Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитӗнсен (тĕпĕ: ҫитӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем ялан килте пулмӗҫ, ҫитӗнсен ирӗкелле саланӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Сӗм вӑрманта этем пырса ал хуман ҫимӗҫ, лайӑх ӳссе ҫитӗнсен те, никама усӑ кӑтартаймасть.

Куҫарса пулӑш

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тен, Санарпуҫӗнче вӗренекенсенчен те хӑшӗ те пулин ҫитӗнсен ҫак кӑсӑклӑ профессие суйласа илӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӳссен эсӗ кам пулатӑн? // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10982-ss ... am-pulat-n

Вӑл ҫитӗнсен хӑй кӑмӑлланӑ ӗҫре тӑрӑшасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Ӳссен эсӗ кам пулатӑн? // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10982-ss ... am-pulat-n

Ҫитӗнсен, ывӑлӗ лаша вӑрлакан пулать.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗр манми хуйхӑ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кӗркунне, чӗпписем ҫитӗнсен, пире аҫипе амине паратӑр.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫитӗнсен Рома Никитин хӑй кам ҫунатти айӗнче «ҫын пулнине» ан мантӑрччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ырӑ ырӑпах таврӑнтӑрччӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 8 с.

Эпӗрех ӑна сухаласа пар, тырӑ ак, ҫӑмла ӑна, ҫитӗнсен пуҫтарса кӗрт.

И мы же их должны обрабатывать, пахать, сеять, полоть, убирать урожай.

Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

(Ҫитӗнсен тин тӗне кӗртнипе ялта ӑна икӗ ятпа та чӗнеҫҫӗ.

Крестился он уже взрослым, и в селе за ним так и остались оба имени — христианское и языческое.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ырвӑлӗ ӳссе ҫитӗнсен Лӗхтинкка тата ытларах аташса кайнӑ.

Когда подрос сын, Лехтинка и вовсе свихнулся.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Чӗпсем тӑмаҫҫӗ ҫитӗнсен Чӗп амӑшӗпе витӗнсе.

Куҫарса пулӑш

XVI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Тӗллевлӗ шухӑш — ӗҫ тӑрлавӗ; Телей, ҫав шухӑш ҫитӗнсен.

Куҫарса пулӑш

XIV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Аттем ман пулнӑ питӗ кутӑн, Аннем юлман унтан пӗр утӑм — Асап эп курнӑ ҫитӗнсен: Пӗлмен эп, мансӑрах вӗсем Качча пама сӑмах хытарнӑ, Анчах та вӑхӑтне пытарнӑ.

Куҫарса пулӑш

II // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ӳссе ҫитӗнсен журналист профессине суйлӗҫ-ши паянхи шкул ачисем — маларах татса калама ҫук, анчах та хаҫат ӗҫӗнчи опыт вӗсене пурнӑҫра та кирлӗ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Журналистикӑпа ачаран кӑсӑкланни пурнӑҫра та пулӑшать // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9148-pallash ... 15-04-2022

Ҫамрӑк хунавсем ҫитӗнсен юра ҫил-тӑман вӑхӑтӗнче тытса чарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑҫсем ҫула юр хӳсе каясран хӳтӗлӗҫ // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d0%b9%d1% ... e%d0%bbec/

Ӳссе ҫитӗнсен хамӑр ялта та шӑпӑрлансене выляса йӑпанмалли вырӑн йӗркелес шухӑш ҫуралчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ача сасси пулсан ял пурӑнать, унӑн малашлӑхӗ пурри те курӑнать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d0%b0%d1% ... %b0%d1%88/

— Эпӗ ӳссе ҫитӗнсен, — тӑсрӗ Давенант ассӑн сывласа, — пуҫӑма тем те пӗр пырса кӗретчӗ.

— Когда я вырос, — продолжал Давенант, вздохнув, — многое мне приходило на ум.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Ҫитӗнсен ҫӑварне ҫӑрапа питӗрчӗ тейӗн: ӑҫта, кампа ҫӳрет — нимӗн те каламасть.

Куҫарса пулӑш

Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 134–165 c.

Сашук ҫитӗнсен ашшӗллӗ ачасене курсан куҫҫулӗ юхтармалла пулмӗ-ши?

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Манӑн «карлик» ӳссе ҫитӗнсен питех кулмалла пулса тӑчӗ, — вӑл пысӑк пулсан та, пӗчӗк ача пекех ашкӑнма пуҫларӗ.

Когда мой «карлик» подрос, очень стало смешно наблюдать, как это громадное животное по-ребячьи шалит и резвится.

«Карлик» // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех