Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитмелле (тĕпĕ: ҫит) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӗнӗ касран Вӑрманхӗрри Шӑхаль урлӑ тухса вӑрмана ҫитмелле, малалла Хуравай кӳлли патне, унтан кӳлле шыв илсе ҫитерекен ҫырма урлӑ каҫса хура вӑрмана кӗрсе пӗр виҫӗ километр утмалла.

Куҫарса пулӑш

Мишша тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 103–108 с.

Директорпа Лидия Ивановна Журавлевӑн паян района ҫитмелле иккен.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Паян унӑн учительсем хатӗрлекен аслӑ шкулта пӗрле вӗреннисемпе ирттерекен тӗл пулӑва ҫитмелле.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Тепӗр кун инҫе ҫула тухакансен кӑнтӑрла иртсе икӗ сехет тӗлне Ҫатракассине ҫитмелле.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Кӑштахран Пантее такам: «Паянхи савӑнӑҫ пӗр санӑн ҫеҫ мар, арӑмун та, ҫулталӑкри Света хӗрӳн те. Васкамалла санӑн, хӑвӑртрах киле ҫитмелле», — тесе каланӑн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 69–77 с.

Эсир пӗлетӗр-ӑнланатӑр вӗт, пирӗн паян ӗнер кая юлнине хӑваласа ҫитмелле.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Кашни кун ӗҫ умӗн те, ӗҫ хыҫҫӑн та хулан пӗр вӗҫӗнчен тепӗр вӗҫне ҫитмелле.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ӗҫессе вара какӑричченех ӗҫме юрать, анчах харпӑр хӑй урипех киле ҫитмелле.

Куҫарса пулӑш

Улах саланчӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 48–50 с.

Кӗҫех мӑнакка ҫитмелле».

Куҫарса пулӑш

9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

«Юнашар района, Аслӑ Пралла ҫитмелле пулать, унта темле майпа чиркӳ сыхланса юлнӑ. Пӗр кунта ҫаврӑнса килейместӗп пулӗ», — шухӑшлать салтак арӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пурин те ҫар комиссариатне ҫитмелле.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл пуянлӑхсене тупас тесен, тусен тытӑмне лайӑххӑн пӗлсе ҫитмелле пулнӑ, нумай тӗпчесе сӑнаса ҫӳремелле пулнӑ.

Нужно было изучить строение гор и произвести большие работы по разведке, чтобы найти эти богатства.

Кавказри хуҫалӑх строительстви // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.

— Анчах пирӗн шӑп вунӑ сехете ҫитмелле.

Куҫарса пулӑш

19. Каҫчен… // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Анчах та гражданки вӑтӑртан иртсе кайнӑ, — ачи-пӑчисем шкулта, кӗҫ-вӗҫ персе ҫитмелле, упӑшки мунчара тейӗпӗр, вӑл та часах таврӑнмалла…

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Сирӗн КП патне мӗнле ҫитмелле?

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫак кунсенчех ҫитмелле вӗсем сирӗн пата.

Куҫарса пулӑш

XXX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Унта ҫитмелле, кунта ҫитмелле.

Куҫарса пулӑш

XXII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫу-ук, ҫакӑн патне ҫитмелле мар.

Куҫарса пулӑш

VIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Срокчен страхлав пенсийӗ палӑртас тапхӑрта ҫемьери ачасем пурте сакӑр ҫула ҫитмелле.

На момент обращения за установлением досрочной страховой пенсии все дети в семье должны достичь 8 лет.

Нумай ачаллӑ амӑшӗсен срокчен маларах пенсие каймалли прави ҫинчен // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/sotsiall-kh- ... en-3433568

Тӳлев ҫак эрне вӗҫӗнче ҫитмелле.

Куҫарса пулӑш

Укҫа фермерсем патне ҫитнӗ // Вера МИХАЙЛОВА. http://www.hypar.ru/cv/news/ukca-fermers ... atne-citne

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех