Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитсенех (тĕпĕ: ҫит) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Завьялов вӗсене хӑй валли рубеж — чикӗ пек суйласа илчӗ, вӗсем патне ҫитсенех вӑл каялла таврӑнать: вӑхӑт улттӑ патне ҫывхарса пынӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Анчах тепӗр кун ҫитсенех, Володя хӑйӗн туйӑмӗ пӗтнине, нимӗнле юрату та ҫуккине, вӑл пачах та пулманнине туйса илнӗ, уншӑн пулсан арҫын ачасемпе стадиона каясси «лешӗ» телефонпа шӑнкӑртаттарасса кӗтнинчен нумай кӑмӑллӑрах пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Васса фермӑна ҫитсенех тӳсеймест ӗнтӗ, йӑлтах каласа парать.

Куҫарса пулӑш

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Паян та, каҫпа фермӑна ҫитсенех, мӗн пурра-ҫукка йӑлтах пӑхса ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хваттере ҫитсенех поэтӑн «ылтӑнӗпе» паллашрӑм: Ашмарин словарӗн тин кӑна тухнӑ томӗсем, Павло Тычина, Янка Купала, Галактион Табидзе, Самед Вургун тата ытти паллӑ поэтсен кӗнекисем иккен!

Куҫарса пулӑш

Уяртсан… // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ҫитсенех бригадӑн-бригадӑн уйӑрчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Кайран вара ӗшенсе ӳкетӗн те киле ҫитсенех вырӑн ҫине тӑсӑлса анатӑн — пӗр талӑк катӑлчӗ ак…

Куҫарса пулӑш

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

…Саня ҫӗркаҫ киле ҫитсенех Меркурие пырса ҫапӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

— Тӗвенеше ҫитсенех, Элексантӑр патне кӗрсенех пӗлтерчӗҫ те, чунтан савӑнса кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

«Ӑҫта мӗнле вырнаҫтарчӗҫ, сывлӑхӗсем мӗнле — ҫитсенех пӗлтер», — хушса ячӗ Григориуна стройтрест управляющийӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

«Ӳссе ҫитсенех тухса кай ку ҫуртран, — теттӗм вара Володьне, — кукку патне кай, ун ҫумӗнче этем пулӑн, аҫу ҫумӗнче выҫ куҫлӑ кашкӑр пулӑн», — теттӗм.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Унта ҫитсенех Елюка аса илеттӗм те ӑна куҫӑмсемпе шырама тытӑнаттӑм.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Тӑвай муниципаллӑ округӗ ертӳҫи Владимир Михайлов Улянкӑ ялӗнчен республика ертӳҫи патне шӑнкӑрав ҫитсенех ҫак ялта пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ыйту пур, апла хуравламалла // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60722

Улт-ҫич сула ҫитсенех чӗрӗ ача ҫак уя хайӗн юлташӗсемпе пӗрле лаша ҫитерме ҫӳренӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Хваттере ҫитсенех таса кӗпе-йӗм илсе юхан шыв хӗррине васкарӑм.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

— Ҫӗнӗ хыпар, Укаслу, — терӗ ҫитсенех.

Куҫарса пулӑш

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Акӑ пилӗксӗмӗр те патька-патша патне ҫитсенех хӗр тупса пар, авланасчӗ, теме тытӑнӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Э-э-э, Савантер, мӗн тери хыпар калам сана! — кӑшкӑрса ячӗ Укапи, пуян пӳрчӗ патне ҫитсенех.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑхан куҫне ҫӑхан чавмасть // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тапӑра ҫитсенех учӗ ҫинчен лаплатса ӳкнӗ паттӑр йӗкӗт.

Куҫарса пулӑш

Пролог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗрре, ҫапла ирхине, пӗр ушкӑн вӑрманта, Хӗрсе ӗҫе ӗҫлеме тытӑннӑ вӑхӑтра, Ҫул ҫинче шӑнкрав сасси илтӗчӗ, Вӗсем тӗлне ҫитсенех чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех