Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫирӗммӗш (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эх, ҫирӗммӗш ӗмӗр ӳпли — пуйӑсри купе!

Куҫарса пулӑш

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Латти-йӗркийӗ вара ҫирӗммӗш ӗмӗр иртмесӗр те пулмасть пулас.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ун хыҫҫӑн эпӗ, вунсаккӑрта тесе суйса, сестрасен курсне вӗренме кӗтӗм, тепӗр виҫӗ уйӑхран фронта тухса кайрӑм, тата виҫӗ ҫултан, — ҫирӗммӗш ҫулне ӗнтӗ, Петрограда таврӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

— Халӗ эсир виҫҫӗр ҫирӗммӗш чертежа тупӑр, — ӑнлантарать тӗп инженер телефонпа такама уҫӑ мар хулӑн сассипе Иринӑна сӑнанӑ май.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ку вӑл Кремльре коммунистсен нумай йышлӑ пухӑвӗ — историе партин Ҫирӗммӗш съезчӗ текен ятпа кӗрсе юлнӑ пуху пуличчен пӗр ҫулталӑка яхӑн малтан пулса иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

11. Иртнӗ ҫуркунне // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Котлована хулан ҫирӗммӗш шкулӗ ҫывӑхӗнче чавнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫурта хирӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60474

Ку палатӑра-и е хулара пысӑкран та пысӑк эрешмен карти ҫине Филипп Сидорович кулкаласа пӑхса тӑрать пек: «Вунтӑххӑрмӗш ӗмӗртен ҫирӗммӗш ӗмӗре пуҫӗпех таврӑнсан ку эрешмен картипе унти ҫынсем ҫинчен пӗр-пӗр роман та ҫырса кӑтартма пулать пуль», — тет пек.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Йӑнӑшатӑн, Никон Никонович, эп халь вунтӑххӑрмӗш ӗмӗрте пурӑнатӑп, ҫирӗммӗш ӗмӗр чиккине ҫывхарса пыратӑп, — ӑнлантарчӗ Филипп Сидорович.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Эс, Филипп Сидорович, таҫтан вунсаккӑрмӗш ӗмӗртен кунта, ҫирӗммӗш ӗмӗре, йӑпӑртлӑха таврӑнатӑн та шутсӑр ӑнланмалла мар калаҫатӑн, — тиркешрӗ Саркай.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫирӗммӗш ӗмӗр ҫыннипе, Тарановпа, нумаях та калаҫса чӑрманмарӗ — аяккалла пӑрӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Унта ҫирӗммӗш ӗмӗрӗн шӑрши-марши те ҫук, ҫирӗм пӗрремӗш ӗмӗрте пурӑнакансене вӑл ним тума та кирлӗ пулмасть.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хисеплет вӑл ман пултарулӑха, ӑна эпӗ ҫирӗммӗш меслетпе кӑна сӑтӑратӑп…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Анчах ҫирӗммӗш ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче пурӑнакан ҫынсен, кашни утӑмра тенӗ пекех тӗрлӗрен машина пашлаттарса кӑларакан йӳҫӗ тӗтӗме ӳпке туллин сывлаканскерсен, инҫерех ҫула тухсан нихҫан та ҫуран утас килмест.

Куҫарса пулӑш

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

Пӑкачав Кӑрмӑш хулинчен Улатӑр еннелле утӑ уйӑхӗн ҫирӗммӗш кунӗнче хускалнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫирӗммӗш ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурри пуҫламӑшӗнчех пурнӑҫ майӗпен манерленсе пынӑ пулин те ял ҫынни «атӑ тӑхӑнса ҫӑпатине кӑларса пӑрахманччӗ-ха», анчах вӑл, ҫӑпата, ку тӗлелле хӑйӗн хакне-сумне самаях чакарчӗ, ҫыннӑн ӑс-тӑн (темшӗн-ҫке?) та пурлӑх чухӑнлӑхӗн паллине ҫаврӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Мӗнле материал ҫук, ҫирӗммӗш номерли-и? — пуҫне ялтах ҫӗклерӗ Владимир Сергеевич.

Куҫарса пулӑш

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

1907 ҫулхи февралӗн ҫирӗммӗш кунӗ, иккӗмӗш Государство думи уҫӑлнӑ кун, Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнчи пӗрремӗш класра вӗренекенсем пурте пӗр харӑс кил картине тухрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫирӗммӗш съезд тӗлне эпир гектартан вун пилӗк центнер тӗш тырӑ туса илтӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

VIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Унта хамӑр халӑхӑн ҫирӗммӗш ҫулсенчи пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ кӑсӑклӑ фактсемпе тӗслӗхсем йӗркипех тупма пулать.

Куҫарса пулӑш

Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.

Александр Ивановичӑн ҫирӗммӗш кунне ирттертӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех