Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫапла вӑл ытти ҫипписем ҫумне ҫыхнӑ какай татӑкӗсене те сӑха-сӑха илсе, пур шӑнкӑравсене те шӑнкӑртаттарса тухатчӗ.
Ула курак–артисткӑсем // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.
Лось тимлӗленчӗ, асӗнче географи карттин пӗр пайӗ сӑнарланчӗ, — ҫав самантрах, унӑн шухӑшлавӗн пичет пайӑрӑвӗ пек, тӗтреллӗ шар ҫине хура пысӑк пӑнчӑ ӳкерӗнчӗ: чукун ҫулсен ҫипписем; симӗсрех уйра «Петербург» тесе ҫырни айккинче — «Раҫҫей» сӑмах пуҫламӑшӗн хӗрлӗ пысӑк сас палли.
Тӗтреллӗ шарик // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Ура айӗнче ҫемҫе тачка ковер пек мӑк выртать, ӑна брусника тӗмисем тата кӗтмелӗн типӗ ҫипписем тӗрлесе пӗтернӗ, курӑк ӑшӗнче пӗрлӗхен юн тумламӗсем пек йӑлтӑртатать, кӑмпасем хӑйсен хӑватлӑ шӑршипе йӗкӗлтеҫҫӗ.
III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫакна Ильсеяр та сисрӗ, вӑл бакен ҫинчен кимӗ тӗпне илсе лартнӑ хунарӑн тӗксӗм, тӑтӑшах карӑннӑ ҫумӑр ҫипписем витӗр мӗлтӗртетекен ҫутинче те аслашшӗ кӑмӑллӑн кулкаланине курчӗ.
XIV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Черныш вӑл ӑҫталла пӑхнине пӗлмест: ун ҫинелле-и е хӗвелпе йӑлтӑртатакан ҫумӑрӑн кӗмӗл ҫипписем ҫӳлтен тытса чарайми тӑкӑнни ҫине-и?
XIX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Туратсем ҫинче эрешмен картисен кӑвакрах ҫипписем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Тимӗр бидонпа краҫҫын, мӑлатук, апат-ҫимӗҫ тата тӗрлӗ вӗтӗр-шакӑр: вӑлта йӗпписемпе вӑлта ҫипписем, путаркӑҫсем илсе килнӗ атте.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Хӑшӗ-пӗри халӗ паллах мар-ха, тӗл-тӗл ҫипписем татӑлса каяҫҫӗ, анчах вӑл нимех те мар.Кое-что остается еще неясным, кое-где обрываются нити, но это ничего.
LХХVII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
«Мӗншӗн сӳс ҫипписем аплах ҫийӗннӗ-ха? Нивушлӗ лага час-часах тыткаланӑран?» — иккӗленсе шухӑшларӗ ҫамрӑк.«Но почему перетерлись волокна? Неужели от частого употребления лага?» — недоверчиво подумал юноша.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Ҫав вырӑнта ҫипписем пӗрчӗн-пӗрчӗн ҫийӗнсе сӑтӑрӑннӑ пулсан ҫеҫ ҫирӗп канат татӑлма пултарнӑ.Он мог лопнуть только в том случае, если волокна на месте обрыва основательно перетерлись.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Акӑ унӑн сарӑхнӑ кивӗ сӑхманӗ, ҫипписем халь витӗр палӑраҫҫӗ, сарса пӑхсан, ҫак сӑхман витӗр Чӗмпӗр курӑнать.А вот и его старый сохман весь в дырах — разверни и увидишь сквозь них Симбирск.
XIV. Ешӗл туй // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Тӗрлӗ тӗслӗ ҫипписем ука та карӑс теҫҫӗ, вӗсен пӗр хутӑрне кӑна ҫичӗ хрансус арланӑ, тет те, арласа пӗтереймен, тет, вара ӑста китайсем патне ҫитерсе ӗҫе кӗрттернӗ, тет те, кунта тиесе килтернӗ, тет.
VIII. Инкек куҫа курӑнмасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ун ҫине глинцинийӗн кӑвак тӗслӗ те тутлӑ шӑршлӑ ҫипписем шаль пек ӳкрӗҫ.Фиолетовая душистая пряжа глициний упала на ее плечи, как шаль.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Сасартӑк чӑнкӑ ярӑмсем, пир тӗртекен ҫыннӑн ҫипписем пек, пӗлӗтпе ҫӗре пӗрлештерчӗҫ.Вдруг вертикальные полосы соединили небо с землёй, словно нити ткача.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Унӑн фракӗ чӑпар пулнӑ (Иван Яковлевич нихҫан та сюртукпа ҫӳремен), чӑннипе каласан, чӑпар мар, хура пулнӑ, анчах пӗтӗмӗшпех сарӑ, хӑмӑр тата кӑвак пӑнчӑсемпе вараланса пӗтнӗ; ҫухи йӑлтӑртатса тӑнӑ; виҫӗ тӳми вырӑнӗнче вара ҫипписем анчах ҫакӑнса тӑнӑ.
I // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 51–74 с.
Ҫӳҫӗ хушшине кӗрсе тулнӑ хӑйӑр пӗрчисем кӗмӗл пек йӑлтӑртатаҫҫӗ, питҫӑмартисем ҫумне шапа лӑймакин симӗс ҫипписем ҫыпҫӑна-ҫыпҫӑна ларнӑ.
XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӗтӗ-вӗтӗ сывлӑм тумламӗсен шӑрҫисемпе эрешленнӗ эрешмен карти ҫипписем ахах-мерченӗн йӑлтӑртатса хӗмленеҫҫӗ.Нити паутины, унизанные мельчайшими капельками росы, жемчужно искрились.
I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӗсен ҫӑварӗсенчен кӑларса янӑ чӗлхисенчен ҫул хӗрринчи тусан патне ҫитиех элес-мелес сӗлеке ҫипписем шуррӑн укаланса тӑсӑлаҫҫӗ.С высунутых языков их до самой придорожной пыли свисали узорчатые нити слюны.
LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Ҫав кунтан тытӑнса вара хӑрушӑ тискер каварӑн хура ҫипписем Дон, Кубань, Терек, Урал, Уссури тӑрӑхӗнчи казаксен ҫӗрӗсем тӑрӑх чикӗрен чикке, станицӑран станицӑна хура эрешмен карти пек тӑсӑлса каяҫҫӗ.
XIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Каҫсерен терраса ҫинче чей ӗҫеҫҫӗ, нимӗн усӑсӑр халап ҫаптараҫҫӗ; ӳрӗк-сӳрӗк калаҫу ҫипписем татӑлсан, хӑнасенчен хӑшӗ те пулин хуҫан эрешлесе пӗтернӗ хаклӑ граммофонне ҫухӑртма тытӑнать.
1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.