Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫерҫилле (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ура!» — кӑшкӑрса ячӗ Вӗҫелис, савӑннипе хӑй сисмесӗр хӑрах ури ҫинче ҫерҫилле сиккелеме тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

— Каччӑсем, эпӗ текех ҫара ҫерҫилле ҫакӑнса тӑма пултараймастӑп, кӗҫ-вӗҫ персе анатӑп, — терӗ Ирина чӗтрекен куҫ хупанкисене хупма тӑрӑшса.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Студентсенчен улттӑшӗ (татах иккӗшӗ тӗрлӗ сӑлтавсене пула ку ӗҫе хутшӑнаймарӗҫ) илӗм-тилӗм вӑранчӗҫ те ҫӑвӑнса тасалчӗҫ, чей сыпкаларӗҫ, пиртен ҫӗленӗ вунӑ килограмм кӗрекен пӗчӗк миххе ӗҫ хушшинче ҫырткаласа илмелли сивӗ апат (Ула Тимӗрӗн хура ҫӑкӑр чӗлли, виҫӗ пӗҫернӗ ҫӗрулми, килька пулчӗҫ) хурса ҫыхрӗҫ, кӑпӑр-кӑпӑр ӗҫ тумӗпе «хулӑнланчӗҫ», вара, мӗн кирлине илсе, общежитирен тухрӗҫ те ҫерҫилле чӗриклетмесӗр, чакакла чакӑлтатмасӑр сакӑр сехете ҫитмелле чукун ҫул станцинелле ҫул картрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Мӑшӑрланнӑ чухне улшуҫла хӑтланни, «ҫерҫилле юрату» хыҫҫӑн кайни тата ытти кивӗ йӑласем Хучаш таврашӗнче пӗтсех ҫитмен-ха.

Куҫарса пулӑш

Ҫын вӑрлакансем // Н. Пушкин, Н. Никитин. «Капкӑн», 1962, 7№, 10 с.

Хӑшӗ-пӗри лаптӑк тӑрӑсенчен хӑпараҫҫӗ те юхан шыв е ӗшне урлӑ ҫара ҫерҫилле вӗҫеҫҫӗ.

Иные снимались с плоской крыши и летучей мышью летели через воду, или за рощу.

Шӑллӑ-шӑллӑ тусен леш енче // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех