Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Эпӗ ҫакӑн патне ҫитнинчен.
XXXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Сантӑрпа Наҫтик малтанах Плаки ытла та ир килсе ҫитнинчен тӗлӗннӗччӗ, парне ҫинчен сӑмах хускатнине илтсен ҫуйланчӗҫ, Анук пирки калаҫу пырасса тавҫӑрса илчӗҫ.
XV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
«Тен, вӗсем шут тӑваҫҫӗ? — тесе шухӑшлать вӑл, шалтӑрах халтан кайнӑскер, хӑй кунта мӗнле утса ҫитнинчен тӗлӗнсе.«Может, он шутит? — все-таки мелькает слабая надежда в мозгу сразу обессилевшего от горя парня.
Шупашкар пасарӗнче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Казилин хулинчи халӑх гладиаторсем сасартӑк килсе ҫитнинчен хӑраса ӳкрӗ, Спартака хирӗҫ хула влаҫӗн представителӗсене ячӗ, хулана кӗме кансӗрлемерӗ.
XIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Гвозден хӑйне епле тытни вӑл питех те аптраса ҫитнинчен, пирӗн отряд кризиса кӗрсе ӳкнинчен килнӗ».Это было поведение обреченного, случай с Гвозденом — проявление кризиса в нашем отряде…
20 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ним айӑпсӑр, судсӑрах стена ҫумне тӑратма та пултараҫҫӗ; персе пӑрахма пултараҫҫӗ, куҫ умӗнчех этем кӑвакарса ҫитнинчен кулнӑ хыҫҫӑн ирӗке яма пултараҫҫӗ.
7 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Карап хытӑ пычӗ пулсан та, ҫӗр мӗншӗн час курӑнманнине ҫамрӑк капитан халь анчах ӑнланма пултарчӗ: «Пилигрим» ишсе тухнӑ ҫул Америка ҫыранӗ патне ҫитнинчен икӗ хут вӑрӑмрах пулнӑ иккен.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Малтан хатӗрленӗ план пурнӑҫа кӗресси халӗ ӗнтӗ пӗтӗмпех партизансем вӑхӑтра ҫитнинчен килет.
Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Ҫынсен шанчӑкӗсем ҫухалчӗҫ, кирек мӗн пулсан та пурпӗрех тесе, пуҫӗсене усрӗҫ, ку вара ывӑнса ҫитнинчен те хӑрушӑрах.
Сюркум сӑмсахӗ // Александр Галкин. Арсеньев В.К. Тайгари тӗлпулусем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 178 с. — 139–147 с.
Эпӗ вӗсем чечексемпе кӑна тӑранса пурӑнаҫҫӗ тесе шутланӑ, — терӗ Сергей, Саша инкен хурчӗсем алла вӗренсе ҫитнинчен тӗлӗнсе.
7 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.
Ҫурт патне хам епле ҫитнинчен те астӑваймастӑп эпӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Эпӗ Иоанна д'Арк ҫинчен калакан легенда ӑҫтан тата мӗнле ҫитнинчен тӗлӗнтӗм, кӑшт чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн, Лукерьйӑран вӑл миҫе ҫултине ыйтрӑм.
Чӗрӗ вилӗ // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 143–155 с.
Ахальтен мар эп малтан хам пӳрт тӗлне ытла час ҫитнинчен тӗлӗнтӗм.То-то мне показалось и сначала немного чудно, что так скоро пришел домой.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Выҫлӑх тени вӑл аптраса вӗҫне ҫитнинчен те ытларах тарӑхтаракан туйӑм.
II. Шур кӗрӗклӗ ҫыннӑн ҫӑкӑр чӗлли // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Шӑплансан, Бьюмонт, хӑйӗн ҫӗнӗ пӗлӗшӗсем ыйтнипе, хӑй ҫинчен пыракан калавне тӳрех Пӗрлешӳллӗ Штатсене пырса ҫитнинчен пуҫласа ячӗ.
XX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Карчӑк ӑна ӗненсе ҫитнинчен ним тӗлӗнмелли те ҫук», — лаша ҫинче ларса пынӑ май, пуҫне пӑркаларӗ И стрелок.Не удивительно, что совсем задурил старуху», — И стрелок сокрушенно покачал головой.
II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.
Часах манӑн та вилес черетӗм ҫитет, вилӗмрен ним чухлӗ те хӑрамастӑп эпӗ, тен вӑл пурӑнасчӗ-ха тесе вӑй-халӑм ҫитнинчен те ытларах тунипе пуль.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ӑна халӗ Ольӑна хӑваласа ҫитни пит те кирлӗ пек, ӑна ҫитнинчен пулас пурнӑҫри нумай ырлӑхсем килмелле пек, халӗ ҫакӑнта, чечекленекен тутлӑ шӑршсемпе ӳсӗртсе яракан ҫаран ҫинче халиччен калама хӑюллӑх ҫитереймен сӑмахсене пӗтӗмпех калас пек туйӑнчӗ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
13. Эсир куракан асап этем тӳсмелӗх анчах; Турӑ шанчӑклӑ; Вӑл сире вӑйӑр ҫитнинчен ытла сӑнамӗ, сӑнанӑ чухне чӑтса ирттермелӗх сире ҫӑмӑллӑх та парӗ.
1 Кор 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫынна вӑю ҫитнинчен ытлашши ан шантар; пӗр шантарсассӑн — парӑма татас ҫын пекех тӑрӑш.16. Не поручайся сверх силы твоей; а если поручишься, заботься, как обязанный заплатить.
Сир 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1