма пуҫларӗ:

Куҫарса пулӑш

18. Сухала хитрешӗн ҫеҫ ӳстермеҫҫӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ахтупай кӑҫалхи ака туйне пӗтӗм чунтан ҫуйкӑнланса кӗтнӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

13. Сӗрен хыҫҫӑн // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хӑйне тем пек лӑпкӑн тытма тӑрӑшсан та вӑл пӗтӗм чунтан ҫуйкӑнланса тӑнине Чураппа та сиссе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

8. Чалӑмри тус // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«Ах, чунӑмҫӑм, ман телейӗм, ман ӑрӑсӑм, — терӗ Эрнепи кӑмӑлтан ҫуйкӑнланса.

Куҫарса пулӑш

11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫавнашкалах, унчченхи пекех, ӗҫлеҫҫӗ, апат ҫиеҫҫӗ, ӗҫеҫҫӗ, ҫывӑраҫҫӗ, вилеҫҫӗ, ҫуратаҫҫӗ, юратаҫҫӗ, кураймаҫҫӗ, тинӗс енчен варкӑшса килекен тӑварлӑ сывлӑшпа сывлаҫҫӗ, пысӑк тата вак-тӗвек ӗмӗт-шухӑшсемпе ҫуйкӑнланса пурӑнаҫҫӗ.

Так же, как и раньше, работали, ели, пили, спали, умирали, рожали, любились, ненавидели, дышали солоноватым с моря ветерком, жили, одолеваемые большими страстями и малыми страстишками.

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Пӗр ҫӗре пӗрлешсе сӗрлекен нумай-нумай сасӑсем хушшинче ҫав ҫинҫе сасӑ кӗркунне малтанхи тӑмсем ӳксе сарӑхтарнӑ вӑрманта тискер кайӑкӑн ҫӗнӗ йӗрри тӑрӑх хӑйӗн эшкерӗпе хӑваласа пыракан вӗшле ама йытӑ ыттисенчен уйрӑмах ҫуйкӑнланса, антӑха-антӑха кайса хаяррӑн йӗрсе-ӳлесе вӗрнӗ пекех яр уҫҫӑн уйрӑлса илтӗнет.

Он резко выделялся из слитной массы голосов, как выделяется из общего гона осенью в лесу, тронутом первыми заморозками, страстный, захлебывающийся, яростно плачущий лай гончей суки, идущей вместе со стаей по горячему следу красного зверя.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех