Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫивӗчскерсем (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Таран таврашӗ тенисем ытлашши ҫивӗчскерсем, ӑслӑскерсем пулчӗҫ-ши — ялта ӗмӗрлӗхе йӑва ҫавӑрасшӑн хыпса ҫунмарӗҫ, ашшӗ-амӑшӗ килӗ ҫине алӑ сулса пурте пекех ҫӗршыв тӑрӑх тӗрлӗ еннелле саланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

…Ула Тимӗр, сылтӑм айӑк ҫинче выртса мӑшлатса ыйхӑ сӑптӑраканскер, ир ҫинчен сасартӑк сулахай енчи пусмалӑх шӑмми чӑтма ҫук ыратса кайнине туйрӗ те, шурӑллӑ-хураллӑ, хӑмла ҫырлиллӗ–йытӑ ҫырлиллӗ тӗлӗкне татса, вӑранса кайрӗ: мӑй шӑнӑрне ик-виҫӗ тӗлтен темскерсем, ҫивӗчскерсем, чашт! пӑталанса касӑнса кӗни паллӑ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ӑслӑскерсем, шуйттансем, ҫивӗчскерсем

Умные, черти, ловкие…

XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Ҫав мишкӑсем питӗ ҫивӗчскерсем иккен!

И вот какие ловкие оказались мишки!

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Хӗрлӗ кашкӑрсем питӗ вӑйлӑ, ҫав вӑхӑтрах питӗ ҫивӗчскерсем; вӗсем яланах шурлӑх вырӑнсенче пурӑнаҫҫӗ, тытас тенӗ япалана шывра та хӑваласа тытаҫҫӗ.

Красные волки — очень сильные и подвижные животные; они водятся обычно в болотистых местах и могут вплавь преследовать свою добычу.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех