Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитӗшне (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вара мӗн вӑй ҫитӗшне тусан вӗҫтерме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ишет те кирпӗчне мӗн вӑй ҫитӗшне аяккалла ывӑтать.

Куҫарса пулӑш

XXIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вара алкум алӑкне мӗн вӑй ҫитӗшне кӗрӗслеттерме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Чылайччен, вӑй ҫитӗшне пухса, мӗхлете-мӗхлете, эхлете-эхлете, ирхи сывлӑм сырӑннӑ, лӑштӑркка торф мӑкӗнчен пӗтӗм ывҫипеле ҫатӑрла-ҫатӑрла тытса, ӑна тымарӗ-мӗнӗпех ҫӑла-ҫӑла, тӑпӑлтара-тӑпӑлтара, чакаланчӗ, мекеҫленчӗ вӑл ҫӳлелле, чӑм шывах ӳкрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тӑркаларӗ вӑл ҫапла, хӑштик-хӑштик сывлакаласа, суранран юн сӑрхӑнма пӑрахсан ҫеҫ каллех тӑвалла пур-ҫук вӑй ҫитӗшне кӳлсе, тӗтӗшсе, ӗхлете-ӗхлете тӑрмаланма пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ӳт-пӳри унта-кунта ырату самаях сӗвӗрӗлсен, кӑмӑлӗ ҫаврӑнсан, кӑмпаҫӑ асӑрханса, вӑй ҫитӗшне пухса, йӑтӑнса, ахлата-ахлата, пехлете-пехлете, кукӑрӑлса ури ҫине тӑнӑ пеки турӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех