Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пӗлмест-тӗр хӗр ӑҫта чӗнет Тин ҫеҫ вӑраннӑ ҫамрӑк чунӗ, Мӗнле хӗлхемпеле вӑл ҫунӗ, Ӑҫта ун туйӑм ҫиҫкӗнет?
I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Вӑрман чӑтлӑхӗн мӑнаҫлӑ ҫутӑ хушӑкӗсенче симӗс ылтӑн хыпа-хыпа ҫиҫкӗнет.В величественных просветах лесных дебрей вспыхивало зеленое золото.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.
— Маншӑн унта, — хуравӗ тӳлек, — пӗртен пӗр хумсем кӑна, вӗсен хушшинче утрав пур; вӑл аякрах ҫиҫкӗнет, ҫап-ҫупӑн ялкӑшать.
XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Алли ҫутӑ пайӑрки ҫинчи мрамор пек ҫиҫкӗнет.
XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Куҫӗсенче пӗлтерӗшлӗ те хаваслӑ йӑлтӑртату ҫиҫкӗнет.
X сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Аякра, шыв йӑлтӑртатӑвӗпе асамат кӗперӗлле тӗтре ултавне пула, вӑрман хӑйӗн чӑн симӗс тӗсне ҫухатать, шупка хӗрлӗ тата кӑвак сӗмсемпе ҫиҫкӗнет.
ХIII. Джуджу вӑрманӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
Ҫав вӑхӑтрах, мӗн пулса иртнине ӑнкарма тытӑннӑ май, урӑхла каласан — хама пулӑмсен уйрӑм йӗрне-паллине асӑрхамашкӑн хистесе, куратӑп: сӗтел тавра ҫӳллӗ кустӑрмаллӑ, черченнӗн ылтӑнланӑ урапасем куҫса ҫӳреҫҫӗ, вӗсем йӑлтӑркка савӑт-сапапа тулсах ларнӑ, хупӑсен айккинчен пӑс тухать, тӗпӗнче вара спирт ҫунтармӑшсен сенкер вучӗ ҫиҫкӗнет.
XVII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Алӑкӑн бронза хӑлӑпӗн, статуя чӗр куҫҫин, люстра кӗмӗлӗн йӑлтӑртатӑвне палӑртса ҫутӑ йӗрӗ ҫул ҫинче, каҫ ӗнтрӗкӗнче, тусанланса сапаланать, паллӑ мар пӑнчӑ — куҫ кӗскин-и е тимӗр япалан-и… ӑҫтан пӗлес? — мраморла инҫетре пӗр пӗччен ҫиҫкӗнет.
XV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Хейлӗн чарӑлсах кайнӑ куҫӗсенче чараксӑр тилӗрӳ ҫиҫкӗнет; вӑл Блюм еннелле утӑмларӗпе пӗрехчӗ, анчах тытӑнса тӑчӗ, мӗншӗн тесен лару-тӑрӑва уҫӑмлатрӗ.
IV. Хейлӗн юлашки пӑнчи // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Вӑл питне ҫӗклерӗ, Хур Кайӑк Ҫулӗн икӗ енӗпе те ушкӑн-ушкӑн ҫӑлтӑр ҫав тери хиврен йӑлтӑртататаь те ҫиҫкӗнет, — вӗсен вут-тӗлкӗшӗвӗ тӑрӑх ӗмӗрлӗх ҫилӗ чупа-чупа иртет тейӗн.
Пусма ҫинче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
- 1