Шырав
Шырав ĕçĕ:
ҫитейми (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑйӗн ӗҫӗсем ҫинчен тата хуҫалӑхри ӗҫӗсем ҫинчен шухӑшлама та унӑн вӑйӗ ҫитейми пулнине кура, Егоровна мӗн пулса иртни ҫинчен ҫав вӑхӑтра Петербургри гварди пехотти полкӗсенчен пӗринче службӑра пулнӑ ҫамрӑк Дубровскине пӗлтерме кирлине туять.
III сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
13. Санӑн килӳ, тӳпенӗн тӳпи, ҫынсем ҫитейми ҫӳлте, Эсӗ вара Хӑвӑн халӑхна, Израиле, Хӑвӑн мухтавна кӑтартма кӑмӑл туса ҫак вырӑна тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ.
3 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: сурану санӑн тӳрленсе ҫитейми, чирӳ санӑн питех те хаяр; 13. санӑн тавӑҫна никам та тишкермест; им-ҫам та ҫук сурану валли, сана сиплетейместӗн; 14. сана тусусем пурте манса кайрӗҫ, сана шырамаҫҫӗ: йӗркесӗр ӗҫӳ ытла та нумай, ҫылӑхусен шучӗ те ҫук, ҫавӑнпа сана тӑшманусем аркатмалла турӑм, сана хаяррӑн хаса патӑм.
Иер 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Чӗрем хавшаса ӳкнипе Сана тӗнче хӗрринчен тархаслатӑп; мана хам ҫитейми чул ту ҫине тӑратсам: 4. Эсӗ — манӑн тарса хӑтӑлмалли вырӑнӑм, Эсӗ — тӑшманран хӑтаракан тӗреклӗ хӳтлӗхӗм.
Пс 60 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1
- 2