Шырав
Шырав ĕçĕ:
ҫиплӗ (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Нюра кофта ҫумӗнчи вӑрӑм ҫиплӗ йӗпне кӑларса Манькӑна пачӗ.Нюра вытащила из блузочки иголку с длинной ниткой и дала ее Маньке.
Пысӑк ҫемьен пӗчӗк хуҫи // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Вӗсен сӳслӗ тунинчен вӑрӑм, пурҫӑн ҫиплӗ, фернамбука мамӑкӗ пек мамӑк тӑваҫҫӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Мӗн хывать — пурне те тӗрӗслесе пырать хӑй; татӑлма пуҫланӑ тӳмине, шӑтӑк-ҫурӑка е тата урӑх мӗнле те пулин йӗркесӗрлӗхе тӗл пулсан, ҫавӑнтах ҫӗле-ҫӗле лартать; ҫиплӗ йӗпе ҫӑварне хыпса, тата мӗнне те пулин хывма пуҫлать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Готически чиркӳ тӑрринчи автан шупка ылтӑнӗпе ялкӑшать, юханшывӑн йӑлтӑр хура ҫийӗнче те ҫавӑн пек ылтӑн тӗсех йӑлтӑртатса тӑрать; грифель ҫийлӗ ҫуртсен ансӑр чӳречисенче ҫинҫе ҫурта (нимӗҫ перекетлӗ!) ҫутисем вӑйсӑррӑн мӗлтлетеҫҫӗ; чул хӳмесем хыҫӗнчен иҫӗм ҫырлин кӑтра ҫиплӗ аврисем вӑрттӑн кармашаҫҫӗ, виҫӗ кӗтеслӗ лаптӑкри кивӗ тараса хӳттинче темскер чупса иртет, сасартӑк ҫӗрлехи хуралҫӑ ыйхӑллӑн шӑхӑртни илтӗнет, ырӑ кӑмӑллӑ хураҫка ҫурма сасӑпа хӑрлатса илкелет, сывлӑш питрен ҫупӑрласах тӑрать, ҫӑкасенчен ҫав тери тутлӑ шӑршӑ сарӑлать, кӑкӑр ирӗксӗрех тарӑнран тарӑн сывлать, ҫавӑнпа-и тен, «Гретхен» сӑмах, — те кӑшкӑруллӑн, те ыйтуллӑн — ялан чӗлхе ҫине килет.
I // Асклида Соколова. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 84–131 с.
Страницăсем:
- 1