Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫинҫешке сăмах пирĕн базăра пур.
ҫинҫешке (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӑна вӑл ирӗксӗрех, хӑй кӗтмен ҫӗртенех, темӗнле ҫинҫешке, чӑтма ҫук ҫинҫешке те пиклетекен сасӑпа каларӗ.

Невольно и неожиданно для себя каким-то тоненьким-тоненьким, пискливым голоском.

12 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Умӗнчен пӑхсан, каснӑ-лартнӑ нимӗҫ: унӑн ансӑр, текех ӑҫта кирлӗ унта ҫаврӑнакан, мӗн ал айне лекнӗ ҫавна шӑршлакан сӑмси-ҫӑварӗ пирӗн сыснасенни пек, шӗвӗркке те пуклак вӗҫлӗ: урисем вара ҫав тери ҫинҫешке, Ярескӑри голован урисем ҫавӑн пек ҫинҫешке пулнӑ пулсан, вӑл вӗсене пӗрре ташласах хуҫнӑ пулӗччӗ.

Спереди совершенно немец2: узенькая, беспрестанно вертевшаяся и нюхавшая все, что ни попадалось, мордочка оканчивалась, как и у наших свиней, кругленьким пятачком, ноги были так тонки, что если бы такие имел яресковский голова, то он переломал бы их в первом козачке.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Кӑмака ҫинче темле ҫинҫешке сасӑ илтӗнсе кайрӗ: ача сасси тесен, ача сасси пек мар, кушак ҫури тесен, вӑл та мар пек.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Аслатирен хӑратӑп эпӗ, — Нина ҫумнерех чӑмӑртанчӗ ҫинҫешке хӗрача.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Унӑн тӑпӑл-тӑпӑл ҫинҫешке пӗвне пӑлан пӑрушӗпе ҫеҫ танлаштармалла пуль.

Куҫарса пулӑш

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫинҫешке хурӑн пек курӑнакан Анюта ҫумӗнче капмар юман пек тӗреклӗ Раман ҫурӑлнӑ шӑлаварӗпе ҫатӑлтаттарса утать.

Куҫарса пулӑш

25 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Анчах ман умра калама ҫук пысӑк хӑрушлӑх тӳссе ирттернӗ, пиҫсе кайнипе юлнӑ йӗрсем те тӳрленсе ҫитмен ҫинҫешке кӑна хӗр тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫамрӑк турра аса илтерекен, вӑрӑм ураллӑ йӗкӗт, ансӑр плавка — пит кӗске йӗм тӑхӑннӑскер, шывран тухсан тӑхӑнмалли халатлӑ ҫинҫешке хӗрпе юнашар тӑрать.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл типшӗм те ҫинҫешке ҫын.

Куҫарса пулӑш

I сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Ҫӳллӗ, ҫинҫешке, ҫамрӑк йӗкӗт.

Куҫарса пулӑш

Ҫамрӑклӑх // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ҫтаппанпа Саня икшер черкке сыпнӑ тӗле алӑк яриех уҫӑлчӗ те, пӳрте хашкине ернӗ Меркури, пӗр вӑтӑр пиллӗксенелле ҫывхарнӑ ҫинҫешке те типшӗм арҫын кӗрсе тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Анфиса — пӗчӗк кӗлеткеллӗ ҫинҫешке хӗр.

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Ҫулӗпе утмӑлсене ҫывхаракан сарлака кӗлеткеллӗ, ҫинҫешке питлӗ вӑрӑм ҫын пулчӗ ку.

Куҫарса пулӑш

Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.

Чи малтан пӑшатан пек ҫивӗч те ҫинҫешке Салтаванов сиксе тӑчӗ:

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫинҫешке те пӗчӗкрех пӳллӗскер пӑшатана аса илтерет.

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Мана ун чухне вӑл тилле аса илтернӗччӗ: типшӗм питлӗ, шӗвӗр сӑмсаллӑ, ҫинҫешке кӗлеткеллӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫӳллӗрех ҫинҫешке арҫыннине Таранов тӳрех палларӗ: Ярабаев колхоз председателӗ пулнӑ чух унӑн заместителӗнче ӗҫленӗ Хумма Левенӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Комиссирисене эпӗ пӗчӗк те ҫинҫешке пулни кӑмӑла каймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Ҫур ҫухрӑм пек утсан, мана пӗр сарӑ ҫӳҫлӗ ҫинҫешке ҫамрӑк йӗкӗт хӑваласа ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрманти тӗлпулу // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 123–131 с.

Ӑна, хут пек шурӑ сӑнлӑ, сарӑ ҫӳҫлӗ ҫинҫешке хӗрарӑма, Герасим Федотович кӑшт кӑна астӑвать, мӗншӗн тесен ҫав хӗрарӑм, тӑшман ункинчи хулара выҫӑллӑ-тутӑллӑ пурӑнса сывлӑхне хавшатнӑскер, хуняшшӗпе хунямӑшӗ килӗнче те ура ҫине ҫирӗппӗн тӑрайман: ача ҫуратнӑ-ҫуратманах вилсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех