Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫиччӗллӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Йӑс-йӑс туса ҫунать ҫиччӗллӗ тӑрпаллӑ лампа.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эпӗ ҫиччӗллӗ явнӑ пушӑпа пӑшал пенӗ евӗр шартлаттарса ҫапма та вӗренсеттӗм.

Куҫарса пулӑш

Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.

Пӗртен-пӗр ҫиччӗллӗ лампа салтак арӑмӗн кӑкӑрӗнчи пек йывӑр тӗтӗмлӗхе сиреймест.

Куҫарса пулӑш

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хутран касса тунӑ пукане ҫинче чӑваш хӗрарӑмӗн пуҫа сурпан сырас вӑрттӑнлӑхне, качча каякан хӗр йӗрри йӗнине, ӗлӗкхи чӑвашӑн пиҫиххине виҫҫӗллӗ, пиллӗклӗ, ҫиччӗллӗ явса тунине кӑтартни жюри членӗсемшӗн те, конкурсантсемшӗн те кӑсӑклӑ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван чӗлхепе чи лайӑх вӗрентекен – Лариса Данилова // Л.Владимирова. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d1%82%d3%9 ... %b5%d0%bd/

Зоя Сергеевна кухньӑри ҫиччӗллӗ лампӑна ҫутса ячӗ, каялла прихожие тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сӑпани пырса кӗнӗ чухне Ольга Матвеевна сӗтел хушшинче ҫиччӗллӗ краҫҫын лампи ҫутинче темле хутсем пӑхкаласа ларатчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тахҫантанпах путлӗн ҫӑвӑнса курманскер, Калюков сивӗнсе ӗлкӗреймен мунчара кӑҫалхи милӗкпе киленсех ҫапӑнчӗ, пӗтӗм кирӗкне ҫуса тасатрӗ, пӗчӗк чӳречене хура сатин татӑкӗпе карса, ҫиччӗллӗ лампа ҫутсах хырӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Маччаран ҫакнӑ ҫиччӗллӗ краҫҫын лампи ҫутинче вӑл темле хӑрушшӑн курӑнать: пуҫне ҫапса шӑтарнӑ пулас та, юхса тӑнӑ юн, кӑлкан пек шурӑ ҫӳҫе тӑрмалантарса, тем анлӑш кӗвелсе хытнӑ; сулахай алли кравать хӗрринчен лӗнчӗр усӑннӑ; кӗпине тӑршшӗпех ҫурса янӑ та, хырӑмӗ ҫинче кӑвакарнӑ вырӑнсем палӑраҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ак, кур-ха, манӑн пӗтемпе те хвалькӑ кӑна, — ҫиччӗллӗ картне кӑтартрӗ Ванюк.

Вот, гляди, у меня одна шваль, — Ванюк раскинул на столе семерки.

II. Ял мыскарисем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Электричествӑ хыҫҫӑн пиллӗклӗ тата ҫиччӗллӗ краҫҫын ламписем шӑши куҫӗ пек ҫеҫ туйӑнатчӗҫ.

После электричества пятилинейные и семилинейные лампы казались жалкими коптилками.

Пробошник // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Анчах пӳртре ҫенӗкринчен нумаях ҫутӑ мар — клеенкӑпа витнӗ тӑваткал сӗтел тӗлӗнче тӑрпасӑр, пысӑках мар хӑюне антарнӑ ҫиччӗллӗ лампӑ ҫакӑнса тӑрать, хӑйӑвӗнчен тӗтӗм ҫип пек тӑсӑлать, мачча ҫине унӑн вылянчӑк мӗлки ӳкет: шупка тӗксӗм ҫутӑ ҫывӑхри тӗттӗме кӑна сирет, сӗтелтен виҫ-тӑват утӑмри ҫитсӑ чаршав карнӑ сарлака йывӑҫ кроватьпе лутра сентре аран-аран курӑнаҫҫӗ, стена ҫумӗнчи савӑт-сапа шкапӗн кантӑк алӑкӗсем тӗксӗммӗн ҫуталаҫҫӗ, ҫур пӳрте йышӑннӑ пысӑк вырӑс кӑмаки хыҫӗнчи шӑратса тунӑ кивӗ кӑмканран шултра тумламсем таз ҫине пӑнт-пӑнт тумлаҫҫӗ.

Однако в избе было ненамного светлее — над квадратным, покрытым клеенкой столом висела семилинейная лампешка без стекла, с прикрученным фитилем, он пускал тонкие струйки копоти, отбрасывая на потолок текучие тени; неверный, сумеречный свет раздвигал лишь близкую темень, а уже в трех-четырех шагах от стола с трудом можно было различить широкую деревянную кровать, задернутую ситцевым пологом, низко нависшие полати; посудный шкафчик в простенке тускло отсвечивал стеклянными дверцами; из старинного литого рукомойника возле большой, занимавшей пол-избы русской печи звонкими горошинами падали в таз крупные капли.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

«Хур-ха пӗтӗм банкна!» тесе кӑшкӑрса янӑ, тет, Вулич чи хӗрӳллӗ понтерӗсенчен пӗрне: «манӑн ҫиччӗллӗ карт каять», тесе каланӑ, тет, лешӗ чупса кайнӑ майӑн.

«Поставь ва-банк!» — кричал Вулич, не подымаясь, одному из самых горячих понтеров: «идет семерка», — отвечал тот, убегая.

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех