Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫемӗллӗн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каҫхине эпир — анне, ултӑ ҫулхи аппа тата эпӗ, тӑватӑ ҫулхискер, — вырӑн ҫине ҫывӑрма выртсан, Катя пирӗн пата пырса ларатчӗ те, пӗр ҫемӗллӗн мӑр-мӑр-мӑр «кӗрпе арманӗ авӑрта-авӑрта», ӑс-тӑна йӑштарса, сӗмлентерсе, сисӗм-туйӑмсӑрлантарса, пире «чи-чи-чи тутлӑ тинӗс тӗпнелле йӑр-йӑр-йӑр шуҫтарса-ярӑнтарса» хӑваратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Туйӑмлӑ кушак // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 217–222 с.

Шапа куҫлӑ, ӗнтӗ кӗреҫе сухаллӑ, пушар пички пек хырӑмлӑ юлташӑм ҫеҫ тахҫанхиллех пӗр ҫемӗллӗн кваклатать.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпан (е шок терапийӗ) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 202–207 с.

Пӑрахут, сывлӑша сӑркатса, сарлака тӑрпинчен пӗлӗтелле тӗксӗм хура тӗтӗм юписем пӗрхӗнтере-пӗрхӗнтере, вӑрӑммӑн иккӗ мӗкӗртрӗ; машинисем, ӗҫе кӳлӗнсе, ҫуйланнӑ чӗре таппи пек пӗр ҫемӗллӗн «тӳнклетме», ӑрӑлтатма пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Вӑл Ула Тимӗр сехетне алла илчӗ те шӑрҫи пысӑкланса тӗксӗммӗн курӑнакан ҫутӑ, анчах пӑрӑнчӑк куҫӗпе кашни пайнех «ҫыртса илсе» тӗрӗслерӗ, хистенсех, тӗпчевлӗн циферблат ҫине тимлерӗ, унтан пӗр кӗске ҫемӗллӗн чӑкчӑк-чӑк-чӑк сас паракан япалана самаях хӑлхи патӗнче тытса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Полина, сылтӑм аякки ҫинче хутланса выртаканскер, питне аллисемпе хупларӗ те сасӑпах пӗр ҫемӗллӗн ихӗлтетме пуҫларӗ — туй шӑнкӑравӗ вӗттӗн-вӗттӗн, шӑнкӑр-шӑнкӑр шыв пек юхӑнса шӑнкӑравлать, тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тавралӑх вӑрман ҫине каллех пӗр ҫемӗллӗн лӗс-лӗс алланакан сӑпрам, сивӗ ҫумӑрпа (ахальтен мар пуль ҫурхи ҫанталӑк ҫур ӑслӑ, кӗрхи ҫанталӑк кӗтӗк ӑслӑ, теҫҫӗ) кичем те тунсӑх пӑтти пӗҫерет.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сасартӑк вӑл пуҫне ҫӗр ҫинчен кӑштах ҫӗклерӗ те пӗр ҫемӗллӗн кӑтлатма пуҫларӗ:

Куҫарса пулӑш

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Куҫ харшисене пӗркелентерсе, мӗншӗн тесен ҫынсем кӗтмен ҫӗртен килсе лекни ӑна ирӗклӗн ҫӳреме чӑрмантарать, — Стар пӗр ҫемӗллӗн куҫакан тӗреклӗ кӗре кӳлепесене вичкӗннӗн тӗсесе ӑсатрӗ.

Нахмурившись, потому что неожиданное появление людей лишало его свободы действий, Стар пытливо провожал взглядом ритмически появляющиеся смуглые, мускулистые фигуры.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.

Григорин ҫывӑрманнипе кӳпчесе кайнӑ куҫхупаххийӗсем айне ачаш ҫутӑ шӑвӑнса кӗчӗ, — Григорий пуҫне ҫӗклерӗ те ҫав-ҫавах Прохорӑн ҫу сӗрмен урапа пек, пӗр ҫемӗллӗн хӑйӑлтатса пыракан сассине илтрӗ.

Ласковый свет заползал Григорию под набухшие от бессонницы веки; Григорий поднимал голову и слышал все тот же однообразный, как скрип арбы, голос Прохора.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех