Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитсӑ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Амӑшӗ кӗтесри ҫитсӑ чаршав хыҫӗнче ларакан кравать патне кайрӗ; Андрей, сӗтел патӗнче ларса, нумайччен вӑл ӑшшӑн йӑшӑлтатса кӗлтунине тата ассӑн сывла-сывла илнине илтрӗ.

Она ушла в угол, где стояла кровать, закрытая ситцевым пологом, и Андрей, сидя у стола, долго слышал теплый шелест ее молитв и вздохов.

XX // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Елена сайра хутран Инсаровпа сӑмах хускатать; Зоя шлепкине икӗ пӳрнипе тытса пырать, лаптак пуҫлӑ ҫутӑ-кӑвак ботинка тӑхӑннӑ урисене ӳт тӗслӗ барежевӑй ҫитсӑ платьи айӗнчен килӗшӳллӗн кӑларкаласа пусать, е айккинелле, е хыҫалалла пӑхкаласа илет.

Елена изредка менялась словами с Инсаровым; Зоя придерживала двумя пальчиками край широкой шляпы, кокетливо выносила из-под розового барежевого платья свои маленькие ножки, обутые в светло-серые ботинки с тупыми носками, и посматривала то вбок, то назад.

XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Ҫитсӑ татӑкӗпе килӗшместӗн пулсан — лар та слон кӗлеткине ӳкер, хӳреллӗ те мӑйракаллӑ ту.

Ну, не хочешь тряпку, — сидела бы слона рисовала, с хвостом, с рогами.

Вӑрманти тӗтӗм // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 77–104 с.

Мӗнле те пулин ҫитсӑ татӑкӗ илеҫҫӗ… пукане тӑваҫҫӗ, унтан вара — ай-ай, ой-ой, тесе йӑпатаҫҫӗ.

Возьмут какую-нибудь тряпку, лоскутик… куклу сделают: «Ай, ай! Бай, бай!»

Вӑрманти тӗтӗм // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 77–104 с.

Ӗҫлекенсем кӑнтӑрла тӗлнелле тата ытларах пӑшӑрхана пуҫларӗҫ, вӗсен ҫурӑмӗсене крахмал сӗрсе икшер татӑк ҫитсӑ ҫыпӑҫтара-ҫыпӑҫтара хучӗҫ.

В полдень волнение усилилось: немцы стали нумеровать работающих — жирно мазали спины крахмалом и наклеивали по два белых матерчатых квадрата.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Ҫитсӑ пирки те иккӗленмелле-ха, те парӗ, шет памӗ те.

Да и то это еще «бабушка надвое сказала»!

Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Ӗҫ ӑнӑҫмасан вӑл пурнӑҫне ҫухатма пултарать, ашшӗ ним те ҫухатмасть, ӗҫ ӑнӑҫсан, ашшӗ нимӗҫсенчен темӗн чухлӗ мул илет, Степка вара ашшӗ аллинчен — пӗр татӑк ҫитсӑ илӗ.

В случае неудачи он рискует расстаться с жизнью, отец ничем не рискует, а в случае удачи отец получит от немцев кучу добра, а он за ради Христа из отцовских рук — отрез материи.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Ҫапла шухӑшланӑ хыҫҫӑнах: ку ӗҫшӗн чечеклӗ ҫитсӑ кӑна ыйтни сахал пулать, тесе шутласа илчӗ.

 Решил он и тут же подумал, что одной материи, пожалуй, будет мало за такое дело.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Йӑмӑкӗ вара ҫитсӑ татӑкӗсем карса парӑссем тӑва-тӑва хурать.

Сестрёнка прилаживала паруса из тряпочек.

Шӑши ҫури тинӗс тӑрӑх ҫӳреме пуҫлани // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.

Акӑ халӗ те Нюшкӑ чӳречесем ҫинчи ҫитсӑ каррисене сирнипе пӳлӗмре ҫуталса кайсан, вӑл тӳсеймерӗ — ӑна урисене тӑсса ҫаклатрӗ те, хӑй патнелле туртса илсе, аллисене унӑн тӗреклӗ хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ.

Вот и сейчас, когда после того, как Нюшка раздвинула ситцевые занавески на окне и в комнате посветлело, он не удержался — протянув ноги захватил ее, после чего притянул к себе, опустил руку на ее тугое плечо.

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Акӑ мӗншӗн Ксени Дымшаков тӗрӗс мар калаҫнине текех итлесе выртма пултараймарӗ — кӑна тума унӑн чӑтӑм ҫитместех! — ҫитсӑ чаршава сирчӗ те сӗтел патне тухрӗ.

Вот почему, слушая вздорные рассуждения Дымшакова, Ксения наконец не выдержала, — это было просто свыше ее сил! — отдернула ситцевый полог и вышла к столу.

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Корней пуҫне ҫӗклерӗ те ҫитсӑ чаршав карнӑ кравать ларакан кӗтеселле пӑхрӗ.

Корней поднял голову и посмотрел в угол, где стояла задернутая ситцевым пологом кровать.

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Анчах пӳртре ҫенӗкринчен нумаях ҫутӑ мар — клеенкӑпа витнӗ тӑваткал сӗтел тӗлӗнче тӑрпасӑр, пысӑках мар хӑюне антарнӑ ҫиччӗллӗ лампӑ ҫакӑнса тӑрать, хӑйӑвӗнчен тӗтӗм ҫип пек тӑсӑлать, мачча ҫине унӑн вылянчӑк мӗлки ӳкет: шупка тӗксӗм ҫутӑ ҫывӑхри тӗттӗме кӑна сирет, сӗтелтен виҫ-тӑват утӑмри ҫитсӑ чаршав карнӑ сарлака йывӑҫ кроватьпе лутра сентре аран-аран курӑнаҫҫӗ, стена ҫумӗнчи савӑт-сапа шкапӗн кантӑк алӑкӗсем тӗксӗммӗн ҫуталаҫҫӗ, ҫур пӳрте йышӑннӑ пысӑк вырӑс кӑмаки хыҫӗнчи шӑратса тунӑ кивӗ кӑмканран шултра тумламсем таз ҫине пӑнт-пӑнт тумлаҫҫӗ.

Однако в избе было ненамного светлее — над квадратным, покрытым клеенкой столом висела семилинейная лампешка без стекла, с прикрученным фитилем, он пускал тонкие струйки копоти, отбрасывая на потолок текучие тени; неверный, сумеречный свет раздвигал лишь близкую темень, а уже в трех-четырех шагах от стола с трудом можно было различить широкую деревянную кровать, задернутую ситцевым пологом, низко нависшие полати; посудный шкафчик в простенке тускло отсвечивал стеклянными дверцами; из старинного литого рукомойника возле большой, занимавшей пол-избы русской печи звонкими горошинами падали в таз крупные капли.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пӳртрен, пуҫне ҫитсӑ ҫӗтӗкӗпе ывӑтса тӗртнӗ утиял татӑкӗ пӗркенсе, пӗр хӗрарӑм тухрӗ.

Из хаты вышла женщина с рядюжкой на голове.

VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑл пир йӗм тата ҫитсӑ кӗпе тӑхӑннӑ, пилӗкне пӑхӑр тӑхаллӑ сарлака чӗн пиҫиххи ҫыхнӑ.

Он в холщовых штанах и в ситцевой рубашке, подпоясанной широким ремнем с медной бляхой.

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Акулькӑпа Юлькӑна ҫитсӑ параҫҫӗ.

Акульке и Юльке выдали на кофты яркого ситчику.

Пыллӑ пӗремӗк // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Арӑмне валли польски ҫитсӑ илсе килнӗ хӑй.

Привез жене польского ситцу.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пасара, лӑпӑ ӑшне хупса, тӑрантарса самӑртнӑ тӑватӑ мӑшӑр кӑвакал илсе кайрӗ, вӗсене сутрӗ те, лавккана кӗрсе, арӑмне валли чечеклӗ ҫитсӑ илсе тухрӗ; киле кайнӑ тапраннӑччӗ ҫеҫ вӑл (урипеле урапа тукунне тӗренлесе тевӗрш хытарса тӑратчӗ), — ҫав самантра ун патне пӗр ют ҫын пырса тӑчӗ.

В кошелке отвез на базар четыре пары кормленых уток, продал; в лавке купил жене ситцу в цветочных загогулинах и совсем собрался уезжать (упираясь в обод ногой, затягивал супонь), — в этот момент подошел к нему человек, чужой, не станичный.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Чей ӗҫме ларас умӗн Корней килйышӗсене Мускавран кӳнӗ кучченеҫсем валеҫсе пачӗ: амӑшне ҫӗрҫӗн тутӑр, Федькине картинӑллӑ кӗнеке, хӑй тӑванӗн чӗлхесӗр ачине жилетка, арӑмне кӗпе ҫӗлеме ҫитсӑ пачӗ.

Перед чаем Корней роздал московские гостинцы домашним: матери шерстяной платок, Федьке книжку с картинками, немому племяннику жилетку и жене ситец на платье.

I // Феодосия Ишетер. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 93–110 стр.

Крыльца ҫинче ула ҫитсӑ кӗпе тӑхӑннӑ Анна Чернявкина тӑрать, вӑл тутӑрсӑрах, тӑнлавӗ тӗлӗнчи хӗрлӗ кӑтрисене лӑпкӑ ҫил вӗҫтерет.

Анна Чернявкина стояла на крыльце в пестром ситцевом платье с непокрытой головой, от легкого ветерка у ее висков шевелились рыжие кудряшки.

VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех