Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫитеймест (тĕпĕ: ҫит) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑй куллен-кунах ҫитӗнсе улшӑнса пынине Савтепи хӑй те хӑнӑхса ҫитеймест пулас-ха, кӗпи айӗнчен чӑп-чӑмӑррӑн палӑрса тӑракан ҫӳллӗ кӑкӑрне вӑтанса шурӑ аллипе хупланӑ пек тунӑ.

Казалось, Савдеби и сама еще не привыкла к своему новому обличью, руки ее стыдливо прикрывали упруго торчащие груди.

Хӑвалӑхра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пӗтӗм ялта пӗр пуян, Ӑна никам ҫитеймест.

Куҫарса пулӑш

Сарӑ хӗр // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

«Ку ырлӑха мар пулӗ, ниепле те хӗл пулса ҫитеймест, халь декабрь сиввисем тӑмалла, — шухӑшларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Пулса иртнӗ ӗҫрен шалт тӗлӗнсе кайнӑ хаким ниепле те тӑна кӗрсе ҫитеймест курӑнать-ха.

Куҫарса пулӑш

3. Урасмет хаярлӑхӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗр вӗҫӗм кӗре-кӗре тухнипе пӳрт ӑш-чикки ӑшӑнса та ҫитеймест.

Куҫарса пулӑш

Иртнине манма ирӗк ҫук // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/01/14/%d0%b8%d1% ... %83%d0%ba/

«Сӑпайлӑх» ҫитеймест иккен ҫамрӑксен…

Куҫарса пулӑш

8 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Паймукӑн лашине ҫитеймест те ӗнтӗ, — тӑрӑхларӗ Павлуш.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хӑвӑртлӑхӗ «Самолет», «Кавказ-Меркурий» пӑрахутсенне ҫитеймест пулин те, ҫул ҫӳреме меллӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

«Ҫук, эп хам айӑплӑ. Ҫавӑн пек таса чуна юратмашкӑн ман туйӑм та, пӗлӳ те, ҫитеймест пулмалла», — тесе хӑйне хӑй айӑплать вӑл.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Хӗвтӳ ҫитеймест.

Куҫарса пулӑш

XII // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Пирӗн провод вӗсем патне ҫитеймест, Костырево урлӑ ҫеҫ калаҫкалатпӑр.

У нас своего провода к ним не хватает, приходится разговаривать через Костырево.

ХII сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Вӗҫне чул муклашки ҫыхнӑ кантра ывӑтса Род хушӑк сарлакӑшне виҫрӗ; вӑл вун тӑватӑ фута кӑшт ҫеҫ ҫитеймест.

Забросив бечевку с привязанным к ней камнем, Род смерил досадное расстояние: оно было почти четырнадцать футов.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 141–146 с.

Ҫитменнине, тӗттӗмрех ҫав кӗҫӗр, ҫурла пек уйӑхӑн таврана ҫутатмалӑх та хевти ҫитеймест.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Лавккаҫӑ кӑлара-кӑлара хуни аван, анчах «ҫакӑ» тесе ҫирӗппӗн каламалӑх шая ҫитеймест.

Что приносил лавочник, было хорошо, но не вызывало ясного и твердого «да».

V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

— Ара, ҫапах та, лашу виҫеллӗ пӗвне пӗр-икӗ вершук таранах ҫитеймест пулмалла санӑн, лашу казака тивӗҫлӗ мар, — тет Иона.

— А ведь в лошадке твоей, пожалуй, двух вершков не хватает, не по казаку лошадь, — сказал Иона.

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Амӑшӗ тем вӑхӑт хушши пуҫтарӑнса ҫитеймест, ашшӗ вара, «Кая тӑрса юлтӑмӑр ӗнтӗ» — тесе ятлаҫса мӑкӑртатать, анчах ытла ҫиленсе мар…

Мама долго одевается, а папа говорит, что уже поздно, сердится и ворчит, но не очень сердито…

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Ҫӗр мамӑк ҫиппи епле хитре пулсан та ҫӑм ҫипписене ҫитеймест.

Как бы красивы ни был шерстяные нити, шерстяная пряжа лучше.

Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Шлюпка пире хуса ҫитеймест ӗнтӗ: сӑмсах ӑна пирӗн куҫ тӗлӗнчен пӳлчӗ.

Шлюпки пиратов уже не нужно было бояться: мысок скрыл ее из виду.

XVII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

— Сан ҫапла каламаллаччӗ: мана ӑна турӑ янӑ, ваше превосходительство, турӑ калла илчӗ, ҫавӑнпа та ман ӳпкелешме халӑм ҫитеймест, темеллеччӗ…

— «Так как оно мне от господа послано, то я, ваше превосходительство, не ропщу…»

IV // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Унӑн хӑюлӑх ҫеҫ ҫитеймест, атту вӑл — таҫта ҫӳлтех пулмалла.

Он только храбрости лишен, а то — быть бы ему высоко.

III // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех