Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫер (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпир хамӑрӑн «Стационерпа», миллионлӑ ҫарсен ҫапӑҫӑвӗсем ҫинчен каласа панипе вилмелле кӑсӑклӑх ҫуратрӑмӑр; Турӑшӑн та — Уйӑх е Марс ҫыннисем Ҫер ҫине лекни те ҫавнашкал аптӑратса-тӗлӗнтерсе ӳкереймӗччӗ.

Люди с Луны или с Марса, попади они на землю, не вызвали бы такого убийственного интереса к себе, как мы со своим «Стационером» и рассказами о сражениях миллионных армий.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.

— Ҫакӑнтах ҫер каҫатпӑр, — тесе пӗлтерчӗ пире Антикайнен, савӑнӑҫлӑн йӑл кулса.

— Ночевать будем здесь, — объявил нам Антикайнен с веселой усмешкой.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

Дон облаҫӗнчи ҫер ыйтӑвне ҫав съезд татса парать».

Земельный вопрос Донской области разрешается тем же областным съездом.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫак вӑхӑтра командир ординареца сотня офицерӗсем пухӑнса ларнӑ ҫер пӳртрен кӑларса ячӗ те пакета уҫрӗ, мӗн ҫырнипе паллашса илнӗ хыҫҫӑн ҫурта типӗн вӑйсӑр ҫутинче вуласа пачӗ:

В это время в землянке, где собрались офицеры сотни, командир, отпустив ординарца, вскрыл пакет и при свете свечного огарка, ознакомившись с содержанием, прочитал:

III // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Шавласа ҫуннӑ ҫер айӗнчи пушар, Йӑсӑрӑлнӑ тӗтӗм тарӑнра…

Шумел-горел пожар подземный, Дым расстилался в глубоке…

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ҫер ҫинче Джо индеец вилли выртать, унӑн куҫӗсем юлашки минут ҫитичченех ҫутӑшӑн тата ирӗклӗ тӗнчери савӑнӑҫа курасшӑн ҫуннӑ пек; вӑл хӑй питне алӑк ҫурӑкӗ ҫумне тӗршӗнтернӗ.

Индеец Джо лежал мертвый на земле, припав лицом к дверной щели, словно до последней минуты не мог оторвать своих тоскующих глаз от светлого и радостного мира там, на воле.

33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том вӗсене чӗнсе илнӗ: «Эпир ҫакӑнта ҫер айӗнчи шӑтӑк ӑшӗнчен тухрӑмӑр, пирӗн шутсӑрах ҫиес килет», — тенӗ.

Том окликнул их и сказал, что они только что из пещеры и умирают с голоду.

32-мӗш сыпӑк. «Тухӑр! Тупӑнчӗҫ!» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Джо ҫынсенчен аякри ҫер шӑтӑкне пӗчченех кайса типӗ ҫӑкӑр хыттисемпе тӑранса пурӑнас, вара асап курса, тӳссе шӑнса вилес, терӗ.

Джо собирался стать отшельником, жить в пещере, питаться сухими корками и в конце концов умереть от холода, горя и нужды.

13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вилтӑприсем ҫинче ҫаврака тӑрӑллӑ кивӗ те ҫерӗк хӑмасем ларнӑ; шӗке ҫисе пӗтернӗрен вӗсем, хӑйсем валли тӗреклӗх шыраса, ҫер ҫумнелле тайӑнса ларнӑ, анчах тӗреклӗхӗ тупӑнман.

Старые могилы провалились; ни один могильный камень не стоял, как полагается, на своем месте; изъеденные червями, трухлявые надгробия клонились над могилами, словно ища поддержки и не находя ее.

9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех